Комментари хушас

2 Пуш, 2016

Ольга Голодец: “Тăрăшуллисене яланах хавхалантаратпăр”

"Маттур!" - çак сăмаха Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец Шупашкарти "Ачалăх утравĕ" 201-мĕш ача садĕнче пулнă май темиçе хут та каларĕ. Çапла майпа вăл унта вăй хуракансене - тăрăшуллă ĕçшĕн, ачасене вара тавçăрулăхĕшĕн мухтарĕ.

Мускавран килнĕ сумлă хăнана Ольга Голодеца, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне Алла Салаевăна, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова "Ачалăх утравне” çÿрекен Аделинăпа Максим чăн чăвашла сывлăх сунса кĕтсе илчĕç. Садик заведующийĕ Ирина Никитина ĕçлĕ ушкăна шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕпе çывăхрах паллаштарчĕ. Кунта 436 ача çÿрет. Вĕсене йĕркеллĕ ÿсме тата аталанма, тавракурăмне пысăклатма кирлĕ пĕтĕм услови пур.

Сумлă хăнасем бассейна, темиçе ушкăна кĕрсе курчĕç. Интерактивлă класра вĕсене ачасем планшетпа мĕнле ĕçленине кăтартрĕç. Пĕчĕкскерсем малтанхи кун Шупашкарта экскурсире пулнине, мĕнле палăксем патне çитсе килнине пĕлтерчĕç, Андриян Николаевăнни патĕнче те чарăннине пытармарĕç. "Кам-ха вăл Николаев?" - воспитателĕн çак ыйтăвне темиçен харăс тĕрĕсех хуравларĕç. Ольга Юрьевна тĕнче уçлăхне парăнтарнă пĕрремĕш космонавтăн ячĕ-хушаматне аса илме ыйтсан та çухалса каймарĕç тавçăруллăскерсем, хăюллăнах мар пулин те: "Юрий Гагарин", - терĕç.

Алексей Ладыков Ольга Голодеца Шупашкарти Гладков урамĕнче тума палăртнă хальхи йышши çĕнĕ шкул проекчĕпе паллаштарчĕ.

"Чăваш Ен - тĕлĕнмелле лайăх регион. Вăл демографи тата социаллă политикăра пысăк çитĕнÿсем турĕ. Çакна эпир 2015 çул кăтартăвĕсене сÿтсе явнă чухне те палăртнăччĕ. Регионта çын вилесси чакни - сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ ĕç кăтартăвĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре пĕчĕк ачасем вилессин шайĕ пĕчĕк, ку енĕпе вăл тĕнчери кăтартусемпе танлашать. Çакă - пысăк çитĕнÿ. Ку йăлтах - пысăк калăпăшлă та пĕлтерĕшлĕ йĕркеленĕ ĕç. Эпир профессионалсене, хăйсен программисене пурнăçа кĕртес текенсене тата вĕсене пурнăçлама пултаракансене яланах пулăшатпăр. Чăваш Ен шкул вĕрентĕвне аталантармалли программăпа ĕçлеме хатĕррине пĕлтерсен эпир ăна пулăшма йышăнтăмăр. Кăçал старт илекен çак проект 10 çул лайăх ĕçлессе, унăн кăтартăвĕсене регионта пурăнакан çынсем аван туясса шансах тăратăп. Демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăнни чăнласах та савăнтарать. Пĕлтĕр Раççейре 1 млн та 944 пин ача çуралнă. Танлаштарма: 1992 çулта 1 млн та 200 пин пепке кун çути курнă. Çавăнпа ĕнтĕ шкул ачисен шучĕ ÿссех пырать. Эппин, пирĕн регионсене çĕнĕ шкулсем тума пулăшмалла", - палăртрĕ Ольга Юрьевна журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

МИХсен представителĕсем ача сачĕсен строительствипе çыхăннă пысăк проект пирки те сăмах пуçарчĕç. "Асăннă проект вĕçленчĕ, анчах çакă малашне пĕр садик та тумĕç тенине пĕлтермест, - терĕ Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ. - Эпир маларахри çулсенче ку енĕпе регионсене федераци укçи-тенкипе субсидисем парса пулăшрăмăр. Çĕнĕ ача сачĕсене малашне те хăпартĕç - эпир ку ĕçе тĕрĕслесех тăрăпăр. Электронлă черет мĕнле куçнине кирек ăçтан та, кирек кам та - ертÿçĕсем çеç мар, ытти çын та - пăхма пултараççĕ. Эпир миçе ашшĕ-амăшĕ ачине тепĕр çул е тата икĕ çултан садике ярас тенине те куратпăр. Ку лару-тăрăва регионсем мĕнле йĕркелесе пынине те сăнатпăр. 3-7 çулсенчи ачасене вырăнпа тивĕçтерес ыйтăва чылай регион ăнăçлă татса пачĕ. 1,5-3 çулсенчи пепкесене садике вырнаçтарасси вара хальлĕхе çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ку - амăшĕ ĕçе тухассипе, çемье тупăшĕпе çыхăннă ыйтусем. Вĕсене яланхи ĕç йĕркипе татса парăпăр”.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.