Archive - 17 Раштав, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ
«Çамрăксен хаçачĕ» 50 (6091) №. 17.12.2015
Çамрăк режиссер театр искусствине çĕнĕ варкăш кĕртрĕ «Максим Иванов Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне «Дитя и волшебство» спектакльпе уçă варкăш илсе килчĕ.
Конвертри шалу пенсисĕр хăварĕ Кунашкал шалу илекенсене малашлăхра мĕн кĕтет?
Чăваш пики Крымра канĕ Чăваш пики тесен куç умне сăпайлă та ăслă, çаврăнăçуллă та хÿхĕм хĕр тухса тăрать.
“Аттесĕр ÿсрĕм пулсан та хама тăлăх туймастăп” Дмитрий МОРОЗОВ - «Янташ» эстрада ушкăнĕн юрăçисенчен пĕри. Сцена çинче юрласси уншăн - чун киленĕçĕ.
Отпуск вырăнне - Тав çырăвĕ Куйбышеври çар чаçĕнчен тухнă пуйăс ăçталла чашлаттарнине салтак аттине тин кăна тăхăннă яшсем çанталăкран çеç тавçăрайнă.
Хăрах алăпа нуски те çыхать, шыв та йăтать Шăпи çапла килсе тухнă - чăтнă, хăнăхнă та малалла пурăннă. Пĕр алăсăр юлсан чун тĕпренчĕкне юратни каялла чакма паман ăна.
Çамрăк режиссер театр искусствине çĕнĕ варкăш кĕртрĕ
Конвертри шалу пенсисĕр хăварĕ
«Конвертри шалу» - хальхи саманара анлă сарăлнă ăнлав. Вăл - ĕçлекен çын документра алă пусмасăр илекен укçа. Унăн виçине ниçта та палăртмаççĕ. Кунашкал шалу илекенсене малашлăхра мĕн кĕтет? Çак лару-тăрура çыннăн тивĕçлĕ канăва тухсан пĕчĕк пенсипе çырлахма тивет. Ĕçлекен çын вăй хунă хушăрах саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ соцпулăшупа усă кураймасть, отпускра туллин канаймасть, ача пособине те алла тытса кураймасть... Унсăр пуçне шалăва официаллă майпа илменнисем ипотека кредичĕпе те усă кураймаççĕ. Тĕрĕссипе, ку списокăн вĕçĕ-хĕрри çук.
Чăваш пики Крымра канĕ
“Аттесĕр ÿсрĕм пулсан та хама тăлăх туймастăп”
Отпуск вырăнне - Тав çырăвĕ
Куйбышеври çар чаçĕнчен тухнă пуйăс ăçталла чашлаттарнине салтак аттине тин кăна тăхăннă яшсем çанталăкран çеç тавçăрайнă. "Кăнтăралла каятпăр пулас..." - ăшша сиссе пăшăлтатнă географие тĕшмĕртнисем. Ăçта илсе çитерессе вĕсене никам та пĕлтермен. Ташкентра чарăннă хыççăн вакунра ларса пынă Аслă Елчĕк каччи Сергей Бобин юлташĕсене çапла каланă: "Курăр акă, ыран Термез пулать. Киле çыру ярса ĕлкĕрĕр". Ăçтан пĕлет-ха вăл ăна? Узбекистанри çав хулара çар бази вырнаçнине те, унтан салтаксене Афганистана ăсатнине те...
Хăрах алăпа нуски те çыхать, шыв та йăтать
«Çăм арлаймастăп, чĕнтĕр çыхаймастăп», - терĕ хăнасене тарават кĕтсе илме пĕлекен Валентина Бурмистрова. Кĕнчеле те тытса ларĕччĕ вăл, çекĕлпе чĕнтĕрлĕ салфетка та çыхĕччĕ - ку ĕçсене тума пĕлет Валентина Моисеевна. Анчах… Хăрах алăллă вăл. 52 çул çапла пурăнать. Куншăн нихăçан та ÿпкелешмен. Шăпи çапла килсе тухнă - чăтнă, хăнăхнă та малалла пурăннă. Пĕр алăсăр юлсан чун тĕпренчĕкне юратни каялла чакма паман ăна.
"Ял-йыша култарман…"