«Турăш тĕрлесси - тĕлĕнтермĕш ĕç»
Елена Павловăн, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО\Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕн председателĕн, вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ турăшĕсене МЧС ĕçченĕсен пултарулăх ĕçĕсен "Хавхалану сюжечĕсем" куравĕнче пĕрремĕш хут курма тÿр килчĕ. Куртăм та — тĕлĕнтĕм: мĕн тери хитре вĕсем, куç илми пăхас килет, сăнанăçемĕн кĕлĕ вулама кăмăл çуралать.
Елена Петровна алĕçне мĕн пĕчĕкрен хăнăхнă. "Эпĕ нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ: 11 ачаран — 10-мĕшĕ. Анне пире мĕн пĕчĕкрен алĕçне вĕрентрĕ, вăл çыхатчĕ, çĕлетчĕ, тĕрлетчĕ, çăм арлатчĕ. Эпĕ астăвасса, анне нихăçан та телевизор умĕнче ахаль лармастчĕ, яланах мĕн те пулин ĕçлетчĕ, ачисемпе мăнукĕсем валли темĕн те çыхатчĕ. Эпĕ 6 çулта чухнех нускипе алсиш, каярахпа кофтăсем çыхаттăм", — иртнине куçĕ умне кăларать алă ăсти.
Хăйĕн хальхи чун киленĕçĕ çинчен хавхаланса каласа кăтартать тăрăшуллăскер: "Вĕтĕ шăрçапа 5 çул каялла ĕçлеме пуçларăм. Ку — чăнласах та пысăк искусство, унта тимлĕхпе чăтăмлăх, тирпейлĕх кирлĕ. Çапах тĕп вырăнта — кăмăл. Çаксем пулсан тĕрлеме пачах та йывăр мар. Тĕрлесси — пултарулăх процесĕ. Малтанхи ĕçсем хитрех пулмасран шикленмелле мар, ĕçе хăюллăнах тăсмалла. "Алĕçĕ — чун валли уяв", — тесе ахальтен каламаççĕ вĕт. Вĕт шăрçапа темĕн те хитрелетме пулать: кĕпене, юбкăна, кофтăна, перчеткепе алсише. Эпĕ тĕрлемелли хатĕр комплектсем туянатăп, вĕсенче кирлĕ пĕтĕм материал тата тĕплĕ инструкци пур. Кун пек тĕрĕ техники ансат, анчах унăн та хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур. Тĕрĕ валли капрон çипсемпе, шурă е сарăрах ятарлă лескăпа усă курсан аван. Çутă леска тĕрленĕ картина çинче пачах курăнмасть, унсăр пуçне вăл çăмхаланмасть".
Унăн вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ пĕрремĕш ĕçĕ — тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Николай турăшĕ. Паянхи куна алă ăсти çак мелпе вунна яхăн икона тĕрленĕ, кашнин умĕн пачăшкăран пил илнĕ, ĕçе вĕçлесен ăна чиркÿре сăвапланă. "Турăш тĕрлесси — тĕлĕнтермĕш ĕç, ăна курсан чун савăнать, пĕр чарăнми пăхас та пăхас килет. Эпĕ ытларах каçсерен, килти ĕçсене пĕтерсен, тĕрлетĕп. Чун киленĕçĕпе аппаланнă хушăра ĕмĕтленме, ырри пирки шухăшлама юрататăп. Тĕллевсем пурнăçланччăр тесе ăшра кĕлĕсем вулатăп. Çав кĕлĕсене Çÿлти Турă илтнине туятăп. Хамăн ĕçсемпе эпĕ кил-çурта савăнăç, хăтлăхпа ăшăлăх кĕртетĕп. Хăшпĕр турăша темиçе уйăх тĕрлетĕп, теприсене — хăвăртрах. Тĕрĕсене çывăх çыннăмсене те парнелетĕп", — калаçăва тăсать Елена Павлова. Вăл "Çăлавçă", апостолсемпе тан Еленăн, Серафим Саровскин, "Почаевская" Турă амăшĕн, "Достойно Есть" тата ытти турăша тĕрленĕ. Хальхи вăхăтра çветтуй Апполинарийăн турăшне аппăшĕн мăнукĕ валли хатĕрлет. Ăна пĕчĕкскере Апполинария ятпа шыва кĕртнĕ чухне парнелесшĕн Елена Петровна. Çак ĕçе вĕçлесен çветтуй Виктор турăшне тĕрлесшĕн. Вут-кăвартан хÿтĕлекен "Неопалимая Купина" турăшпа та ĕçлес кăмăлĕ пуррине палăртать МЧСăн "Çăлав ĕçне хастар хутшăннăшăн" медальне тивĕçнĕ хĕрарăм.
Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтерекенскер ачисене те вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме вĕрентнĕ. Кĕçĕннин лайăхах пулнă, анчах ашшĕ тĕрлесси арçын ĕçĕ мар тенĕрен шухăшне улăштарнă 15-ри каччă. Хăйĕн ăсталăхĕпе ыттисене те паллаштарать Елена Павлова. Тĕслĕхрен, Наци библиотекинче çĕртме уйăхĕнче йĕркеленĕ тĕлпулура Шупашкарти 34-мĕш шкул çумĕнчи лагере çÿрекен ачасене ВДПО ĕçченĕсем хăрушсăрлăх йĕркисене аса илтерчĕç, Елена Петровна ăсталăх класĕ ирттерчĕ. Вăл мĕнле ĕçленине ачасем тимлĕн сăнарĕç, чылайăшĕ хăйĕн те тĕрлес ĕмĕт çуралнине пытармарĕ. "Çынсене пурне те хăйсен аллипе мĕн те пулин ăсталама сĕнетĕп. Ĕненĕр: çакă питĕ пысăк киленÿпе савăнăç парнелет", — пĕтĕмлетрĕ алă ăсти.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Т.ДЕРГУНОВА сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас