Комментари хушас

3 Çĕртме, 2016

«Хĕрĕх километр маншăн пурнăç çулĕ пекех туйăнчĕ»

Этемĕн хăйĕн ĕмĕрĕнче тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулма тивет. Пĕрисем çак кăткăслăхсене чăтаймасăр çухалса каяççĕ те тĕрĕс çултан пăрăнаççĕ, теприсем вара вĕсене çĕнтерсе чунпа çирĕпленеççĕ, малаллах талпăнаççĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕ Евгений Назаров — шăпах иккĕмĕш ушкăнран. Çамрăк-ха вăл, 35 çула та çитмен, апла пулин те унăн шăпа тĕрĕслевĕ витĕр темиçе хут та тухма тивнĕ. Халĕ те 6-мĕш пушар-çăлав чаçĕн водителĕнче-пушар машинине çÿретекен аслă инструкторта тăрăшнă май Евгений хăйĕн сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан лару-тăрăва тăтăшах лекет, çапах чунĕпе чурăсланман вăл: пурнăçа юратать, общество ĕçне хастар хутшăнса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать, чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупать.

Çĕршыв умĕнчи тивĕç

Евгенин ача чухне çар летчикĕ пулас килнĕ. Шкулта авиамодель кружокне çÿренĕскер тÿпере вĕçме ĕмĕтленнĕ. Шупашкарти аэроклуба кайса парашютпа пĕрре мар сикнĕ. Шкул хыççăн Сызраньти вертолет училищин Кироври филиалне вĕренме кĕрес тенĕ. Шел, ĕмĕчĕ пурнăçланайман. «Упаленме çурални вĕçеймест çав», — тет Е.Назаров. Тăван тата иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсем, куккăшĕ водитель пулнăран каччă та техникăпа, машинăсемпе кăсăкланнă, çавăнпа çара кайиччен водительсемпе радиотелефонистсен курсĕсене пĕтернĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе вăл Удмурт облаçĕнчи Глазов хулинчи шалти çарсенче пурнăçланă. Чаçне салатса ярсан вĕсене Ижевск, каярахпа Киров хулисене куçарнă.

Тăван тăрăха 2002 çулта таврăнсан йĕкĕт Трактор заводĕнче ĕçленĕ. Çар комиссариатĕнчен контрактпа службăна кайма сĕнсе повестка илсен Евгений савăннă: çар пурнăçĕ ăна ачаранпах илĕртнĕ-çке. Çемйипе канашланă хыççăн /çак вăхăт тĕлне çамрăк авланса ачаллă пулма та ĕлкĕрнĕ/ çĕршыва контракт мелĕпе сыхлама килĕшнĕ.

«2005 çулта Самар облаçĕнчи Рощинский поселокĕнчи миротворецсен 15-мĕш бригадинче служба тивĕçне пурнăçлама тытăнтăм. 2007 çулта пире Абхазие командировкăна ячĕç: 15-мĕш бригадăн пĕр пайĕ шăпах унта вырнаçнăччĕ. 2008 çулхи çулла ман пата, Гали хулине, мăшăрăм отпуск вăхăтĕнче пынăччĕ. Вăл каялла кайсан пĕр уйăхран Грузи Осетие тапăнчĕ. Пире ирхи виçĕ сехетре тревогăпа тăратрĕç те батальон командирĕ: «Вăрçă пуçланчĕ!» — терĕ. Çав кунранпа эпир автоматсенчен уйрăлман. Грузи пирĕнтен 20 километрта вырнаçнăччĕ. Осети миротворецĕсене пулăшма тесе пире çурлан 15-мĕшĕнче ячĕç: малтан Новороссийск десанчĕ кайрĕ, ун хыççăн — пирĕн бригада. Тĕп тĕллевĕмĕр — тăнăçлăхпа йĕркелĕхе сыхлассиччĕ, мирлĕ çынсене пеме ирĕк паман, мĕншĕн тесен Раççей тĕлĕшпе питĕ нумай провокациччĕ. Грузи Осетие тапăнсан çакăн пирки тĕнчери пĕр канал та нимĕн те кăтартмарĕ, вырăс çарĕсем çав çĕршыв территорине кĕнĕ-кĕмен пурте «Раççей Грузие тапăннă» тесе пĕлтерчĕç. Пирĕн валли мĕн чухлĕ «кĕтмен парне» хатĕрленĕччĕ?! Саперсен питĕ нумай ĕçлеме тиврĕ», — иртнине куçĕ умне кăларать 2007-2008 çулсенче Грузи-Абхази конфликтĕнче Гали хулипе Левый Генцвиш поселокĕнче тăнăçлăха сыхлас тивĕçе пурнăçланă, 2008 çулхи çурла уйăхĕнче Абхазире минăсене сиенсĕрлетнĕ тата сирпĕнекен ытти япалана пĕтерес ĕçе хутшăннă арçын.

Паллах, çав кунсенче ентешĕмĕрĕн пурнăçĕшĕн те хăрушлăх пĕрре мар тухса тăнă. «Пĕррехинче ман умри иккĕмĕш машина тĕлĕнче снаряд çурăлчĕ. Тавах Турра, пурте чĕрĕ юлтăмăр. Граната «пешеходный» текенни пулнăран БТР урапи çеç çурăлса кайрĕ. Тепрехинче снарядсене пĕтерме кайсан болванка кузоври ещĕкрен «вĕçсе» тухнă. Çав сасса илтрĕм те пĕтĕм пурнăçăм куç умĕнче мĕлтлетсе иртнĕн туйăнчĕ. Кузова асăрханса уçрăм та ку мина американсен пулнине ăнлантăм. Сапера, çамрăк лейтенанта, çакăн пирки каларăм та вăл ăна çул тăршшĕпех кабинăра аллинче тытса пычĕ. Манăн те çул çине пăхса пымалла /çырмана анса каяс мар тесе/, те çак мина çине? Çав 40 километр маншăн пурнăç çулĕ пекех туйăнчĕ. Тепĕр самант пирки те каласа хăварас килет. Пушкăртстанран саперсем килсен пирĕн пата майор, Афган тата Чечня вăрçисенче пулнăскер, кĕчĕ. Питĕ пăлханать хăй. Мĕн пулнине ыйтатпăр та — нимĕн те калаймасть. Кăштахран çеç эпир 15 çул каяллах минăсем хурса тухнă çулпа çÿренине пĕлтерчĕ. Лата ялĕпе Аджария хушшинчи питĕ ансăр çула /юнашарах — ту хушăкĕсем/ 1993 çултах минăланă иккен, çитменнине — Афган мелĕпе: çул сирпĕнет те çын е машина çине ту чулĕ йăтăнса анать, йăлтах хупласа хурать. Пысăк инкекрен мĕн сыхланă-ши пире? Саперсем çак çулпа пынă чухне çĕр айĕнчен болванка курăннине асăрханă та ятарлă оборудованипе тĕрĕсленĕ. Тротил эквиваленчĕпе илсен çак взрывчатка 9 хутлă 3-4 çурта сирпĕтсе яма çитетчĕ-мĕн. Çакăн хыççăн ятарлă техника илсе килсе çав çула тасатрĕç», — çак сăмахсене илтсен чун сÿлетсе илет.

2009 çулта Евгений Беларуçра «Мирлĕ мисси» вĕренÿсене хутшăннă. 2010 çул Назаровшăн питĕ хĕрÿ иртнĕ: вăл Самар облаçĕнче алхаснă вăрман пушарĕсемпе кĕрешнĕ. Ун чухне темиçе поселок çунса кайнине аса илет харсăрскер. Чăваш каччи шăрăх вăхăтрах çав облаçри ял-поселока ĕçмелли таса шыв турттарнă.

Вут-кăвар — хăватлă вăй

Вут-кăварпа паянхи кун та кĕрешет шалти служба прапорщикĕ. 2010 çул вĕçĕнче штата кĕскетнĕрен Евгений тăван тăрăха таврăннă, 2011 çулхи ака уйăхĕнче Шупашкарти 6-мĕш пушар чаçне /ун чухне чаç шăпах хăйĕн 40 çулхи юбилейне паллă тунă/ вырнаçнă. Малтан — пушарнăй, унтан аслă пушарнăй пулнă. Хальхи вăхăтра — 2-мĕш хуралăн 1-мĕш уйрăмĕнчи водитель-аслă инструктор. Вут-çулăма сÿнтерекенсене инкек вырăнне васкавлăн çитересси тата каялла тĕрĕс-тĕкел илсе килесси — питĕ яваплă ĕç. Автомобиле пăрахса хăварма юрамасть пулин те водитель хушăран брандмейстерсене те пулăшма май тупать. «Хĕрлĕ автанпа» хăй те нумай хутчен кĕрешнĕ-çке, çавна май вăл мĕн тери пысăк инкек кÿме пултарнине лайăх ăнланать.

«Юлташсем вилесене курма йывăр мар-и тесе ыйтаççĕ. Малтан питĕ йывăрччĕ, çапах ку ĕçе те камăн та пулин тумалла-çке. Эпир мар-тăк — кам? Ачасен виллисене курма уйрăмах йывăр. Çул çинчи инкексене сирме те хутшăнатпăр. Туссем тепĕр чухне шÿтлеççĕ, «Пушарнăйсем талăкра 25 сехет çывăраççĕ», — теççĕ. Манăн яланах пĕр хурав: «Вĕсем çывăрччăр тесе кĕлĕ тăвăр. Эпир çывăратпăр — эппин, хулара йăлтах йĕркеллĕ». Çакна илтсен туссен питĕнчи кулă тÿрех çухалать, — каласа кăтартать ĕçне чунпа парăннăскер. — Пирĕн коллектив, 2-мĕш хурал, туслă пулни савăнтарать. Эпир пушарнăйсен ырă йăли-йĕркине тытса пыратпăр. Пĕр-пĕрне шанатпăр, инкеке лекес пулсан юнашар шанчăклă тус пуррине, вăл сана пулăшассине пĕлсе тăратпăр. Ĕçтешсемпе пĕрле канма та тăрăшатпăр: пулă тытма каятпăр, шашлăк ăшалатпăр, конкурссене хутшăнатпăр». Водитель хальхи йышши техникăпа ĕçлеме тÿр килнĕшĕн те кăмăллă. Акă кăçал 6-мĕш пушар-çăлав чаçне пĕрремĕш пулăшу автомобильне илсе килнĕ. Сăмах май, Чăваш Енре ун пекки хальлĕхе урăх çук.

Евгений вут-кăвар мĕн тери хăватлă вăй пулнине, çулăм этеме усă кÿнипе пĕрлех шар кăтартма та пултарнине Шупашкарти 50-мĕш шкулта ăс пухакансене — Назаров унта вĕреннĕ, халĕ унăн хĕрĕ те çавăнтах пĕлÿ пухать — час-часах ăнлантарать: лекци тата класс сехечĕ ирттерсе çеç мар, хăй шăрçаланă юрăсене шăрантарса та. Тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçлаканскере «Çăлав ĕçне хастар хутшăннăшăн», III степень «Службăра палăрнăшăн», «Çăлав ĕçне пропагандăланăшăн», «Василий Чуйков» медальсемпе, Раççей МЧСĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Юрлать, карçинкка çыхать…

Евгений 15 çултанпах юрăсем çырать, вĕсемпе пултарулăх конкурсĕсенче пĕрре мар паллаштарнă. Шкул çулĕсенче театр студине те çÿренĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн «Живи и помни» ушкăнĕн /халĕ «Служу Отечеству» вокал-инструмент ансамблĕ/ питĕ юратнă, унăн вокзал, «Шупашкар» комплекс умĕнче иртекен концерчĕсене курас тесе уроксенчен тарни те пулнă. Чи интересли — Е.Назарова 6-мĕш пушар чаçне ĕçе вырнаçсанах ансамбль ертÿçи Андрей Барабанов хăйсемпе пĕрле юрлама сĕнни. Гитара каласа юрлакан çамрăка 6-мĕш пушар чаçĕн 40 çулхи юбилейĕнче асăрханă иккен вăл. Евгений, паллах, савăнсах килĕшнĕ.

«Служу Отечеству» ВИА йышĕпе пĕрле вăл халĕ тĕрлĕ концерта çитнипе пĕрлех конкурссене те хутшăнать. Кашни çулах Дзержинск хулине каяççĕ, унта вĕсене питĕ юратаççĕ. Çав хулара Раççей кунĕ умĕн иртекен «Раççей щичĕ» фестивале МЧС, ФСХ, ШĔМ тата ытти структура представителĕсем килеççĕ. Унта юлташсем те тупнă ĕнтĕ. «Служу Отечеству» ку фестивальте 2012-2013 çулсенче 1-мĕш вырăн йышăннă. 2014 çулта Коломна хулинче иртнĕ «Сисĕмлĕ чĕресен кĕввисем» фестивальте çĕнтернĕ. Ун чухне ансамбль Чăваш Енĕн çеç мар, федерацин Атăлçи центрĕн чысне те хÿтĕленĕ. Çакăн хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ушкăнăн 4 солистне те алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Сăмах май, пĕлтĕр асăннă конкурс Севастопольте иртнĕ — çак хула тата Крым Раççей йышне кĕнĕ ятпа. Кăçал вара ку мероприятие Шупашкарта йĕркелĕç. «Çак ансамбль мана питĕ килĕшет. Тавах тĕп управлени пуçлăхне Станислав Антонов генерал-майора. Вăл пире пÿлĕм уйăрса пачĕ. Пире ырă сăмахсемпе тăтăшах хавхалантарать, «Эсир хăвăр юрăсемпе çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ паратăр. Сире итлесе нумайăшĕ çара каясшăн, МЧС тытăмĕнче ĕçлесшĕн», — тет. Куракансем те пырса тав сăмахĕ калаççĕ», — савăнăçлăн пĕлтерет ансамбль солисчĕ.

Евгений юрланипе çеç çырлахмасть, спортпа та туслă вăл. Пушарнăйăн кĕлетке тĕлĕшĕнчен сывă та çирĕп пулмалла-çке, çавна май вĕсен кашни уйăхрах спорт мероприятийĕсене хутшăнмалла. Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă тени Назарова та пырса тивет. Пушă вăхăтра карçинкка çыхать вăл. Çак ăсталăха ăна, 11 çултах ашшĕне яланлăхах çухатнăскере, куккăшĕ Александр Ульянов вĕрентнĕ. «Çулталăк каялла хĕрĕмпе уçăлса çÿренĕ чухне хамăр çурт çывăхĕнче хăва нумай ÿснине асăрхарăм та тăрăшсах карçинкка çыхма пуçларăм. Хулă «пĕçернĕ» чухне хваттерте мĕнле ырă шăршă тăрать! Хам çыхнă лăпăсене тăвансемпе юлташсене те парнелетĕп», — чунне уçать ÿркенменскер. Вăл çавăн пекех кивĕ компакт-дисксенчен тем те пĕр ăсталать: тăмана, чечексем… Унсăр пуçне самолетсен моделĕсене пухать.

«Мĕн пулнишĕн ан кулян, малашлăхра мĕн кĕтнине пĕлес тесе ан çун, мĕн пуррине упра» — çак каларăша юратакан арçын Абхазири макăракан ту /вăл 1992 çулта Грузипе вăрçă пуçлансан «макăрма» тытăннă иккен; 16 çултан, Абхази никама пăхăнманлăх статусне илсен, типнĕ/ патĕнче çутă виçĕ ĕмĕчĕ пурнăçлантăрччĕ тесе ыйтни, вĕсенчен иккĕшĕ чăна çаврăнни çинчен каласа кăтартрĕ. «Виççĕмĕшĕ те пурнăçлантăрччĕ», — терĕ сывпуллашнă май Евгений Назаров.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.