Юрий Энтин: “Чăваш ачисем туйăмлă юрăсене кăмăллаççĕ”
Совет тапхăрĕнче ÿкернĕ ырăпа усала уйăрма, аслисене хисеплеме вĕрентекен мультфильмсене курса ÿснисем телейлĕ. Акă халĕ те, çав ÿсĕмрен тухнă пулин те, унти хаваслă, ăшă чунлă сăнарсем шăрантаракан юрă сăмахĕсене астăватăп. Тĕрĕссипе, ача чухне "Антошка", "Чунга-Чанга" юрăсен авторĕ кам пулнипе интересленсех те кайман. Çав вăхăтра мультфильмри сăнарсем хăйсемех юрланăн туйăнатчĕ. Çитĕннĕçемĕн ку аслисен пултарулăхĕ иккенне ăнланатăн.