Archive - 5 Чÿк, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

5 Чÿк, 2015

Спортра та, пурнăçра та малта

«Тĕллеве пурнăçлас тесен чăтăмлăхпа тăрăшулăх кирлĕ», - тет вунпĕрмĕш класра вĕренекен Аня Гаврилова сăпайлăн. Шкул чысне ăмăртусенче, конкурс-олимпиадăра хÿтĕлесе çÿле çĕклекенскер кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендиатки пулса тăнă.

5 Чÿк, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 44 (6085) №. 5.11.2015

5 Чÿк, 2015

Ялти яшсемпе хĕрсене пĕр тĕвве пухать

Хамăр хушăри пултаруллă çамрăксем çинчен хаçат вулаканĕсене куллен каласа кăтартас килет. Вĕсене курса ыттисем те тăван тăрăхшăн тăрăшчăр, халăхшăн пархатарлă ĕçсем туса хăйсем те аталанччăр.

5 Чÿк, 2015

Уроксене вăйă евĕр ирттерсе ачасене кăсăклантарать

Елчĕк районĕнчи Тăрăм тĕп шкулĕнче 70-е яхăн ача вĕренет. Вĕсене пĕлÿ тĕнчинче 10 учитель ертсе çÿрет. Вĕрентекенсенчен чи çамрăкки - 30 çулти Алексей Тихонов - шкулта 4 çула яхăн ĕçлет.

5 Чÿк, 2015

“Тăван халăхăмран ниепле те уйрăлаймарăм”

"Кушар", "Айтар", "Элкей таврашĕ" тата ытти вун-вун произведени авторĕ Петр Осипов РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина наукисен кандидачĕ, Чăваш АССРĕн сывлăх сыхлав министрĕ /1948/ пулни хăшне-пĕрне тĕлĕнтерет те ахăртнех.

5 Чÿк, 2015

Тухтăр дипломне илсен те сцена ытларах илĕртнĕ

Чăваш эстрадин тĕнчинче хăйĕн çулне шыракан кашни пиллĕкмĕш юрăç Елчĕк тăрăхĕнчен пулнинчен тахçанах тĕлĕнме пăрахрăм ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен Патреккел шкулĕнче музыка вĕрентекен пысăк чунлă Геннадий Борисов ачасене тăван халăх юррине юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарать.

5 Чÿк, 2015

Вĕсен ашшĕсем вăрçăран таврăнайман

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пин-пин çемьене кил хуçисĕр тăратса хăварнă - тăлăх арăмсенчен нумайăшĕ сак тулли ачи-пăчине хăйсемех ÿстерсе çын тунă. Куславкка районĕнчи Çĕньялта пурăнакан Лидия Васильевăпа Кутемерте кун кунласа çĕр çĕрлекен Нина Козловскаяна пĕр шăпа пĕрлештерет - вĕсен иккĕшĕн те ашшĕсем юнлă çапăçу хирĕнче выртса юлнă.

Канфет патне тесе тухса кайнă та

5 Чÿк, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

Эпĕ - София Иванова, 16 çулта. Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ăс пухатăп. Гороскоппа - Пулă.