20 Нарăс, 2014
ЮН ТЫМАРĔСЕМ САРĂЛСАН
Юлашки çулсенче варикозпа, тромбофлебитпа чирлекенсен йышĕ чылай ÿснине асăнмалла. Çак чирсенчен хÿтĕленме тата сипленме хăш-пĕр йĕркене пăхăнмалла.
- Юн ан çăралтăр, лайăхрах куçтăр тесен ытларах утмалла, шĕвĕ апат, тĕрлĕ сĕткен, уйрăмах кишĕр сĕткенĕ, тĕрлĕ салат, çусăр пăтă усăллă.
- Çывăрма выртас умĕн апат çимелле мар, ку юн çăралассине ÿстерет.
- Сипленме чĕрĕ çĕр улмине теркăламалла та марля çине хурса ура тунисене чĕр куççи таранах чĕркесе çыхмалла, çиелтен целлофанпа витмелле, ăшă япалапа çирĕплетмелле. Кашни каç çывăрма выртас умĕн çак компреса хумалла.
- Сысна ăш çăвне /сетка евĕрлине/ 5:1 шайлашупа аптекăра сутакан ват шĕвекĕпе хутăштармалла. Маçпа венăсене сăтăрмалла мар, ăна ыратакан тĕле сĕрмелле кăна.
- Купăста çулçине шаккаса çемçетмелле, аял енне тип çу сĕрмелле те ыратакан тĕле хурса эластик бинтпа çыхмалла. Талăкĕпех çапла çÿремелле. Пĕр уйăх сипленмелле.
- Кавăнăн вăрринчен тасатнă чĕлкĕмлĕ çемçе ăшне /ытти чух ăна пăрахаççĕ/ сивĕтмĕшре упрамалла. Ыратакан тĕле хурса çыхмалла. Типсе пынă май кунне темиçе те çĕннипе улăштармалла. Малтанлăха ыраттарать - чăтмалла. Сиплев вăхăтне хăвăра мĕнле туйнине кура палăртма пултаратăр.
- 1 стакан пылпа вĕтĕ туранă 1 стакан сухана хутăштармалла. 3-4 кун - пÿртре, 10 кун сивĕтмĕшре лартмалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Хутăш пĕр сиплев курсĕ валли çитет. Кирлĕ пулсан тăхтав хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.