Çăмăллăн ереççĕ, час палăрмаççĕ

19 Пуш, 2015

«Ирĕклĕ юрату». Пирĕн пурнăçа кĕчĕ вăл. Пĕли-пĕлми çынпа савăшни, харăсах темиçе еркĕнпе «пурăнни» çинчен час-часах илтетпĕр. Унăн çимĕçĕ - венери чирĕсем. Çапла, кирек мĕнле киленÿшĕн те, йăнăш утăмшăн та тÿлеме тивет. Кунашкал тĕслĕхсенче - сывлăха хур кăтартнипе.

«Юрату» чирĕсемпе çыхăннă ыйтусене Чăваш Енĕн тĕп венерологĕ, Республикăри ÿтпе венерологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Надежда Краснова хуравлать.

- Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра мĕнле инфекци анлă сарăлнă?

- Пĕлтĕр савăшу урлă ерекен чирсенчен /вырăслара кĕскетсен - ИППП/ чи анлă сарăлни трихомониаз /40%/, хламиди тата гонококк пуçаракан инфекцисем /20% ытла/ шутланнă. Вĕсем хыççăн - ануспа генитали шĕпĕнĕ, сифилис тата урогенитали герпесĕ.

- Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чирсем мĕнпе хăрушă?

- Вĕсем çăмăллăнах «çакланаççĕ», анчах сиен йывăрланса çиеле тухиччен паллă памасан та пултараççĕ. Ку репродукци сывлăхĕшĕн хăрушă, ача çуратаймасси патне илсе çитерекен сăлтавсенчен пĕри - шăпах çак чир-чĕр. Ăна пула ача варта аталаннă тапхăр йывăррăн иртет, хырăм ÿкес хăрушлăх пысăк. Кусемсĕр пуçне мĕнпур органăн, тытăмăн ĕçĕ пăсăлать, çын сусăра тухать.

- Хăш ÿсĕмрисем час-часах чирлеççĕ? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.