Чĕлхемĕр аталансах пытăрччĕ

25 Çĕртме, 2016

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев палăкĕ умĕнче митинг иртрĕ.

Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Чăваш наци конгресĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, ЧНК Мăн Канашĕн членĕсем, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи тата чикĕ леш енчи чăваш наци-культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç, палăк умне чечексем хучĕç. Михаил Игнатьев аякран çитнĕ хăнасене чăваш çĕрне вăхăт тупса килнĕшĕн тав турĕ. Пухăннисене Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалне тĕпе хурса пурăнма сунчĕ, унпа ачасене те паллаштарма сĕнчĕ.

Çав кунах Наци библиотекинче ЧНК Мăн Канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

ЧР Вĕренÿ министрĕн ти­вĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова ытларахăшĕ хăйсем чăваш пулин те вырăс чĕлхине суйлама тăрăшни пирки пăшăрханса калаçрĕ. Шкулсенче те чăваш чĕлхипе çыхăннă йывăрлăхсем çук мар. Вĕсене татса парас тĕлĕшпе влаç органĕсемпе пĕрлех обществăн та çине тăрса ĕçлемелле.

ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен шутне кĕртнине ĕненмелле мар, çакна шута илмелле çеç терĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов чĕлхесем çинчен калакан саккуна пурнăçлас енĕпе ЧНК еплерех ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ.

Мăн Канаш ларăвĕнче чăвашлăха аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнисене Хисеп тата Тав хучĕсем парса чысларĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Тĕплĕнрех — “Хыпарăн” çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче тухнă 99-мĕш номерĕнче.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.