Archive - 10 Чÿк, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
Ку чун киленĕçĕ — чăтăмлисем валли
Кермен, чиркӳ, çурт, пысăк хула, самолет, космос карапĕ… Шăрпăкран мĕн кăна тума пулмасть-ши? Пĕр енчен, ку ĕç йывăр мар пек туйăнать. Анчах ĕçе тытăнсан чылайăшĕ нимĕн те тăваймасть. «Малтан йывăрринчен мар, çăмăллинчен пуçламалла», — терĕ Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхальте пурăнакан Дмитрий Никандров. Вăл ку чун киленĕçĕпе нумаях пулмасть çеç кăсăкланма тытăннă. Кĕске вăхăтра Дима чылай кӳлепе тума, хăшĕ-пĕрне юлташне, пĕлĕшне парнелеме те ĕлкĕрнĕ. Малалла вулас...
Ачан ашшĕ-амăшĕн юратăвне туйса ӳсмелле
Республикăри наркологи диспансерĕн ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен психиатр-наркологĕпе Лидия ГРИГОРЬЕВĂПА калаçнă хыççăн лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси – ачаран текен ваттисен сăмахне малалла тăсас килчĕ: шăпăрлан мĕнле ӳсесси ашшĕ-амăшĕнчен килет. Лидия Анатольевнăпа спайс тата çавăн йышши ытти сиенлĕ хутăшсем пирки калаçрăмăр. Нумаях пулмасть 18-ти йĕкĕте 6 çул та 2 уйăхлăха кирпĕч шутлама ăсатни наркологпа тĕл пулма хистерĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче Шупашкар районĕнчи Толик Хураски шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен каччă тăхтав вăхăтĕнче 9-мĕш класри икĕ ачана спайс туртма сĕннĕ. Çавсенчен пĕри хăйне япăх туйнă, çакна педагог асăрханă, тухтăра чĕннĕ. Малалла вулас...
«Ывăлăм тĕлĕке килсен савăнса вăрантăм»
Маркел ĕмĕрĕ питĕ кĕске пуласса амăшĕн варĕнчех туйнă тейĕн — çут тĕнчене 2 уйăх маларах килме васканă. Çав кун, каçхи 6 сехет хыççăн, пысăк хырăмлă Жанна Миронова кĕтмен çĕртен аптăраса ӳкнĕ. Вăл çуратма хатĕрленнине пĕлсен Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинчи Октябрь урамĕнчи мĕн пур çын вĕсен килĕ умне пухăннă. Арçынсем урамра пирус туртнă вăхăтра хĕрарăмсем Жанна Андреевнăна çăмăлланма пулăшнă. Медпункт фельдшерĕ Лидия Матвеева, Мироновсен тăванĕ, çут тĕнчене пĕчĕк виçепе килнĕ арçын ачана алла пĕрремĕш тытнă. Васкавлă медпулăшу кайран çеç çитнĕ, амăшĕпе ывăлне больницăна илсе кайнă. Тухтăрсем лайăххинех шантарман: ача ытла та вăйсăр-çке. Анчах арçын ачан пурăнас килнĕ… Малалла вулас...
Амăшĕн капиталĕ пурришĕн упăшки йăлтах каçарать
“Ирĕклĕ юрату” тени хĕвеланăçри çĕршывсенчен Куславкка районĕнчи Куснара та çитнĕ пулас. Хăшĕ-пĕри мăшăрĕн еркĕнĕ пуррине пĕле тăркачах пĕр çемье пек пурăнать, хуçалăх тытать, ача-пăча ӳстерет. Александрпа Наталья Сабакаевсем пирки те çавнах каламалла-тăр: арăмĕ вĕçĕмех килтен тухса кайса çухалнине упăшки каçарать. Кашни хăй пĕлнĕ пек пурăнать тесе алă сулма та юрĕччĕ. Анчах кунашкал пулăма чун ниепле те йышăнаймасть. Хăнăхман кун йышшине эпир. Уйрăмах çемьере ачасем пулсан айккинче юлма юрамастех. Ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ пурăнайман чухне чи малтан вĕсем шар кураççĕ-çке.
Наташăпа Сашăн хутшăнăвĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Мĕн ку — юрату-и е урăхла пурăнма май çукки-и? Çакна тĕпчеме Куснара çитрĕмĕр. Малалла вулас...
«Хыпар» хаçат парнисемшĕн – 33-мĕш хут
Юпа уйăхĕн варринче Владимир хулинче иртнĕ «Раççей — спорт çĕршывĕ» форумра Владимир Путин Президент Олимп вăййисен программине кĕреймен спорт енĕсене анлăрах, лайăхрах аталантармалли çинчен уйрăмах палăртса каларĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче чӳк уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXXIII турнир шăпах Владимир Владимировичăн сăмахĕсене тӳрре кăларать. Малалла вулас...
Сӳннĕ вучаха çĕнĕрен чĕртнĕ
Ираида нумай ачаллă çемьере çуралнă пулин те кун-çул панă çыннисен ăшшине туйса курман, амăшĕ вилнĕ хыççăн ăна интерната панă. Тĕлĕнмелле хурлăхлă шăпа кĕтнĕ ăна кайран та: юратса пĕрлешнĕ упăшкипе пĕрле пепкисене ӳстерме пӳрмен Ираидăна. Чĕре чирĕпе аптăранăскер 29-тах вилнĕ, 5-ри Наташăпа 3-ри Алинăна тăлăха хăварнă. Амăшне пытарнă хыççăн ачасем тăван килте пурăнма хăранă. Вĕсене аслашшĕпе асламăшĕ хăйсем патне илсе кайнă. Малалла вулас...