Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

1 Утă, 2016

«Çулçÿрев хăрушсăр пултăр тесе тăрăшатпăр»

Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ кашни çулах утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче хăйĕн професси уявне паллă тăвать. Кăçал вара патшалăх автоинспекцине /ПАИ/ туса хунăранпа 80 çул çитет.

1 Утă, 2016

«Лару-тăрăва тĕрĕслесех тăмалла»

Наркотик хутăшĕсемпе тата психотроплă япаласемпе усă куракан çынсене реабилитацилессипе, йĕркеллĕ пурнăçа тавăрассипе çыхăннă мероприятисем пурнăçланса пыраççĕ-и — шăпах çак ыйту Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче тĕп вырăнта пулчĕ. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

28 Çĕртме, 2016

Кашни пĕве çумне инспектора çирĕплетеймĕн

Çуллахи шăрăх вăхăтра пирĕнтен нумайăшĕ шыва кĕрсе уçăлма тăрăшать. Çакнашкал кану тĕпрен илсен савăнăç кÿрет, тимлĕхпе асăрханулăха çухатсан вара инкек патне те илсе çитерме пултарать. Пĕве е юханшыв хĕрринчи кану хăрушсăр ирттĕр тесен чи малтан мĕн шута илмелли çинчен Чăваш Республикинчи пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ Герман Майков брифингра каласа кăтартрĕ.

28 Çĕртме, 2016

«Турăш тĕрлесси - тĕлĕнтермĕш ĕç»

Елена Павловăн, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО\Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕн председателĕн, вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ турăшĕсене МЧС ĕçченĕсен пултарулăх ĕçĕсен "Хавхалану сюжечĕсем" куравĕнче пĕрремĕш хут курма тÿр килчĕ.

Pages