Комментари хушас

17 Раштав, 2015

Хăрах алăпа нуски те çыхать, шыв та йăтать

«Çăм арлаймастăп, чĕнтĕр çыхаймастăп», - терĕ хăнасене тарават кĕтсе илме пĕлекен Валентина Бурмистрова. Кĕнчеле те тытса ларĕччĕ вăл, çекĕлпе чĕнтĕрлĕ салфетка та çыхĕччĕ - ку ĕçсене тума пĕлет Валентина Моисеевна. Анчах… Хăрах алăллă вăл. 52 çул çапла пурăнать. Куншăн нихăçан та ÿпкелешмен. Шăпи çапла килсе тухнă - чăтнă, хăнăхнă та малалла пурăннă. Пĕр алăсăр юлсан чун тĕпренчĕкне юратни каялла чакма паман ăна.

"Ял-йыша култарман…"

Шăпа Валентина Бурмистровăн чăтăмлăхне мĕн çуралнăранпах тĕрĕсленĕ тейĕн. Вăл Аслă Елчĕк ялĕнче 1941 çулхи нарăс уйăхĕнче, вăрçă Çĕр чăмăрне кисретме тытăниччен кăшт маларах, çуралнă. Валентина çут тĕнчене килнĕренпе 11 кун иртсен ашшĕ аякка ĕçлеме кайнă. Тек курайман вăл тĕпренчĕкĕсене - нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕрсен киле таврăнмасăрах вăрçа тухса кайнă. Арăмĕ йывăрлăхпа куçа-куçăн виçĕ ачипе юлнă: асли - 12-ре, вăталăххи - 5 çулта, кĕçĕнни Валя виçĕ уйăхра кăна-ха… Виçĕ ача ашшĕ хăçан тата хăш хула çывăхĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнине никам та пĕлмест. Вăл вилнине ĕнентерекен документ пулманран çемье пенси те илеймен.

Вăрçă вĕçленсен çемье майĕпен-хуллен сывлăш çавăрса янă. Кĕçех Валентина та хĕр пĕвне кĕнĕ.

Владимир Ильич ял çинче шухă пулнă, унран хĕр-упраç хăранă. Валя çеç каччăран шикленмен. Икĕ çамрăк чун фермăра ĕçленĕ чухне паллашнă та çулталăкран çемье чăмăртанă. Венчет çĕрри тăхăннă чухне Валентина Моисеевна 20 çулта кăна пулнă.

- Ун пирки усал тетчĕç пулин те эпир çынна култармалла пурăнман. Хĕнемен, кăвак куçпа нихăçан та çÿремен эпĕ. 24 çул пĕрле пурăнтăмăр, - кун-çулĕпе паллаштарчĕ Валентина Моисеевна. Бурмистровсен кĕçех ывăл çуралнă.

Курăк авăртнă чухне…

Çемьене инкек пырса шакканă чухне Илюш 9 уйăхра кăна пулнă. 1963 çулхи çуркунне. Урамра пылчăк çăрăлнă. Çав кун Валентина Моисеевна яланхи пекех фермăна ĕçе кайнă. Сыснасем валли курăк авăртнă чухне хăй те сисмен - машина сылтăм аллине чавсаран кăшт аяларах çавăрттарса кĕрсе кайнă… Мĕнле пулса тухнă ку? Хăй нимĕн те ас тумасть. Анчах çав куна куç умне кăларсан вăл халĕ пĕтĕм кĕлеткипе каялла туртăнса илет. Ун чухне темле майпа пăрăнса ĕлкĕреймен çамрăк хĕрарăм.

Валентина Бурмистровăн татăк аллинчен юн юхма тытăннă. Ферма заведующийĕ Толя ăна часрах урапа çине хунă та Елчĕк больницине тÿррĕн çулпа вĕçтернĕ. Нумаях та кайман вĕсем - лаша урапи-качки пылчăк ăшне путса ларнă. Çав вăхăтра тăнне çухатнă Валентина Моисеевна вăраннă. «Коля, малалла каяймастпăр-и? Апла яла кайса урăх лаша илсе кил. Пĕтетпĕр кун пек…» - тенĕ юн нумай çухатнă çамрăк хĕрарăм. Ун чухне Толя майне пĕлмен-ши е çухалса кайнă-ши - Вальăн аллине пĕр татăкпа жгут пек çавăрса çыхма та тавçăрайман. Юн сăрхăннă та сăрхăннă… Толя ялалла чупнă. Кăштахран ун хыççăн арçынсемпе хĕрарăмсем васкаса çитнĕ. Пылчăка путнă урапана туртса кăларнă вĕсем.

Валентина Моисеевна больницăра выртнă чухне 9 уйăхри Илюша, кăкăр ачине, ялти пĕр хĕрарăм ĕмĕртнĕ. Суранĕ йывăр пулсан та Валентина Моисеевна икĕ эрнеренех киле таврăннă. Иккĕленсе тăнă вăл: ăçта каймалла? Татăк, хăрах алăллă хĕрарăма курсан мĕн калĕç? Аван мар-çке. Амăшĕн килне таврăнас - унта пиччĕшĕ çемйипе тĕпленнĕ. Качча кайсан пурăннă çĕре, хунямăшĕ патне, таврăнас - темле пек, пырса кĕме йывăр… Упăшкине «Хăрах алăллă арăмпа мĕнле пурăнăн?» текен те тупăннă тата. «Хам пуçа кирпĕч çине хурса çывăрсан та ачан ашшĕ çумĕнче, çăкăрпа ÿсмелле», - çапла шухăшланă та çамрăк арăм шăла çыртса хунямăшĕн килнех таврăннă. Мăшăр пĕр хушă пĕр-пĕрне ăнланми пулнă, çапах уйрăласси патне нихăçан та çитмен. Вăхăт иртнĕçемĕн чиперех пурăнса кайнă вĕсем. Фермăри инкек хыççăн çулталăк та иртмен - 1964 çулхи нарăс уйăхĕнче Бурмистровсен иккĕмĕш ывăл çуралнă. Унтан çемьере тепĕр виçĕ ача сасси янăрама тытăннă. Валентина Моисеевна хунямăшĕпе 31 çул пурăннă. Ватă хĕрарăм ăна мĕн пур ачине пăхма, ÿстерме пулăшнă. Больницăран таврăннă хыççăн çамрăк кин алсиш-нуски те çыхайман-çке. Хунямăшĕ пулăшнă.

Валентина Бурмистрова хăрах алăпа юлсан икĕ çул ĕçлемен. Çынпа тан тар тăкайманшăн куляннă вăл. Ял çинче усал çăвар та тупăнать-çке. Сивĕ сăмах пĕрре çеç илтме тÿр килнĕ-и унăн? 1965 çулхи кĕркунне уй-хирте пахча çимĕç пухса кĕртме тытăннă. Пилĕк ача амăшĕ килте лăпкă ларайман. «Икĕ кун ĕçе тухнишĕн 1 кун çырса панипе те çырлахăп», - тенĕ вăл бригадира. Шăп çав çул тÿпе уйăрса пама тытăннă. Валентина Моисеевнăшăн ку меллĕ - хăйĕн пайĕпе хăй хуçа. Йывăр пулсан та çынпа тан ĕлкĕрсе пынă. Икĕ ачи кăшт çитĕнсе вăй илсен амăшĕнчен юлман - ирех тăрса хире пĕрле васканă. Илюшпа Витя салтака кайиччен ирхине 6 сехетчен нихăçан та çывăрса курман, амăшĕпе пĕрле 4-рах вăраннă. Малтан - хире, унтан фермăна чупнă шăпăрлансем. Сусăрлансан Валентина Моисеевнăн ĕçлес шанчăкĕ сÿннĕ. «Хаçат вула», - лăплантарса сĕнÿ панă больницăра. Анчах ăна вуласан хырăм тăранать-им? Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çынран юлмасăр ĕçленĕ вăл.

Пăру та, чăх та пăхнă

Илюшпа Витя самай çитĕнсен, лаша кÿлме вĕренсен Валентина Моисеевна чăх фермине вырнаçнă, унтан пăру пăхнă. Чăх ферми теме кăна çăмăл. Анчах ĕçĕ пăру пăхассинчен те йывăртарах. Витере - 1 пине яхăн чăх. Çĕр урая таса тытмалла, нÿретме юрамасть, унсăрăн чăх ури йĕпенет те çăмарта вараланать. Икĕ алăллисемшĕн çăмăл пулĕ те, анчах Валентина Моисеевнăшăн ăна тасатасси - чĕр нуша. Витене тирпейлĕ тытас тесе вăл урайне йĕтем хырнă пек кунне икĕ хут тасатнă, Илюшпа Витя каяша витрепе йăтнă. Урай ан варалантăр тесе кĕл сапнă. Ăна вара ывăлĕсем лаша кÿлсе ял тăрăх пуçтарса çÿренĕ. Амăшĕ пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕскерсене хĕрхеннĕ. Кусем çывăрччăр тесе хăш чухне ирех тăратма хăяйман, анчах хăй фермăна çитсе тума улăштарнă çĕре ачасем тĕпĕртетсе те çитнĕ. Хунямăшĕ кинне хĕрхеннĕ, пулăшчăр тесе ачасене вăратнă.

Валентина Моисеевна ĕçте-шĕсене халĕ чи çывăх тус вырăнне хурать. Вĕсем ăна йывăрлăхра пăрахман, пулăшса пынă.

- «Ялта Валя аппа мухтанса каласа кăтартнă», - тейĕç ĕнтĕ, - пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ. Сăпайлă вăл. Валя аппа хăрах алăпа алсиш-чăлха çыхнине те ĕненме çук пек… Анчах хамăр куçпа куртăмăр. Хăнана пынă чухне вăл чÿрече умĕнче нуски çыхатчĕ. Ку ĕçе фермăра пăру пăхнă чухнех вĕреннĕ. Ахаль, ĕçсĕр, ларасран. Хăйне евĕр меслет шыраса тупнă: татăк аллине çыхнă алса тăхăнтартать, ун çине йĕппе унталла-кунталла тирсе çирĕплетет - пулчĕ те. Пĕр нуские кун каçа ним мар çыхса пĕтерет вăл.

Кашни ĕçĕшĕн савăнать

Ĕлĕк пурнăç тата йывăртарах пулнине аслисем час-часах аса илеççĕ. Паян ав пÿрте шыв кĕрет, газ пур… Валентина Моисеевна калашле, халĕ 100 мар, 200 çул пурăнмалла. Валя аппа фермăра тар тăкнă чухне ял çыннисем сарпинкке тĕртсе Тутара кайса сутнă та укçа ĕçлесе илнĕ. Валентина Бурмистрова вара хăрах алăпа ку ĕçе пурнăçлайман. Хăйĕн валли тупăш кÿрекен урăх ĕç тупнă вăл: чÿрече карри шăтăклама тытăннă. Ялта хĕр качча кайма хатĕрленсен унран пулăшу ыйтнă. Туй тĕлне ĕлкĕрес тесе çур çĕр иртни 2 сехетре тăрса çĕвĕ машини умне ларни пĕрре кăна пулнă-и? Унтан ирхи 4-ра фермăна тухса утнă. Валентина Моисеевна çынсем пек банка хумалăх укçа ĕçлесе илеймен пулин те çемйине выçă лартман, ачисене çĕтĕк çÿретмен. «Ача çуратса тултарнă та пăхмалла. Ачашланма май пулман», - шухăшланă вăл.

1985 çулта Бурмистровсем патне каллех инкек çитнĕ. Валя аппан мăшăрне машина вилмеллех çапса хăварнă. Владимир Ильича юлашки çула ăсатнă чухне кĕçĕнни 8-та кăна пулнă. Асли Илюш шăпах хĕр çураçнă. Ашшĕн те туй кĕрекинче лармаллаччĕ те… Мăшăрĕн 40 кунĕ иртсен Валя аппа киле кин кĕртнĕ. Упăшкине кам çапса хăварнине пĕлсен те тăлăх арăм айăплине явап тыттарас тесе милици тăрăх çÿремен. «Мăшăр пĕрех чĕрĕлсе тăрас çук. Капла ачасен çулне пÿлем мар», - тенĕ вăл ăшĕнче.

Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ çул Валентина Моисеевна почтальонкăна вырнаçнă, унта тивĕçлĕ канăва тухсан тата ултă çул ĕçленĕ. Хаçат, пенси валеçнĕ чухне çырмалли те тупăнать. Сусăра тухиччен сылтăм алăпа ручка тытнăскер сулахаййипе çырма хăнăхнă. Шăпа Валя аппан чăтăмлăхне самай тĕрĕсленĕ пулин те вăл нихăçан та хурланнине çынна кăтартман. Пĕррехинче армана тырă авăртма кайнă. Арманçă шарт та пат касса татнă: «Валя, эс сĕм ухмах. Аллу çук, упăшку çук - çынпа йăл кулса калаçан. Сан вырăнта шухăшлама пĕлекен çын пулсан куçне те уçаймасть». «И-и-и, - тенĕ хĕрарăм. - Хăрах алăпа çăнăх авăртса таврăнăп - савăнăп». Çапла, Валя аппа хăй тума пултарнă кашни ĕçшĕн хĕпĕртет. Хăрах алăпа шыв ăсса кĕрет-и, урай çуса тухать-и, лавккаран çăкăр илсе таврăнать-и - савăнать. Тепĕр тесен, икĕ алăллисем те, наяннисем, ун чухлĕ ĕçлеес çук. Валя аппа пĕр витре шыв мар, иккĕ те йăтма пултарать ?пĕрне татăк алли çине çакать, теприне сулахаййипе йăтать?. Çĕр улмине хуппинчен тасатасси - юратнă ĕçĕсенчен пĕри. Ку таранччен ĕне те пĕр алăпа суса пурăннă вăл, ăна пĕлтĕр кăна сутнă. Халĕ качака тытаççĕ.

Валя аппа хăрах алăпа пурăнмашкăн хăнăхма йывăр пулнине пытармарĕ. Малтан халăх умне тухма аванмарланнă. Ĕçкĕ-çикĕре хăрах алăпа сĕтел хушшине ларма та лайăхмарланнă вăл. Халĕ ку туйăм сĕвĕрĕлнĕ ĕнтĕ. Ялта ăна хисеплеççĕ. Валя аппа кăçал 74 çул тултарнă. Ÿсĕмне кура мар вăр-вар вăл. Сăмах хушса та ĕлкĕреймерĕмĕр - сĕтел çине çăкăр касса хучĕ, вĕри апат лартрĕ. Ырă чунлă чăвашăн йăли çапла - хăнана сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямасть…

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.