Фракцисен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ
22 Mar, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашĕнчи политика партийĕсен фракцийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ.

Михаил Игнатьев саккун кăларакан влаç органĕсен представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕнине палăртрĕ. Республика ертÿлĕхĕ суйлавçăсем ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен умне лартакан ыйтусемпе сĕнÿсене итлеме яланах хатĕррине систерчĕ. Парламентăн çитес сессийĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕн 2015 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет тăвассине пĕлтерчĕ. Çав сессирех республикăн 2016 çулхи бюджетне кĕртме сĕнекен улшăнусене те пăхса тухассине каларĕ. «Пĕлтĕр Патшалăх Канашĕ 100 саккун актне йышăннă, çавна май сире республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тăватăп», — терĕ Михаил Игнатьев.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов парламент яланах ĕç тăвакан влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтерчĕ, «Эпир — пĕр команда», — терĕ.

Тĕлпулура бюджет политикин тата унăн тĕп кăтартăвĕсене пурнăçланин, «Трактор завочĕсем» концернри лару-тăрупа çыхăннă тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА