ТĔПЛĔ ТĔРĔСЛЕННĔ ХЫÇÇĂН

20 Нарăс, 2014

Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕнчи Бишкаинра пурăнакан Е.Тимофеева ыйтăвĕсене хуравлатпăр.

Елена Николаевна, «Сывлăх» хаçатра сирĕнни пек чирсенчен сипленме пулăшакан халăх мелĕсемпе кашни номерте тенĕ пекех паллаштаратпăр. Малалла та çырăпăр. Тимлĕрех вуласан хăвăра кирлине тупма пултаратăр. Халăх мелĕсемпе хушма сиплевре усă курнине те манас марччĕ. Тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçламаллах. Тата сывлăха тĕплĕ тĕрĕслесе диагноза палăртнă хыççăн кăна вăл е ку рецепта суйласа илме юрать.

Сăмах май, аннĕрĕн уран аялти шăмми ыратни пирки пĕлтеретĕр. Мĕншĕнне палăртма больницăри тухтăрсемпе канашлăр. Çапах та пĕр рецептпа паллаштаратпăр. Вăл сыпă ыратнипе, шыçнипе кĕрешет.

Хăва, ăвăс е тирек йывăçĕсен хуппи кирлĕ. Вĕсенчен пĕрне суйлăр. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хуппа çур литр шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине лартмалла, 30 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат хăçан çинине уямасăр çуршар стакан ĕçмелле. Кăкăр хĕртнинчен апат соди юрамасть, вăл хырăмлăхшăн сиенлĕ. Ку ыйтупа та тухтăрпа канашламалла.

Лямблирен сипленмелли çакăн пек халăх меслечĕ пур. Теркăланă ыхрапа хĕрен тымарне пĕр виçепе илмелле. 50 грамм хутăша 0,5 литр шурă эрехе ямалла, пÿлĕмри тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла, кашни кун силле-силле илмелле. Сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Эсир çырнă тăрăх сирĕн уран мĕнле чирĕ пулни паллă мар: варикоз е урари юн тымарĕсен атеросклерозĕ? Çавăнпа пĕр рецепт кăна çырса кăтартатпăр. 1 апат кашăкĕ хăмлана вĕтетмелле, тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса шыв мунчинче 15 минут пиçĕхтермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Çак шĕвекре йĕпетнĕ марльăна урари венăсем çине те хураççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.