Комментари хушас

1 Утă, 2016

«Лару-тăрăва тĕрĕслесех тăмалла»

Наркотик хутăшĕсемпе тата психотроплă япаласемпе усă куракан çынсене реабилитацилессипе, йĕркеллĕ пурнăçа тавăрассипе çыхăннă мероприятисем пурнăçланса пыраççĕ-и — шăпах çак ыйту Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче тĕп вырăнта пулчĕ. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Пирĕн республикăра ку енĕпе ведомствăсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине лайăх йĕркеленĕ, шăпах çак тытăма пула наркотиксăр пурăнайманнисене вăхăтра тупса палăртма тата сиплеве яма май килет. Чирлисене реабилитацилес ĕçе халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен организацисен ĕçченĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Вĕсем наркотикпа çыхланнă çын пур çемьесене сĕнÿ-канаш параççĕ, тĕрлĕ заняти ирттереççĕ, “шанăç телефонĕпе” ыйтусене хуравлаççĕ. Кăçал çеç 3 пине яхăн çын ят-шывне палăртмасăр шăнкăравласа чунне уçнă. ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Сапаркина каланă тăрăх — хальхи вăхăтра 1,5 пине яхăн çакнашкал çемье шутра тăрать. “Шурă вилĕм” тыткăнне çакланнисем валли республикăри наркологи диспансерĕ çумĕнче пирвайхи сĕнÿ-канаш пÿлĕмĕ уçнă.

Социаллă тата психологи реабилитацийĕ пирки каланă май ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова маларах наркотиксемпе туслă пулнă граждансене ĕçе вырнаçма йывăррине палăртрĕ. Сипленнĕ вăхăтрах ĕç шырама пуçлаççĕ пулин те психотроплă япаласемпе усă курнисен даннăйĕсен базине пĕрре лекнĕ çынна тивĕçлĕ ĕç тупма çăмăл маррине пĕлтерчĕ. Çакна пулах ĕнтĕ нумайăшĕ анонимлă клиникăсенче сипленет, унта вĕсене никам та шута илмест.

Колонире пулнă вăхăтра наркоманирен сипленнĕ, ирĕке тухнă çынсене йĕркеллĕ пурнăçа тавăрас тĕлĕшпе Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕ нумай тăрăшать. Асăннă служба тата ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви 2016-2020 çулсенче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿ тунă. Ку документра колонирен тухнă тата условнăй майпа айăпланнă граждансене, çав шутра наркотиксемпе туслисене те, профориентаци, психологи тата социаллă адаптаци пулăшăвĕ памаллине палăртнă. Хăйсем патĕнче сипленнĕ пациентсене пулăшас тесе Наркологи диспансерĕ тата Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та килĕшÿ тунă. Ăна тĕпе хурса кăçал 85 пациента ĕçе вырнаçма майсем туса панă.

Михаил Игнатьев çав пациентсен шăпипе каярахпа кам та пулин кăсăкланни-кăсăкланманни çинчен ыйтрĕ. Халĕ те вăй хураççĕ-и вĕсем е уйăхранах ĕçсĕр юлнă-и? Асăннă ушкăнри çынсем наркотик патне тепĕр хут ан таврăнччăр тесе тăрăшмалла. Республика ертÿçи çак ĕçре тунă лайăх кăтартусем лăпланса лармалли сăлтав пулмалла маррине çирĕплетрĕ: “Лару-тăрăва тĕрĕслесех тăмалла. Регионта наркотикпа туслисен шутне ÿсме парас мар тесе пĕтĕм вăя пĕрлештермелле”.

Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин тата районсемпе хуласенчи çакнашкал комиссисен кăçалхи çур çулти ĕçĕ пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместителĕ — Общество хăрушсăрлăхĕн тата тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин отчет турĕ. Вăл муниципалитетсенчи асăннă комиссисен ĕç-хĕлне туллин çутатмашкăн район-хула администрацийĕсен сайчĕсенче уйрăм баннер тума сĕнчĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулин, Канаш тата Шупашкар районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен доклачĕсене итленĕ хыççăн Михаил Игнатьев çамрăксене спорта ытларах явăçтармаллине аса илтерчĕ. Комисси ларăвĕнче ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствине çул çитменнисене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас тĕлĕшпе комплекслă мерăсем йышăнма сĕнчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.