Хĕр чухне хатĕрленĕ тупрана упăшки чĕртсе çунтарнă
«Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар», - тенĕ ĕлĕкрен. Çапла каланине илтсен «тĕнчере миçе çын - çавăн чухлĕ шăпа» тени те аса килет. Пĕрисен кун-çулĕ таса уй-хирпе утнă пекех иртет, теприсен вара тарăн çырмара выртакан ишĕлнĕ кĕпер пайĕсем çийĕн çыранăн тепĕр енне каçмашкăн та май аран-аран тупăнать. «Эх, каласа кăтартмалли темĕн чухлех. Иртнĕ кунсем аса килнĕрен хăш-пĕр чухне çĕрĕпе те куç хупаймастăп. Вĕсене сирес тесе ырри çинчен шухăшлатăп», - терĕ Комсомольскинче пурăнакан Анисия Владимирова. 80 çула çывхараканскер асран тухман кунсем çинчен ассăн сывла-сывла, вăхăтăн-вăхăтăн шухăша путса, куççульленсе каласа кăтартрĕ.
Ашшĕ панă ят
Униççе аппа Аслă Чурачăкра хресчен çемйинче çурафуртра кун кунлама тивнĕ. Мăшăр йыш хушнă. Малтан Анисия, унтан Алексейпа Римма çут тĕнчене килнĕ.
Ахаль те тĕксĕм пурнăçа вăрçă тата йывăрлатнă. Александр та çапăçу хирне тухса кайнă. Шел, ирсĕр тăшмана хирĕç тăнăскер каялла таврăнайман. Кил хуçине çара ăсатсан çемьене кулаксен йышне кĕртсе килĕнчи япаласене, выльăх-чĕрлĕхе пуçтарса тухса кайнă.
- Аттерен асăнмалăх пĕртен пĕр сăн ÿкерчĕк юлнă. Ăна тăвансем патĕнче тупрăм, кăшт пысăклатса, çутатса çĕнĕрен кăларттартăм. Аннен пĕр сăн ÿкерчĕк те юлман. Халĕ эпĕ пĕччен мар, манăн атте пур, - тесе чуп турĕ Униççе аппа сăн ÿкерчĕкри салтак тумне тăхăннă яша. - Манăн ята атте суйланă. Вăл аннепе канашласа Униççе ят хуни пирки асанне каласа кăтартнăччĕ. Çакăншăн та шутсăр савăнатăп.
Ефремовсем нуши-тертне, чылай çемье пекех, сахал мар ас тивнĕ. Униççе ача пуçăн Вутлана вăрман касма пилĕк çул çÿренĕ. Ку ĕçе шăллĕне те явăçтарнă.
- Анне ал лаппи пысăкăш икерчĕ пĕçерсе парса яратчĕ. Эпир ăна кăшт кайсанах çисе яраттăмăр. Кун каçипе ĕçлесе выçă хырăмпа каялла таврăнма эпир, ача-пăча, вăй-хал епле çитернĕ-ши? Анне мăянран çăкăр-икерчĕ пĕçеретчĕ, - ачалăхпа вăхăтсăрах сыв пуллашнă çулсене аса илчĕ Анисия Александровна.
Анчах амăшĕн хÿттинче пурăннă виçĕ ачан пурнăçĕ тата йывăрланнă - хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă. 13-ри Униççе шăллĕпе йăмăкĕшĕн ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнче юлнă. Кивĕ çурт çаплах юхăннă. Тупăкра выртакана илсе тухнă хыççăнах урай хăмисем йăтăнса аннă...
Маларах пĕлнĕ пулсан...
Çитĕннĕ хĕрĕн качча каймалла - йĕрки çапла. Униççе кун пирки нихăçан та шухăшламан, хăйне яланах çирĕп тытнă. Полукирере унăн куккăшĕ çемйипе тĕпленнĕ. Вăрманта сухăр юхтарнăскерсем ытлă-çитлĕрех пурăннă. Хĕр унта та ĕçлеме çÿренĕ. Çавăнта ăна Ишлĕ каччи асăрханă, ун çинчен ыйтса пĕлнĕ. Çавскер пĕррехинче, Çăварни эрнинче, Униççене вăрласа кĕнĕ, çак утăма тума хĕр тăванĕсенчен пĕри пулăшнă. Анчах пикене мĕнле алла тыттарса янине вăл маларах пĕлнĕ пулсан...
Çĕнĕ вырăнта виççĕн - мăшăр, упăшкин амăшĕ - пурăнма пуçланă. Анчах унти кунсем Анисия Александровнăшăн чĕр тамăкпа пĕрех пулнă. Хĕр чухне хатĕрленĕ пысăк тупрана - çи-пуçа, тĕрленĕ ал шăллисене, тĕртнĕ пире тата нумай ытти япалана - арçын кăмакара çунтарнă. Пÿртри сĕтел-пукана та, арăмĕн арчине те, сăпкана та кăмрăкпа танлаштарнă. Ватă хĕрарăм çеç кинне хĕрхеннĕ. Униççе аппа епле те пулсан чĕрĕ юласси пирки кăна шухăшланă, мĕншĕн тесен пуçтахшăн пурлăх та, çын пурнăçĕ те çÿп-çап вырăнĕнче кăна пулнă. Вăл ывăл парнеленĕ арăмне те хĕрхенмен, ун çине тăтăшах алă çĕкленĕ. Чунсăр этемшĕн ача та ача пулман - хăйĕн тĕпренчĕкĕсене шеллемесĕр кăмака çине пĕрре мар ывăтнă.
Пĕррехинче кăкăр ачиллĕ Униççене амăшĕн аппăшĕ хăйĕн патне вăрттăн илсе кайнă, анчах çакна пĕлнĕ Ишлĕ арĕ вĕсем патне çитнĕ. Упăшки юсанасса шанса тата «хĕрĕн качча кайнă çĕрте пурăнмалла» тенине, унпа чиркÿре венчете тăнине асра тытса Анисия каялла таврăннă.
Çын виллине çăхан тупать
Владимировсен çемйине тепĕр «ылтăн кайăк» вĕçсе килнĕ, çапах çакă та лару-тăрăва лайăх енне улăштарайман. Çуркунне çитмен-ха. Арçын арăмне унăн куккăшĕсем патне ирĕксĕрлесе илсе кайнă. Ватă хĕрарăм ялти кумана, шкулта вĕренекен Вальăна, кинне пĕрле илсе кайма сĕннĕ. Анчах усал шухăшлă мăшăрне çакă та чарайман. Çул çинче, вăрман хĕррине çитсен, арçын юр чакаланă, çавăнта арăмне кутăн чикнĕ те ывăниччен хĕненĕ. Çамрăк хĕрарăм ирсĕре ăçтан чарайтăр-ха?
Çитес çĕре çитнĕ-ха вĕсем. Униççе хăйне нимĕн пулман пекех тытнă. Кил хуçисемпе хăнасем тĕпелелле иртсен вăл сапаланнă вăрăм çÿçне тирпейлес тесе тутăра салтнă. Çамкаран çÿлерех алла шăрпăк пуçĕнчен те пысăкрах икĕ пыйтă лекнĕ. «Ăçта пыйтă - унта инкек. Тата мĕн курмалла-ши?» - пăшăрханса шухăшланă ахаль те чылай тертленнĕскер.
Инкек нумай кĕттермен. Çав çулхине çулла пĕр-икĕ кун çил-тăвăл алхаснă. Çумăр чарăнми çунă. Анасен вĕçĕнчи Пăла çырмин çыранне юхтарнă, шыв чакнă. Çав кунсем хыççăн пĕр ирхине Униççесенчен пĕр кил урлă пурăнакан çемьере инкек пулнă - упăшки арăмне икĕ тĕпренчĕкĕ умĕнче хĕнесе вĕлернĕ. Кăмакана çăкăр лартма хатĕрленнĕ Униççе мăшăрне йăпăртлăха унта каçса килесси пирки каланă. Арçын вара: «Кĕçех санăн та черет çитет!» - тесе кăшкăрнă. Арăмĕ таврăниччен вăл килтен тухса кайнă, урайĕнче 3 çула çитеймен Славикпа сакăр уйăхри Юрик ларса юлнă. Амăшĕ кăмака умĕнче тăрмашнă хушăра аслă ывăлĕ чÿречерен каçнине сиснĕ, анчах тÿрех ун патне тухайман.
Урамра хĕрарăм унталла-кунталла пăхсан та Славика курман. Инкек пулнине сиснĕ хĕрарăм ăшра пĕр вĕçĕмсĕр: «Ача шыва путнă», - тенĕ. Пăла çырмине аннă. Шыв хĕрринче - пĕчĕк ура йĕрĕсем. «Ача шыва путнă!» - каллех мĕлтлетнĕ шухăш. Униççе çыран хĕррипе ача урин йĕрĕпе утнă, шывра симĕс кĕпе курасса шаннăскер пĕр çухрăм ытла кайса колхоз кантурне çитнĕ. Унта шăпах лару пынă. Усал хыпара пĕлсен пĕтĕм ял ура çине тăнă, Славика шырама пуçланă.
Çынсем ушкăнăн-ушкăнăн пайланса ĕçленĕ. Виççĕмĕш кунхине Арçук хăтана пĕр хĕрарăм: «Çын виллине çăхан тупать», - тенĕ çывăхрах шырамаллине ăнлантарса. Çынсем Униççесенчен ултă-çичĕ кил урлă пулнă. Арçук йăмра тымарĕ çĕкленнипе унта хăйăр тулнă вырăна пăхнă. Ăна пĕрре сирнĕ, тепре... Арçын çÿçенсе илнĕ - алла ача çÿçĕ лекнĕ. Кĕçех пĕчĕк Славик виллине туртса кăларнă. Айăплисене те тупнă: 5-ри хĕр пĕрчипе 7-ри арçын ача. Вĕсем пĕчĕкскере çырмана илсе аннă. Славик шыв хĕрринче ура çунă чухне шăпăрлансенчен асли ăна тĕксе янă.
Анисийăн çав вăхăталла çие юлнă. Хĕрарăм хырăм пăрахнă. Кĕçех варта тепĕр чĕре тапнине сиснĕ нушаллăскер. Ăна упрайнăшăн Униççе аппа халĕ те турра тав тăвать.
Наркăмăш чиксе тухнă
«Ĕмĕр сакки сарлака, тем те курăн пурнăçра», - тесе ахальтен каламан. Анисия Александровнăн темĕн чухлĕ йывăрлăха парăнтарма, упăшкин мăшкăлне тÿсме тивнĕ. Арçын вăл лартнă мунчана та сутнă. Хĕрарăм ылханлă çав килтен мĕнле пулсан та тухса тармалли пирки шухăшланă. Меллĕ самант Мăн кун эрнинче тупăннă. Кил хуçи арăмне çи-пуç çума хăваланă. Униççе упăшкипе тепĕр арçынна эрех лартса панă, хăй япаласене хатĕрлесе, ачасене тумлантарса тухнă. Анисия Александровна 3-рен иртнĕ Юрикпе тата çулталăк çурра çывхаракан Светăпа ялтан вăрттăн тухса тарнă. Уй урлă Ульяновка вăрманне чупнă. Унтан тухсан Полукирене васканă. Йĕпе-сапана, çумăр çунине пăхмасăр икĕ ачана çавăтса тухнă хĕрарăм кĕсйине пĕчĕк кĕленчепе наркăмăш чиксе тухнă. Упăшки хăваласа çитсен чĕрĕ хăвармĕ, ун аллинчен вилес марччĕ тесе. «Арăм вилни арçыншăн чăпăркка аври хуçăлнă пек анчах», - теççĕ-çке.
Телее, куккăшĕпе инкĕшĕ патне çитнĕ вĕсем. Хĕрарăм савăннипе крыльца умĕнче выртса макăрнă, пÿрте кĕрсен те урайне ÿкнĕ, куççульне чарайман. Икĕ ача амăшĕ çав таранччен ăшра тытнине тăванĕсене пĕтĕмпех пĕлтернĕ. Инкĕшĕн икĕ пиччĕшĕ çемйисемпе Çĕпĕртен килнĕ. Вĕсем упăшкаллă «тăлăх» хĕрарăма хăйсемпе пĕрле илсе каяссине пĕлтернĕ. Инкĕшĕ Мăн кун эрнинче ямассине каланă. Пĕр уйăхран ăна икĕ ачипе Полукиререн Комсомольскине çити пуйăспа лартса янă. Униççе амăшĕн аппăшĕ унччен çĕре кĕнĕ. Мăшăрланман йăмăкĕ Ульяна кăна пурăннă. Унта та Униççене ырлăх кĕтмен. Тăванĕсен çурчĕ çунса кайнă. Тăваттăн мунчара пурăнма пуçланă. 60 çултан иртнĕ Ульяна аппа ачасене пăхнă. Тарса килнĕ хĕрарăм шкула тирпейлÿçе вырнаçнă. Пурнăç майĕпен майлашăннă. Пÿрт тума пура илнĕ. Мачча валли çуннă пÿртрен хăмасем юлнă. Таврарисем çак çемьене ура çине тăма май пур таран пулăшнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче шăллĕ Алексей çемйипе /унччен вăл Грузире виçĕ çул хĕсметре тăнă, килсен авланнă/ Çĕпĕре тухса кайнă, аппăшне те чĕннĕ. Униççе аппа та тĕпренчĕкĕсемпе инçе çула тухнă. Малтан Бурятие çитнĕ. Унта хĕрарăма çурт панă, хăй фермăра ĕне сăваканра ĕçлеме пуçланă. Унтан Эрĕнпура куçнă. Сăмах май, унта Униççен йăмăкĕ çемйипе пурăннă. Мăшăрне çухатнăскер Чăваша вăхăтлăха таврăннă, унтан тăватă ачипе Чĕмпĕрте тĕпленнĕ. Ефремовсен аслă хĕрĕ каярахпа Томска çитнĕ. Çав тăрăхра Униççе вăйлах чирленĕ.
- Больницăра чылай сипленме тиврĕ. Юрать, Çĕпĕрте ырă çынсем пулчĕç. Çавăнта тухса кайнăшăн хама темччен ятларăм. Тухтăрсем пирĕн тăрăхрисемпе çыхăну тытса мана Чăваш Ене килме ирĕк пачĕç. Пур-çук япаласене сутса каялла таврăнтăмăр, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Анисия Александровна.
“Ĕмĕрте икĕ пÿрт лартрăм”
Больницăсенче чылай сипленсен Униççе аппа каллех ĕçе пикеннĕ. Лавккасенче сутуçăра тăрăшнă, предприятисенче хуралçăра ĕçленĕ. Пурнăçа майлаштарас тесе Ульяновск облаçĕнчи пуян колхоза 17 çул ĕçлеме çÿренĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман вăл.
- Хам пурнăçра çак вырăнта икĕ пÿрт хăпартрăм, икĕ мунча лартрăм, вите-сарай туса картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрарăм, - пуплерĕ ватă çын хваттерти пек тирпейленĕ кил-çурта кăтартнă май. - Хам инçетре ĕçленĕ чухне çак çурта Света пăхса тăчĕ.
Халĕ Униççе аппа пĕччен пурăнмасть. Света мăшăрĕпе тата аслă ывăлĕпе пĕрле Мускава ĕçлеме çÿрет. Кĕçĕнни Максим çу уйăхĕнче 18 çул тултарать. Яш халĕ салтака кайма хатĕрленет. Ватă хĕрарăма тепĕр мăнукĕ те савăнтарать. Виктор 4-мĕш класра вĕренет. Ÿкерме юратаканскер Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулне çÿреме палăртать, асламăшĕ юрланине итлеме кăмăллать. Ăна Униççе аппа икĕ уйăхранпа пăхса ÿстерет. Викторшăн асламăшĕ тăван амăшĕ пекех. Ашшĕ Юрий пурнăçа йĕркесĕр ирттернĕрен ачана пăхаймасть. Асар-писерле пурăннăран амăшне правасăр хăварнă. Çав хĕрарăмран пĕрремĕш ачине те виçĕ эрнерен туртса илнĕ...
Чылайччен калаçрăмăр Униççе аппапа. Темĕн те курса-тÿссе ирттернĕ хĕрарăма ватă та тееймĕн: вăр-вар ĕçлет, шăкăл-шăкăл калаçать, Владимир Павлов ертсе пыракан «Каçал» халăх фольклор ансамбльне мĕн пуçарнăранпа çÿрет. Репетици вăхăтĕнче, сцена çине тухсан Униççе аппа пĕтĕм хуйха-суйха манать. Каçсерен те килте тунсăх пуссан, иртнĕ кунсем куç умне тухсан вĕсене сирме алла çекĕл тытса чĕнтĕрсем çыхать, юрăсем шăрантарать. Вăрçă çинчен ÿкернĕ кинофильмсене те вăл çур çĕр иртни 3-4 сехетченех пăхать. Анисия Александровна тăнăç пурнăçрах çынсем унта та кунта шăкăрин вилнĕшĕн пăшăрханать. Анчах Униççе аппа манаймасть иртнине. Манма май та çук...
Елена ТРОФИМОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.