Archive - 28 Кăрлач, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

28 Кăрлач, 2014

Çулăмпи

Мĕн каласси, Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕренниех - пысăк чыс. Хĕллене те пултарас килмест хавхаллă ялта: тăван халăх кун-çулĕн ас тăвăмне упракан истори тусанне хуплать таса шурă юр! Енĕш Нăрвашăн тепĕр асамĕ - вăл чипер пикесемпе чăваш тĕнчине илемлетни те хăватлатни.

28 Кăрлач, 2014

Тăван тăрăх, чун кĕтесĕ

Эпĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулти 8 «б» класра вĕренетĕп. Канмалли кунсенче яла - асаттепе асанне патне каятпăр. Вĕсем Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас­ра пурнаççĕ, автобус вара Ямаша ?Чиркÿл­­лĕ Ямаш% çити çеç çÿрет. Автобусран анатăн та - чарăнуран инçех те мар ларакан чиркÿ куç тулли тухса тăрать.

28 Кăрлач, 2014

Ирина Диарова, «Тăван халăхăн вăхăта тивĕçлĕн аталанмалла»

Канаш районĕнчи Маякра çуралса ÿснĕ Ирина Диаровăна «Самант» тусĕсем пĕлеççĕ ахăр: вăл наци телекуравĕнче «Илемпи урокĕсем» ярăма ертсе пырать. Раççей Геройĕ Н.В.Смирнов сержант ячĕллĕ Шупашкарти 33-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.