Архив - Янв 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

январь 31st

31 Янв, 2014

Куç хупăнать

Хаклă редакци. Сирĕн хаçата тухма пуçланă кунранах çырăнса илетĕп, тимлесех вулатăп. Эпĕ çамрăк мар ĕнтĕ. 77 çула кайрăм. Сулахай куç хупанки хупăнса пыни канăç памасть. Куçĕ ыратмасть-ха, куççулĕ те юхмасть. Тухтăрсем тĕрĕсленĕ хыççăн çырса панă эмеле те ярса пăхрăм – усси çук. Пăсман-ши тесе те шухăшлатăп. Аптранă енне çыртăм, каçарăр ĕнтĕ.

Тамара Иванова. Канаш районĕ, Анаткас Кипеч.

31 Янв, 2014

Ĕне çĕрле пăрулать

Выльăх усракансемшĕн хĕллехи тапхăр уйрăмах канăçсăр, ĕнесем йышлăн пăрулаççĕ, вĕсене тимлĕрех пăхма тивет.

Пĕтĕ ĕнене сĕтеклĕ апатсем сахалрах памалла. Пăрулас умĕн темиçе кун маларах унăн çилли самаях пысăкланать. Вăл шыçасран пăрулас умĕн пĕр эрне маларах выльăха кăшман, силос пачах памалла мар. Концентратсенчен тулă хывăхĕ кăна пама юрать, ăна выльăха шĕветсе ĕçтермелле. Ĕнене паха утăпа кăна тăрантармалла.

Ĕне çилли питĕ карăнсан, пăрулас умĕн пĕр-икĕ кун маларах ăна темиçе хут сума юрать, çиллине камфора çăвĕпе массаж тумалла.

31 Янв, 2014

Мунчари сиплĕ пăс

Мунчари пăса тĕрлĕ майпа тутлăлантарма пулать. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕри,

Çăкăр шăршиллĕ пăс. 1 кашăк сахăр, 1 чей кашăкĕ пыл, 50 мл çăкăр квасĕ /лавккара сутаканни те юрать/, 3 л шыв. Вĕрекен шывра пыл, сахăр, квас хутăштарăр. Çак хутăша мунча кăмаки çине сапăр. Шăнса пăсăлнă чухне те çак хутăш аван пулашать.

Горчица пăсĕ. 1 чей кашăкĕ типĕ, лайăх ăшаланă горчица, 3 л шыв. Горчицăна вĕрекен шыва ярса пăтратăр, мунча кăмаки çине сапăр. Вăл та шăнса пăсăлнине сиплеме пулăшать.

31 Янв, 2014

“Оппа, чиперкке!” - тесех чапа тухрĕ

Чăваш эстрада тÿпинче çулсеренех çĕнĕ çăлтăрсем çуталаççĕ. Анчах пĕрисем икĕ-виçĕ юрă шăрантарсанах çухалаççĕ, теприсем вара ĕмĕрĕпех сцена çинчен анмаççĕ. Шоу-бизнесра аталанса ĕçлес шухăшлисенчен пĕри - Сергей Лекеров. Юрăç чылай итлекене «Оппа, чиперкке!» юрăпа илĕртрĕ.

31 Янв, 2014

Пĕрремĕш каналпа - чăваш кухни

Çĕнĕ çул умĕн Мускавра пурăнакан чăвашсем Елена Малышева ертсе пыракан «Жить здорово!» программăн «Наци кухнипе çимĕçĕ» рубрикинче ÿкерĕннĕ.

31 Янв, 2014

“Эпир сире шанатпăр”

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксен проекчĕсен «СтуДень» ярмăрккине хутшăнчĕ. Студентсен кунне халалланă мероприяти республикăри çамрăксен чи пысăк пĕрлешĕвĕсен презентацийĕнчен пуçланчĕ. Сăмах май, Чăваш Енре ачасемпе çамрăксен 900 пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Вĕсенче - 50 пин ытла çын.

31 Янв, 2014

Питĕрти çар оркестрĕнче - Чăваш Ен каччи

Раççей Президенчĕн 30 пин тенкĕлĕх премине Владимир Денисов вĕрсе тата çапса каламалли музыка инструментлисен Раççей шайĕнчи «Асамлă шăхлич» конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ. Халĕ Чăваш Ен каччи Питĕрти çар оркестрĕнче ĕçлет. ЧР Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи стипендиачĕпе Интернет урлă çыхăнтăм.

31 Янв, 2014

“Чăваш ячĕ илемлĕ, чуна çывăх”

Ывăл-хĕре мĕнле чĕнесси пирки ашшĕ-амăшĕ вăл çураличченех шухăшлать. Хăш-пĕрне ют çĕр-шывсенче анлă сарăлнă ятсем килĕшеççĕ, теприсене - вырăссен. Виççĕмĕшĕсем тĕпренчĕкĕсене тĕне кĕмен чăваш ячĕсене параççĕ. Шупашкарта пурăнакан Алексеевсен çемйинче Пинерпипе Асамат çитĕнеççĕ.

31 Янв, 2014

“Пиччепе икĕ йăмăк выçса вилчĕç”

Йывăрлăха парăнман вăл, фашистсен пульлинчен, бомбинчен хăраман, шартлама сивĕпе выçлăха чăтнă. Сăмахăм - Ленинград пирки. Выçăпа, сивĕпе аптăранă çынсен вăйĕ те чакнă. Таса шыв, апат-çимĕç çук... Кашнин чĕринче - шанчăк. Çакă çеç пĕр çемьене чăмăртаннă халăха блокадăна çĕнтерме пулăшнă. Унтанпа чылай çул иртнĕ.

Страницы