Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ
«Единая Россия» партин суйлав умĕнхи сасăлавне каяс текенсен мĕн пĕлмелле? Мĕнле сасăламалла? Шăпах çак ыйтусем тавра калаçрĕç партин регионри йĕркелÿ комитетĕнче иртнĕ пресс-конференцире.
Унта малтанхи сасăлав кандидачĕсем — регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров — хутшăнчĕç. Мероприятие уçнă май Николай Малов малтанхи сасăлав çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртессине аса илтерчĕ, унта кăмăл пуррисем пурте, çав шутра авăн уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне 18 çул тултаракансем те, хутшăнма пултарнине палăртрĕ. Вĕсен, паллах, хăйсемпе пĕрле паспорт пулмалла. Кашнинех виçĕ тĕрлĕ бюллетень парĕç: пĕрремĕшĕ — Патшалăх Думин кандидачĕшĕн пĕр мандатлă округпа, иккĕмĕшĕ — парти списокĕпе сасăламалли. Виççĕмĕшĕ вара — ЧР Патшалăх Канашĕн кандидачĕсемшĕн пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе сасăламалли. Малтанхи икĕ бюллетеньре килĕшекен темиçе кандидат ят-хушамачĕ тĕлне те паллă лартма юрать, анчах пĕрререн кая мар. Икĕ-виçĕ кандидата та шанатăр-и — тархасшăн. Виççĕмĕш бюллетеньре вара икĕ паллăран кая мар лартмалла: пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе суйланакан кандидатсемшĕн.
Чăваш Енре çав кун 236 шутлав участокĕ /суйлав участокĕсен пĕтĕмĕшле йышĕн 20%/ ĕçлĕ, вĕсене ирхи 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен кайма юрать. Çын хăйĕн хăш шутлав участокне каймаллине партин регион уйрăмĕн сайтĕнче /chuvash.er.ru/ «Малтанхи сасăлав» уйрăмра пĕлме пултарать. Çапла вара суйлава хутшăнакан кандидатсене чиновниксем мар, суйлавçăсем палăртаççĕ.
Шупашкарти шутлав участокĕсем пирки каланă май Леонид Черкесов вĕсенчен кашнинчех концерт е спорт программи хатĕрленине, буфет ĕçлессине пĕлтерчĕ. «Малтанхи сасăлава килекенсене кĕтмен парнепе те савăнтарасшăн: кану паркĕсене, музейсене тата катоксене кайма йыхрав билечĕ пулĕ», — терĕ Леонид Черкесов.
РФ Патшалăх Думин малтанхи сасăлавĕн кандидачĕсем ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен дебатсене хутшăннă. Дебатсем çак темăсемпе иртнĕ: «Нацие упраса хăварасси: вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика», «Экономика тата промышленноç политики, предприниматель пуçарăвĕсене пулăшасси», «Кулленхи пурнăç пахалăхĕ: пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусем, çурт-йĕр, хулари хăтлă хутлăх», «Коррупципе, перекетсĕрлĕхпе кĕрешесси, влаç уççăнлăхне, бюджет тăкакĕсен тухăçлăхне тивĕçтересси», «Ял хуçалăх аталанăвĕ, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ». Вĕсенче кашни кандидат икĕ хутран кая мар хутшăннă. Пресс-конференцие килнисем дебатсем пирки хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. «Дебат хамăрпа пĕр шухăшлисене ĕçе явăçтармалли меслет пек питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку процедурăна кандидатăн хăйĕн хутшăнмалла, çав хушăрах халăхпа та тĕл пулса калаçмалла. Уçă çак дискусси те, малтанхи сасăлав та ытти партишĕн тĕслĕх пулма пултарать», — терĕ Алена Аршинова.
Кандидатсем çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче пурне те малтанхи сасăлава хутшăнма чĕнсе каланă май: «Пирĕншĕн кашни сасă пĕлтерĕшлĕ!» — терĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас