Комментари хушас

1 Утă, 2016

«Çулçÿрев хăрушсăр пултăр тесе тăрăшатпăр»

Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ кашни çулах утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче хăйĕн професси уявне паллă тăвать. Кăçал вара патшалăх автоинспекцине /ПАИ/ туса хунăранпа 80 çул çитет. Сумлă юбилей умĕн ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕпе, полици полковникĕпе Владимир РОМАНОВПА тĕл пулса калаçрăмăр. ПАИ сотрудникĕсем уява мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илнипе, юлашки çулсенче асăннă тытăмра мĕнлерех улшăнусем пулнипе тата ытти самантпа кăсăклантăмăр.

— Уява лайăх кăмăлпа кĕтсе илетпĕр, — терĕ Владимир Геннадьевич. — Пĕрремĕшĕнчен, пирĕн управлени Раççей шайĕнче ырă ят çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ПАИ йышĕ умри тĕллевсене хăвăрт та пахалăхлă татса парас тесе тăрăшать. Кăтартусем пирки калас тăк çулсем çинчи аварисен те, вилнисен те шучĕ чакнă. Эпир федерацин тĕллевлĕ программинче палăртнине — 2012 çултан пуçласа 2020 çул тĕлне аварире пурнăçран уйрăлнисен хисепне 28% таран чакарасси — чăна çавăрма ăнтăлатпăр. Управление ĕçре кирлĕ хатĕрсем уйăрса пани савăнтарать. Акă пире юбилей умĕн çĕнĕ 15 патруль автомобилĕ парнелĕç. Çапла майпа ПАИн муниципалитетсен хушшинчи кашни уйрăмĕ çĕнĕ машина илĕ, унпа çулçÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлĕ. Эпир инспекторсене кирек хăш гражданин тĕлĕшпе те федераци базисем тăрăх информацие — тĕслĕхрен, штрафсем тÿлени-тÿлеменни пирки, шырав мероприятийĕсем енĕпе — тупма май паракан мĕнлерех техника хатĕрĕсем кирлине пĕлсе тăратпăр, çавăнпа çак ĕçе малалла тăсăпăр.

— Сирĕн ĕçре кирлĕ ятарлă хатĕрсем пирки калаçнă май фотофиксаци приборĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет. Вĕсем чăнласах та пысăк пулăшу кÿреççĕ-и?

— Чăнахах та пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çулçÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе ятарлă программа пур, ун валли республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Паянхи кун пирĕн республикăри çулсем çинче пĕтĕмпе фотофиксаци 118 комплектне вырнаçтарнă. Çакă, паллах, сахал. Асăннă хатĕрсем пур лаптăксенче авари сайра пулать. Хăшпĕр çĕрте муляж çеç пулин те çынсем ăна асăрхаса хăвăртлăха чакараççĕ, çакна пулах инкексен шучĕ те пĕчĕкленет. Фотофиксаци приборĕсен пулăшăвĕпе шыраса илнĕ штрафсем вырăнти бюджета пуянлатаççĕ. Çавăнпа та çакнашкал комплектсене пур çĕрте те — хулара çеç мар, район центрĕсенче те — вырнаçтармалла. Вĕсем ДПС инспекторĕпе водительсен хушшинчи хирĕçÿллĕ самантсене пĕтереççĕ. Унсăр пуçне эпир профилактика енĕпе ытларах ĕçлеме пултаратпăр. Хальхи вăхăтра темĕн тĕрлĕ прибор та пур — вĕсем пирĕн республика территорийĕ тăрăх иртекен транспорта терроризм тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеме те кирлĕ. Тĕнчери лару-тăрăва шута илсен ку ĕç питех те вырăнлă. Паянхи кун Чăваш Енре 330 пин ытла транспорт хатĕрне шута илнĕ, урăхла каласан кашни виççĕмĕш çемьен машина пур. Транспорт юхăмĕ питĕ вăйлă, уйрăмах канмалли тата уяв кунĕсенче. Шел, хулана кĕмелли тавра çулсем çук. Енчен те инфратытăм малашне те хальхи пекех аталанса пырсан тепĕр 5 çултан пирĕн пата та Мускав варианчĕ çитет.

— Транспорт хатĕрĕсен шучĕ ÿссе пынăçемĕн сирĕн ĕç те хушăнни куçкĕрет. Владимир Геннадьевич, сире, ШĔМĕн Орелти ятарлă шкулне пĕтернĕскере, 1990 çулта Çĕмĕрле хулине ДПС аслă инспекторĕн должноçĕнче ĕçлеме янă. Тепĕр çултанах ПАИ уйрăмĕн ДПС взвочĕн командирĕ пулнă эсир. Мĕнле шухăшлатăр, çул çинче тăракан инспектора 25 çул каялла ĕçлеме йывăр пулнă-и е халĕ кăткăсрах-и?

— Ку ыйтăва виçĕ сăмахпа та хуравлама пулать, анчах эпĕ чунрине уçса парăп. 1990 çулсенче ДПС инспекторĕсемшĕн питĕ йывăр вăхăтчĕ. Ун чухне Раççейре мĕнлерех лару-тăру пулнине пурте пĕлетпĕр. Инспекторсен ятарлă тум çукчĕ, ĕç укçине çуршар çул памастчĕç, çапах пурте ĕçлетчĕç. ПАИ уйрăмĕн пĕр патруль машини те çукчĕ. Патшалăх предприятийĕсем график туса пире черетпе автомобиль паратчĕç, вĕсемпе колхозсем, трассăсем, районсем тăрăх çÿреттĕмĕр. Кайран ертÿлĕх улшăнчĕ. ПАИне Николай Алексеевич Степанов ертсе пыма пуçласан Чăваш Республикин ПАИ управленине туса хучĕç. Вăл тăрăшнипе эпир халĕ вырнаçнă çĕнĕ комплекса хăпартрĕç. 1993 çулта РФ Президенчĕн "Общество хăрушсăрлăхĕн милицийĕ çинчен" Указĕ тухрĕ. Унпа килĕшÿллĕн ПАИн çĕнĕ подразделенийĕсем йĕркеленчĕç. Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн фончĕ ĕçлеме пуçларĕ, çапла вăйлă та хăватлă çĕнĕ ПАИ пулса тăчĕ. Çĕнĕ патруль автомашинисем туянтăмăр. Çĕмĕрлере çеç 6 автомобильччĕ. Çак тытăмра ĕçлекенсене республика бюджечĕн укçи-тенкипе хваттерсем пама тытăнчĕç.

2000 çулсем — ПАИ историйĕнчи çĕнĕ тапхăр. Унран Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ турĕç. Правительство çĕнĕ хушусемпе постановленисем кăларчĕ. Штата пысăклатнăран ШĔМре çул-йĕр патруль службин полкĕ йĕркеленчĕ. Милицирен полици туса хурсан нумай улшăнчĕ, çапах тĕп тĕллев çавах: çулçÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Паянхи кун эпир ПАИ çеç мар, полици тĕллевĕсене те пурнăçлатпăр. Пирĕн сотрудниксем халĕ дисциплинăна çирĕп пăхăнаççĕ. Инспекторсем хăйсене тÿрккес тытманнине граждансем те асăрхарĕç ахăртнех. Халĕ вĕсем пурте — офицерсем. Паян ПАИре ятарлă вĕренÿ заведенисене пĕтернисем ĕçлеççĕ. Правăна пăсни çинчен калакан акта юридици е автомобиль ятарлă пĕлĕвĕллĕ инспекторсем хатĕрлеççĕ. Ытларах чухне эпир Мускав автомобиль çул-йĕр институтне пĕтерсе 1 çул ĕçленисене тата çарта пулнисене ĕçе илетпĕр. Инспектор паянхи кун процессуаллă йышăнусене хăй тăвать, çул çинчи пăтăрмахсем тĕлĕшпе материалсем хатĕрлет. Çавăн пекех урамсенчи пĕтĕмĕшле преступленисене тупса палăртать.

— Юлашки вăхăтра ПАИ сотрудникĕсен йышне чакарни япăх витĕм кÿмест-и?

— Коллектив пысăкчĕ. Шел, ăна самаях пĕчĕклетме тиврĕ. Çулсем çинче çеç икçĕре яхăн инспектор сахалланчĕ. Пĕтĕм тиев халĕ вăй хуракансене пырса тивет, уйрăмах — районсенчи подразделенисене. Вĕсенче инспекторсем сахал, 5 таран çеç. Çапах эпир çулсем çинчи хăрушсăрлăха алăран вĕçертместпĕр. Пире специализациленĕ батальон вăй çитнĕ таран пулăшать. Унăн яваплăх зони — федераци пĕтĕм трасси. Йышĕпе пысăках мар вăл, çавăнпа пĕтĕм çĕре ĕлкĕреймест. Шупашкарта уйрăм батальон пур, мĕншĕн тесен хула пысăк, урам нумай. Çĕнĕ Шупашкарта 50 çынран тăракан уйрăм рота ĕçлет. Виçĕ çак подразделени те пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытать, пĕрлехи мероприятисем ирттерет.

Сăмах май, нумайăшĕ ПАИ ĕçченĕсем çулсем çинче çеç тă-раççĕ тесе шухăшлать. Йăнăшаççĕ вĕсем. Çулсем çинче тăнипе пĕрлех эпир халăха патшалăх пулăшăвĕсем кÿретпĕр: регистраци-экзамен подразделенийĕ транспорт хатĕрĕсене регистрацилет, теори тата практика экзаменĕсене йышăнать. Патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе те кÿретпĕр. Транспорт хатĕрĕсене федераци трасси çинче регистрацилемелли питĕ лайăх условисем туса хутăмăр. Çав вăхăтрах пирĕн тĕп тĕллевсен шутне профилактика та кĕрет. Ку енĕпе тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр: "Урă мар водитель", "Çуран çÿрекен çул урлă каçмалли вырăнта"... Массăллă информаци хатĕрĕсене профилактика ĕçне хутшăннăшăн тав тăвас килет. Ветерансем те ку енĕпе хастар. Вĕсем — пирĕн учительсем. ПАИ ветеранĕсен юхăмĕ пире юбилее хатĕрленме нумай пулăшрĕ.

— Сирĕн тытăмра çамрăк нумай-и?

— Пур, коллективăн 30% яхăн. Кадрсем улшăнаççĕ, çапах пысăк вакансисем çук пирĕн. ПАИне ĕçе вырнаçас текен сахал мар. Вĕсен тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивет, çав шутрах — сывлăх енĕпе те. Çакăн хыççăн психолог çын ПАИре ĕçлеме пултарни-пултарайманни пирки пĕтĕмлетÿ тăвать. Стажерăн тĕрĕслев вăхăчĕ — çур çул. Унтан ăна Набережные Челны хулинчи ятарлă шкула яратпăр. Унта вĕренекенсене пĕтĕм енĕпе хатĕрлеççĕ, çав шутрах — хĕç-пăшалпа усă курма та.

— Мĕн пăшăрхантарать сире?

— Этем факторĕпе çыхăннă йывăрлăхсем. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çынсем хăйсемех пăсаççĕ. Саккунсемпе йĕркесем пур, вĕсене пурин те пăхăнмалла. Анчах хăшĕсем вĕсене шута илесшĕн мар, уйрăмах — çамрăксем. Авари пулнă вырăнсене çитсен, уйрăмах вилесем пуррисене, руль умĕнче 90-мĕш çулсенче çуралнă çамрăксем пулнине куратпăр. Пирĕн ачасем вĕсем. Ытларахăшне ашшĕ-амăшĕ транспорт хатĕрĕ туянса панă. Асăннă йышри çамрăксем йĕркене пăсаççĕ: эрех ĕçсе е наркотикпе минресе руль умне лараççĕ те хăрушă авари тăваççĕ. Хăйсем те, пассажирĕсем те вилеççĕ. Ку — чăнласах та пысăк йывăрлăх. Çак енĕпе пире граждансем те пулăшма пултараççĕ. Ÿсĕр çын руль умне ларса таçталла çул тытнине асăрхасан тÿрех пире шăнкăравласа пĕлтерĕр, çапла майпа пысăк инкеке сирсе яма май килĕ. Кăçал, юбилей çулталăкĕнче, умри тĕллевсене туллин пурнăçласса, çулсем çинчи аварисен шучĕ, уйрăмах çын суранланнă-вилнĕ тĕслĕхлисем, татах чакасса, шанатăп.

— Владимир Геннадьевич, юбилей умĕн мĕн калас килет?

— Чи малтан хамăн çемьерен тата ĕçтешсен кил-йышĕнчен каçару ыйтас килет: талăкра 24 мар, 25 сехет ĕçленĕшĕн, канмалли тата уяв кунĕсенче те çывăх çынсемпе юнашар пулайманшăн. Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕ 80 çул тултарнине халалласа утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртет. Унта пирĕн сотрудниксене саламлаççĕ, ĕçре палăрнисене патшалăх наградисем парса чыслаççĕ. Эпĕ те меллĕ самантпа усă курса управленире ĕçлекенсене тата ветерансене уявпа чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей, пĕтĕм лайăххине сунатăп. Çулăр яланах такăр тата телейлĕ пултăр!

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

калаçнă

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.