Комментари хушас

19 Пуш, 2015

Выртса çырмалли сĕтеле те хăех ăсталанă

Пурăннă пулсан Альпăрт КАНАШ 87 çултаччĕ паян. Çамрăк поэтсене хăйĕн паха опытне пиллесе, сăвă çырас ăсталăха вĕрентсе хăвармалли çынччĕ вăл. "...Эп чăваш халăх "тăприйĕ" çине тымар ярăп, тăван халăхран сĕткен илĕп..." - çырнă Альпăрт 1951 çулхи август уйăхĕн 21-мĕшĕнче хăйĕн кун кĕнекинче пуласлăхне ĕненсе, шанса. Мал ĕмĕтлĕ сăмах ăстине шăпа кÿрентерсе унăн чун чăтăмлăхне тĕрĕслемешкĕн йывăрлăхсем янă, чирпе асаплантарнă. Тÿсĕмпе, хавхаланупа вĕсене çĕнтерсе пурăннă вăл, анчах вутлă чĕри кун-çул вĕçне çитмешкĕн чăтайман...

Хаçатăн тусĕсене хурçă чĕреллĕ поэтăмăрăн тăван тăрăхĕпе, кÿрши-аршипе паллаштарас тĕллевпе çула тухрăм. Шăпи 17 çултах вырăн çине пăталанăскере еплерех сума сăваççĕ-ши Октябрьски тăрăхĕнче?

Кăмака çинчен ÿкнĕ

1928 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинче кун çути курнă Альпăрт ытти ача-пăчапа урамра чупса савăннă, вылянă. Çывăх çынни ăна ачашласа Алимпи тесе чĕннĕ. "Пÿртре ларсан ватă çын пулатăп", - тенĕ амăшне пĕчĕкскер. Вăтам хресчен çемйинче пиллĕкĕн çуралнă вĕсем. Геннадий пĕчĕклех чирлесе вилнĕ, тăваттăшĕ çитĕннĕ. 4 çулта кăмака çинчен ÿксе çурăм шăммине амантнă Альпăрт курпунланса юлнă. Малтан ялти шкулта вĕреннĕ, вăл çунса кайсан 5 çухрăмри Шĕнерпуçри пĕлÿ çуртне куçма тивнĕ. Аякри ялти шкула çÿренĕ чухне ури шăннипе сурма тытăннă, чирлĕскер татах аптăранă. Шкул пĕтеричченех шăпа ăна вырăн çине пĕр шелсĕр тÿнтернĕ.

Сăмах ăстин ялĕнчи пĕр урам, Альпăрт Канаш çуралса ÿсни, унăн ячĕпе хисепленет. Çак ялти библиотека ĕçченĕпе Алина Почемовăпа асфальт сарнă урампа утнă май сăмах çăмхине сÿтрĕмĕр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.