“Чăвашсен тараватлăхĕ кăмăла çĕклерĕ”
Çапла палăртрĕç Шупашкара Германирен икĕ эрнелĕхе килнĕ студентсем пĕр саслăн. Вунă çынран тăракан ушкăн Чăваш Енри «Çут çанталăк ландшавчĕсен геоэкологи тĕпчевĕсем» тата «Тĕрĕк тĕнчи: чăваш чĕлхипе культури» çуллахи лагерьсенче ăсталăха туптанă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ чикĕ леш енчи аслă шкулсемпе тахçантанпах çыхăну тытать.