- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕсен ашшĕсем вăрçăран таврăнайман
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пин-пин çемьене кил хуçисĕр тăратса хăварнă - тăлăх арăмсенчен нумайăшĕ сак тулли ачи-пăчине хăйсемех ÿстерсе çын тунă. Куславкка районĕнчи Çĕньялта пурăнакан Лидия Васильевăпа Кутемерте кун кунласа çĕр çĕрлекен Нина Козловскаяна пĕр шăпа пĕрлештерет - вĕсен иккĕшĕн те ашшĕсем юнлă çапăçу хирĕнче выртса юлнă.
Канфет патне тесе тухса кайнă та
- 1941 çулхине хĕле кĕрсен аттене фронта илсе кайрĕç. Вăл ăçта çул тытнине пĕлмен-ха эпир. Пире, аслăрах ачисене, сĕтел тавра пуçтарчĕ те: "Явкассем /пепкисене темшĕн çапла чĕннĕ вăл/, сирĕн валли канфет илсе килетĕп", - терĕ, пурне те пуçран лăпкаса тухса кайрĕ. Чи кĕçĕнни, пĕр эрнери йăмăкăм Вера, сăпкара выртса юлчĕ. Каярахпа кăна, анне каласа кăтартсан, атте нимĕçсемпе çапăçнине пĕлтĕмĕр, - ассăн сывларĕ Вăрмар районĕнчи Вăтакасра çуралса ÿснĕ Лидия Васильевна.
Унăн ашшĕ Василий Федотов кăçатă ăсти пулнă, ăна ял-ял тăрăх йăваласа çÿренĕ. Кил хуçи хăйне вăрçа илсе каяс кунхине кăна таврăннă, тĕпренчĕкĕсем валли кутамккинчен канфет кăларса хунă - вăл вăхăтра камах çисе курайнă-ши пылак çак çимĕçе? Малалла вулас...
Комментари хушас