Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

22 Пуш, 2016

Чи кирли - хăв пуçарнă ĕçе юратни

Ун пек чухне нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар

Çамрăксем — обществăн чи хастар пайĕ, вĕсем пурнăçри кирек мĕнле улшăнăва та хăвăртрах йышăнаççĕ, çĕнĕлĕхсен усăллă енĕсемпе тухăçлă усă курма ăнтăлаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ 35 çула çитмен хĕрсемпе каччăсен хăйсен ĕçне пуçарма пултараслăхĕ тата вăй-хăвачĕ ытти ÿсĕмри çынсемпе танлаштарсан пысăкрах. Чăваш Енре, Раççейĕн ытти чылай регионĕнчи пекех, хăйсен бизнесне йĕркеленĕ çамрăк сахал мар. Пĕрремĕш утăмсем тунă чухне тата хальхи вăхăтра еплерех йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет вĕсен, чăрмавсене мĕнлерех çĕнтереççĕ? Çак çула суйласа илнĕшĕн хăйсем ÿкĕнмеççĕ-и? Ĕçне анлăлатма палăртаççĕ-и? Шăпах çак ыйтусене уçăмлатма тăрăшрăмăр çамрăк предпринимательсемпе тĕл пулнă май: регионăн тата çĕршывăн экономика аталанăвĕн пуласлăхĕшĕн вĕсем те яваплă-çке-ха.

18 Пуш, 2016

Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе - икĕ çул

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе икĕ çул çитнине халалласа "Эпир пĕрле!" ятпа уяв концерчĕ иртрĕ. Çак мероприятие пĕтĕмпе 10 пин ытла çын хутшăнчĕ.

2 Пуш, 2016

Ольга Голодец: “Тăрăшуллисене яланах хавхалантаратпăр”

"Маттур!" - çак сăмаха Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец Шупашкарти "Ачалăх утравĕ" 201-мĕш ача садĕнче пулнă май темиçе хут та каларĕ. Çапла майпа вăл унта вăй хуракансене - тăрăшуллă ĕçшĕн, ачасене вара тавçăрулăхĕшĕн мухтарĕ.

1 Пуш, 2016

Ольга Голодец: "Ĕçлеме пултаракансене яланах пулăшатпăр"

"Маттур!" - çак сăмаха Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец Шупашкарти "Ачалăх утравĕ" 201-мĕш ача садĕнче пулнă май темиçе хут та каларĕ. Çапла майпа вăл унта вăй хуракансене - тăрăшуллă ĕçшĕн, ачасене вара тавçăрулăхĕшĕн мухтарĕ.

Pages