Спортра та, пурнăçра та малта
«Тĕллеве пурнăçлас тесен чăтăмлăхпа тăрăшулăх кирлĕ», - тет вунпĕрмĕш класра вĕренекен Аня Гаврилова сăпайлăн. Шкул чысне ăмăртусенче, конкурс-олимпиадăра хÿтĕлесе çÿле çĕклекенскер кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендиатки пулса тăнă. Çак çăмăллăха тĕрлĕ çĕрте пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă çамрăксем çеç тивĕçеççĕ. Аня вара пур çĕрте хастар.
Кĕнеке-журнал вулама кăмăллаканскер сăвăсем çырма ăста, çак енĕпе тĕрлĕ конкурса та хутшăнмасăр юлмасть. Ăслăлăх конференцийĕсемпе тĕпчев ĕçĕсенче те вăл çивĕч ăсĕпе палăрать. Унăн пултарулăхĕ иксĕлми.
- Аня пирĕн шкул чысĕ те мăнаçлăхĕ. Питĕ тăрăшуллă вăл. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе килет, общес-твăллă ĕçсенче те хастар, - мухтаççĕ стипендиаткăна вĕрентекенсем.
Маттурскер хăйне тĕрлĕ çĕрте тĕрĕслесе пăхма шут тытнă тейĕн. Ара, вăл спортпа та туслă-çке, унта курăмлă çитĕнÿсем тума ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çиччĕмĕш класран пуçласа кире пуканĕ йăтассипе, каярахпа армспортпа кăсăкланма тытăннă. Паянхи кун Аня - армспорт енĕпе ЧР тата Атăлçи федераллă округĕн чемпионĕ. Чылай ăмăртăва хутшăнса ăсталăхне çирĕплетсе панă вăл.
Кашни спортсменăн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ, асра юлмалли тупăшу пурах. Аньăшăн вара кăçал Болгарире армреслинг енĕпе иртнĕ Европа Чемпионачĕ пулнă. Унтан вăл сулахай аллипе вăй виçсе 2-мĕш, сылтăммипе - 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Тăван ене икĕ медальпе тата дипломпа таврăннă. Ку чăнах та пысăк çитĕнÿ!
Çамрăк спортсменка мĕншĕн хĕрачасемшĕн хăйне евĕрлĕ çак спорт тĕсне суйласа илни питех те интереслентерчĕ. Кире пуканĕ йăтассипе кăсăкланаканскере пĕррехинче алă вăйĕ виçессипе район ăмăртăвне яраççĕ те унтан вăл çĕнтерÿпе таврăнать. Хавхалану çунатлантарни те, армспорт кăмăла кайнине туйса илни те хăйне çак спорт тĕсĕпе туслашма хистенине хăпартланса аса илет пике. Малтанхи вăхăтра ятарлă тренер пулмасан та тупăшусене пурпĕрех пĕр сиктермесĕр çÿренĕ. Халĕ вăл каникулсемпе канмалли кунсенче Шупашкарта Алексей Леонидович Атласкин тренер патĕнче маçтăрлăхне ÿстерет.
Хĕр-упраç çакăн пек тăрăшуллă пулнинче ашшĕпе амăшĕн тÿпи пысăк. Шăпах вĕсенчен Аня тĕслĕх илет те ĕнтĕ. Çывăх çыннисен хавхалантаракан сăмахĕсем, сĕнÿ-канашпа пулăшни нимрен паха уншăн. Ку вара спортра çеç мар, пурнăçра та çĕнтерÿçĕ пулма çунатлантарать.
Нина ЦАРЫГИНА.
Елчĕк районĕ,
Елчĕк шкулĕ.