Теплицăра ÿстермелли томат калчи

21 Нарăс, 2014

Ăна валли калчана пикировка туса ÿстермелле

Вăрлăх акмалли вăхăта еплерех палăртмалла-ха. Ăна калча хăш вăхăтра аталаннине тата яланхи вырăна хăçан куçарса лартмаллине шута илсе палăртаççĕ. Яланхи вырăна лартмашкăн помидор калчисем - 50-60, пăрăç - 60, баклажан 60-65 кунран хатĕр пулаççĕ. Енчен те нарăс /февраль/ вĕçĕнче акатăр тăк ака /апрель/ уйăхĕн вĕçнелле калчана теплицăна куçарса лартма юрать. Çав вăхăтра теплицăна хутса ăшăтма май килмест тĕк вăрăсене каярахри вăхăтра акăр.

Акасси. Ешчĕке 8-10 см сий тăпра тултарăр, кăштах пусăрăнтарăр. Унтан пĕр-пĕринчен 4 см хăварса тарăнах мар йĕрсем тăвăр, кĕрен марганцовка е «Агрикола-Форвард» ирĕлчĕкĕпе шăварăр. Ăна пĕр литр шыв пуçне 1 чей кашăкĕ илмелле.

Вăрăсене 1 см тарăнăш, пĕр-пĕринчен 1 см хăварса акăр. Унтан «касăсене» тăпрапа хуплăр, тикĕслĕр, çиелтен целлофанпа хуплăр.

Ешчĕке ăшă çĕре вырнаçтарăр. Малтанласа çутă пулмасан та юрать. Калча «сăмси» курăнма пуçласанах ешчĕке чÿрече анине куçарăр, пленкăна илĕр. Ешчĕк айне пĕр-пĕр хулăнрах хăма таткисем хурăр, çакă тăпрана хăвăрт сивĕнесрен упрать.

Çутă ытларах пултăр тесе ешчĕкĕн чÿречене хирĕç енне тĕкĕр е фольга вырнаçтарăр. Тепĕр 2-3 кунран, вăрă çулçисем тухсан сывлăш температурине форточкăна уçса 3-4 кун хушши 13-15 градус таран сулхăнлатăр. Çакă калчасене хăвăрт тăсăлса кайма памасть. Каярахпа температура 17-19, çĕрле 15 градус пулсан çитет.

Калчана ирĕлтернĕ юр шывĕпе е вĕретсе сивĕтнĕ шывпа шăварсан аван. Тăпрана ытлашши нÿретме те, типĕтсе яма та юрамасть. Калчан пĕрремĕш çулçисем тухнă чух тăпра ытла нÿрĕ тĕк ÿсен-тăран хура туна чирĕпе чирлеме пултарать.

Томат /çавăн пекех пăрăç, баклажан та/ калчисем тăпра вăхăтлăх типĕ пулнине чиперех тÿсеççĕ. Енчен те тăпра нÿрĕ чухне те калчасем шаннă пек туйăнаççĕ тĕк вĕсене кунне 2-3 хут шывпа пĕрĕхсен аван. Çакна шута илĕр, вĕсене пĕр хутчен кăна сивĕ шывпа шăварсан та калчасем пĕтеççĕ.

Пикировка тăвасси. Чăн-чăн икĕ çулçă тухсан калчасене пикировка тума /куçарса лартма/ юрать. Ун пек вĕсем хăвăрт чĕрĕлеççĕ.

Тăпра çемçелтĕр, калчасем нÿрĕк çителĕклĕ илччĕр тесе малтанах тăпрана шăвармалла. Çавăн пекех эпин ирĕлчĕкĕпе те /200 мл шыв пуçне 2 тумлам/ пĕрĕхме юрать.

Çирĕп, паха пултăр тесе томат калчине уйрăм чÿлмексене куçарса лартаççĕ. Чÿлмексене тăпра тултарăр, тутлăхлă ăшă ирĕлчĕкпе шăварăр, 3 литр шывра 1 апат кашăкĕ «Агрикола-Форвард» удобрени е шĕвĕ натри гумачĕ тата 1 чей кашăкĕ кали сульфачĕ е йывăç кĕлĕ ирĕлтермелле.

Калчана пĕчĕк вилкăпа е тикĕс патакпа кăларса тыткаласан аванрах.

Кăларнă калчан тымарне аялтан 1/3 тăршшĕнчен чĕпĕтсе татăр та патакпа шăтарнă шăтăка вырнаçтарăр. Тымарсем ирĕклĕн вырнаçмалла, вĕсем çÿлелле авăнса тăмалла маар. Калчана аялти чи пирвайхи çулçисем таран лартмалла. Тăпрана кăштах пусăрăнтармалла, ăшă шывпа шăвармалла.

Кăнтăрлахи температура -- 18-20, çĕрле 2-3 градус сахалтарах пулмалла.

Енчен те калчасене ешчĕксене куçарса лартатăр тăк , ÿсен-тăрана сортне кура 5х5 см, 5х7 см е 7х7 см схемăпа вырнаçтарăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.