Мĕн каласси, Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕренниех - пысăк чыс. Хĕллене те пултарас килмест хавхаллă ялта: тăван халăх кун-çулĕн ас тăвăмне упракан истори тусанне хуплать таса шурă юр! Енĕш Нăрвашăн тепĕр асамĕ - вăл чипер пикесемпе чăваш тĕнчине илемлетни те хăватлатни.
Эпĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулти 8 «б» класра вĕренетĕп. Канмалли кунсенче яла - асаттепе асанне патне каятпăр. Вĕсем Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасра пурнаççĕ, автобус вара Ямаша ?Чиркÿллĕ Ямаш% çити çеç çÿрет. Автобусран анатăн та - чарăнуран инçех те мар ларакан чиркÿ куç тулли тухса тăрать.
Канаш районĕнчи Маякра çуралса ÿснĕ Ирина Диаровăна «Самант» тусĕсем пĕлеççĕ ахăр: вăл наци телекуравĕнче «Илемпи урокĕсем» ярăма ертсе пырать. Раççей Геройĕ Н.В.Смирнов сержант ячĕллĕ Шупашкарти 33-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.