- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван тăрăх, чун кĕтесĕ
Эпĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулти 8 «б» класра вĕренетĕп. Канмалли кунсенче яла - асаттепе асанне патне каятпăр. Вĕсем Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасра пурнаççĕ, автобус вара Ямаша ?Чиркÿллĕ Ямаш% çити çеç çÿрет. Автобусран анатăн та - чарăнуран инçех те мар ларакан чиркÿ куç тулли тухса тăрать. Унăн илемĕ, пуçтарăнчăк тăпăллăхĕ яланах чуна илĕртет. Кам ăна пуçласа курать - вăл вара куçне те илеймест. Капăрлăхĕпех хавхалантарать чиркÿ. Унăн çавра тăррисем ылтăн çутипе çиçеççĕ, хĕресĕсем çунат сарнă тейĕн - халь-халь пĕлĕте вĕçсе хăпарас пекех туйăнаççĕ. Хĕвел çутинче вĕсем уяв вут-хĕмлĕллĕн çиçеççĕ.
Тахçанах шала кĕрсе курас килетчĕ чиркĕве. Пĕлтĕр çулла вара атте-аннепе унта кĕтĕмĕр. Турă çурчĕн картишĕнче - кăвак чечек кÿлли. Янкăр тÿпе тĕкĕрленнĕ пекех. Шăнкăрав курăкĕ евĕр çеçкесем пĕр-пĕрин çумне çыпçăннă, тем ĕмĕтленнĕн кашни пĕлĕте тинкерет. Хулари клумбăсенче вĕсем пуçĕсене усса лараççĕ, кунта вара чиперлĕхĕпе карăннă.
Чиркÿре питĕ илемлĕ, тулта шăрăх пулин те - шалта сулхăн. Йĕри-тавра турăшсем. Çуртасем çунаççĕ. Çынсем шăппăн кĕл туни шăплăх асамне вăйлатать çеç. Пуçтарăннисем сăвап ыйтса та сăх сăхса турăшсем умне çурта лартаççĕ. Эпĕ те ыттисенчен юлмарăм. Мĕн тумаллине аттепе анне каласа тăчĕç.
Çак чиркĕве çамрăк чух вĕсем те çÿренĕ, асатте-асанне кăна мар, аслăрах ăрурисем те кунта кĕлле кĕнĕ. Тăван кĕтесĕн вăхăт чуппи йĕр хăварнă Турă çуртĕнче. Тăван кĕтес, тăван тăрăх тени мĕне пĕлтерни пирки унччен пит пуçа çĕмĕрмен эпĕ. Чиркÿрен тухсан вара çак сăмахсен ытарĕ чуна пырса тиврĕ. Ахальтен каламаççĕ: «Тăван çĕр-шывпа, тăван кĕтеспе мухтанмалла!» - тесе. Тăван тăрăх ытамĕнче манăн несĕлсен пурнăçĕ иртнĕ, хир-вăрманĕ халĕ те ас тăвать пуль вĕсене. Мăн асатте те, вăрçа кайнă чух, хĕрес хывса иртнĕ ĕнтĕ чиркÿ патĕнчен.
Çакăн хыççăн Ямаш чиркĕвĕн кун-çулне пĕлес килчĕ. Тăван тăрăхăн историйĕ те кăсăклантарчĕ. Тăвансенчен, ваттисенчен ыйтса тĕпчерĕм, библиотекăсенче те материал пуçтартăм. Собор храмĕ е собор тесе епархи хулисенчи кафедра чиркĕвĕсене калаççĕ иккен. Хулари тĕп чиркÿсене, хăш-пĕр ялсенчи е пысăк мăнастирсенчи Турă çурчĕсене те çаплах палăртаççĕ. Чăваш Енре соборсен шутне Шупашкарти Введени тата Никольски ?Владимир% храмĕсем, Улатăрта - Раштав, Сĕнтĕрвăрринче - Троица, Çĕрпÿре - Троица, Етĕрнере - Господень Преображени храмĕсем кĕнĕ. Шупашкарти ар çын мăнастирĕнчи Троица, Улатăрти ар çын мăнастирĕнчи Троица, Çĕрпÿри хĕрарăм мăнастирĕнчи Тихвин Турă Амăшĕн храмĕсем те - соборсем. Чиркÿ округне кĕрекен ял-хула халăхĕ Турă çурчĕпе притч тытса тăма хевте çитерсен - прихут чиркĕвне уçнă. Раççейре ытларах ĕнтĕ прихут чиркĕвĕсем пулнă.
1898 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи Ямаш хресченĕсем - 410 чун ячĕпе - Асамçă Гурий чысĕллĕ храм хăпартма халăх приговорĕпе ирĕк илнĕ. Приговорта хăйсем Чурачăк прихутĕнче шутланнине, ял вара 8 çухрăмра ларнăран Турă сăмахне итлеме çÿреме кансĕртереххине палăртнă. Çурпа-кĕрпе вара Чурачăка кайса килме те май çук тенĕ. Храм лартма кирлĕ хатĕр пуçтарма, чиркÿ притчне тытса тăма, 10 çул таран кашни чунран 1 тенкĕ пуçтарса пыма шантарнă халăх.
Кăсăклă тепĕр материал та тупрăм. Шупашкар уесĕнчи Шăнчас хресченĕсем 1916 çулта чиркÿ хăпартасси пирки халăх приговорĕ тунă. Вĕсем иккен тутарсен пысăк ялĕпе - Мăналпа - юнашар пурнаççĕ, унта вара 3 мичĕт, мăсăльмансем ислампа илĕртеççĕ. Чăвашсем хушшинче хавшак кăмăллисем, иккĕленекенсем ан тупăнччăр тесе шăнчассем чиркÿ лартма йышăннă.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче XX пуçламăшĕнче чăвашсен йышĕ 998698 çын шутланнă, вĕсем 15 кĕпĕрнере, 4 облăçра, 55 уесра пурăннă. Православи йышăннисем 981338, халăх тĕнне тытакансем 14734 çын пулнă. Мăсăльмана куçнисем 2334 çын, православин кивĕ йĕркипе пурăнакансем те тупăннă - 100 чун. Тĕрлĕ сектăра тата 200 чăваш шутланнă. Хальхи Чăваш Республикин территорийĕнче 2129 ялта тĕпленнĕ тăван халăх. Вĕсенчен 1632-шĕнче чăвашсем çеç пурăннă.
1837 çултах Удел департаменчĕн вице-президентне Л.Покровские Чĕмпĕрти удел кантурĕн ертÿçи А.Глинка вăрттăн рапорт тăратнă. Идолсене пуç çапса пурăнакан Чĕмпĕр тата Пăва уесĕсенчи чăваш ялĕсенче чиркÿсем хăпартас ыйтăва çĕкленĕ. Çакăн хыççăн Суйкăнра, Палтиелте, Анат Тимĕрченте, Çĕнĕ Эйпеçре, Тури Туçара храмсем уçма йышăннă. Таврари халăха вара вĕсен прихутне çирĕплетнĕ.
И.Яковлев ĕçтешĕ Даниил Филимонов çинчен çырнă кĕнеке те лекрĕ ман алла. Вăл пачăшкă кăна мар, вĕрентекен, çыравçă, тăлмачă, халăхшăн тăрăшакан пулнă. Даниил Филимонович хальхи Çĕрпÿ районĕнчи Аслă Тукалĕнче çуралса ÿснĕ. 1924 çулта çĕнетнĕ Синод хушăвĕпе килĕшÿллĕн Шупашкар епископĕ, Чăваш епархийĕн викарийĕ пулса тăнă. Чăвашран тухнă пĕрремĕш архиерей вăл. Унччен çакнашкал пысăк сана тивĕçнĕ чăваш пулман.
Чиркĕве йĕркелесе тăракан Синод совет саманинче чылай храмсене сыхласа хăварма май панă. Вĕсен йышĕнче - Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш чиркĕвĕ те. Шăпах çакăнта иртнĕ те Д.Филимоновăн юлашки çулĕсем.
Артем ИВАНОВ
Комментари хушас