Чăваш пики Крымра канĕ
Чăваш пики тесен куç умне сăпайлă та ăслă, çаврăнăçуллă та хÿхĕм хĕр тухса тăрать. Чăваш хĕр-упраçĕ ĕлĕкренпех ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Çакăн пек шухăшсемпе Шупашкарти филармони алăкне уçрăм. Чăвашлăх шăрши кĕрет кунта. Каçал тăрăхĕнчен килнĕ фольклор ушкăнĕ зала юрă-ташăпа тултарчĕ. «Чăваш пики» конкурса пĕлтĕр республикăри 16 чиперкке хутшăннă. Кăçал вара - 18 пике. Чĕмпĕр облаçĕнчи тата Тутар Республикинчи хĕрсем те хăйсен ăсталăхне кăтартма хапăл тунă.
Кашниех пултаруллă
Пилĕк тапхăр витĕр тухасси çăмăл мар. Малтанах пикесем хăйсемпе паллаштарчĕç. Елчĕк районĕнчен килнĕ Диана Соснова 11-мĕш класра кăна вĕренет, хăй чăваш пулнăшăн савăнать. Сăмах май, пĕлтĕр «Чăваш пики» конкурса Елчĕксем, Каçалсемпе Шăмăршăсем хутшăнманччĕ. Кăçал Шăмăршă тăрăхĕнчи чиперкке çеç курăнмарĕ. Йĕпреç районĕнчи Анжела Анисимова журналист пулма ĕмĕтленет, вăл çак ăсталăха Мускаври Раççей патшалăх социаллă университетĕнче куçăн мар майпа алла илет. «Пин-пин юрă çĕршывĕнче пултаруллă пулмасăр май та çук», - терĕ Анжела. Каланă сăмахĕсене пултарулăх конкурсĕнче çирĕплетрĕ вăл - икĕ тусĕпе пĕрле юрă шăрантарчĕ. Трио сасси, паллах, илемлĕ янăрарĕ, анчах Анжела хăй жюри членĕсене мĕнпе тĕлĕнтерме пултарать? Малалла вулас...