Archive - Нарăс 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

февраль 21st

21 Нарăс, 2014

Хĕр чухне хатĕрленĕ тупрана упăшки чĕртсе çунтарнă

«Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар», - тенĕ ĕлĕкрен. Çапла каланине илтсен «тĕнчере миçе çын - çавăн чухлĕ шăпа» тени те аса килет. Пĕрисен кун-çулĕ таса уй-хирпе утнă пекех иртет, теприсен вара тарăн çырмара выртакан ишĕлнĕ кĕпер пайĕсем çийĕн çыранăн тепĕр енне каçмашкăн та май аран-аран тупăнать.

21 Нарăс, 2014

Кĕреке сĕтелĕ - юмах тĕнчи

«Çыннăн вăрăм пурнăçĕ чи малтанах çирĕп сывлăхран килет. Паллах, йăх çыхăнăвне те, сывă пурнăç йĕркине епле пăхăннине те, апатлану культурине те шута илмелле. Çакна ача сачĕсенчен, шкулсенчен пуçламалла, студент вăхăтĕнче те пăрахăçламалла мар. Эпир ĕçчен халăхпа, ял хуçалăх продукцийĕпе пуян.

21 Нарăс, 2014

Теплицăра ÿстермелли томат калчи

Ăна валли калчана пикировка туса ÿстермелле

Вăрлăх акмалли вăхăта еплерех палăртмалла-ха. Ăна калча хăш вăхăтра аталаннине тата яланхи вырăна хăçан куçарса лартмаллине шута илсе палăртаççĕ. Яланхи вырăна лартмашкăн помидор калчисем - 50-60, пăрăç - 60, баклажан 60-65 кунран хатĕр пулаççĕ. Енчен те нарăс /февраль/ вĕçĕнче акатăр тăк ака /апрель/ уйăхĕн вĕçнелле калчана теплицăна куçарса лартма юрать. Çав вăхăтра теплицăна хутса ăшăтма май килмест тĕк вăрăсене каярахри вăхăтра акăр.

февраль 20th

20 Нарăс, 2014

ТĔПЛĔ ТĔРĔСЛЕННĔ ХЫÇÇĂН

Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕнчи Бишкаинра пурăнакан Е.Тимофеева ыйтăвĕсене хуравлатпăр.

Елена Николаевна, «Сывлăх» хаçатра сирĕнни пек чирсенчен сипленме пулăшакан халăх мелĕсемпе кашни номерте тенĕ пекех паллаштаратпăр. Малалла та çырăпăр. Тимлĕрех вуласан хăвăра кирлине тупма пултаратăр. Халăх мелĕсемпе хушма сиплевре усă курнине те манас марччĕ. Тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçламаллах. Тата сывлăха тĕплĕ тĕрĕслесе диагноза палăртнă хыççăн кăна вăл е ку рецепта суйласа илме юрать.

20 Нарăс, 2014

АЧАСЕМ ТЕ, ÇИТĔННИСЕМ ТЕ КĂМĂЛЛАÇÇĔ

Пылаксем - пастила, зефир, мармелад - ачасене те, çитĕннĕ çынсене те сиен кÿмеççĕ. Вĕсем сахал калориллĕ пулнă май кĕлетке виçи ÿсес хăрушлăх çук.

Пастила

февраль 19th

19 Нарăс, 2014

"Сывлăх" /Здоровье/, / 7 /772/, 20. 02. 2014

  • Если страдаете варикозом.
  • От артроза - ростки картофеля.
  • Ячмень лечат лекарственные растения.
  • Мармелад любят и дети, и взрослые.
  • Чай из шалфея.
  • Под пупок кладите клубок ниток.
  • При гипертонии поможет компресс из ржаного теста.
  • Грейпфрут снижает уровень плохого холестерина.
  • Сырое яйцо борется с болезнями. форум
  • При колите надо правильно питаться.
  • Цитрусы благоприятно влияют на работу сердца и сосудов.
  • Если глаза покраснели, чешутся.

19 Нарăс, 2014

"Сывлăх", 7 /772//, 20. 02. 2014

  • Юн тымарĕсем сарăлсан.
  • Артрозран - çĕр улми çеçкипе.
  • Урпа тухсан эмел курăкĕсем паха.
  • Мармелада ачасем те, çитĕннисем те кăмăллаççĕ.
  • Хаяр ути чейĕ.
  • о Кăвапа тĕлне - çăмха.
  • Ĕнсе çине ыраш чусти хумалла.
  • Холестерина грейпфрут чакарать.
  • Чĕрĕ çăмарта тĕрлĕ чирпе кĕрешме пулăшать.
  • Колит чухне апатланăва тĕрĕс йĕркелемелле.
  • Чĕрепе юн тымарĕсене цитрус ырă витĕм кÿрет.
  • Куç хĕрелсен, кĕçĕтсен.
  • Пулă çăвне кирлĕ виçерен ытларах ĕçмелле мар.
  • Сыпă сурать, утма памасть.

Pages