Ĕне çĕрле пăрулать

31 Янв, 2014

Выльăх усракансемшĕн хĕллехи тапхăр уйрăмах канăçсăр, ĕнесем йышлăн пăрулаççĕ, вĕсене тимлĕрех пăхма тивет.

Пĕтĕ ĕнене сĕтеклĕ апатсем сахалрах памалла. Пăрулас умĕн темиçе кун маларах унăн çилли самаях пысăкланать. Вăл шыçасран пăрулас умĕн пĕр эрне маларах выльăха кăшман, силос пачах памалла мар. Концентратсенчен тулă хывăхĕ кăна пама юрать, ăна выльăха шĕветсе ĕçтермелле. Ĕнене паха утăпа кăна тăрантармалла.

Ĕне çилли питĕ карăнсан, пăрулас умĕн пĕр-икĕ кун маларах ăна темиçе хут сума юрать, çиллине камфора çăвĕпе массаж тумалла.

Опытлă хуçа ĕне хăçан пăрулассине хăйех палăртма пултарать. Пăрулас умĕн ĕне канăçсăрланма пуçлать, пĕрмаях çаврăнкалать, выртать, тăрать . Выльăх организмĕ те çак йывăр ĕçе хатĕрленет, унăн хÿри тĕлĕнчи шăнăрсем çемçелеççĕ.

Çак палăрăмсене асăрхасанах выльăха пăрулама хатĕрлемелле, унăн кайри кĕлеткине супăньпе, ăшă шывпа çумалла, хÿри айне кĕрен марганцовка шывĕпе пĕрĕхмелле. Витере те йĕрке темалла, урайне хулăн, таса ай сарăмĕ сармалла.

Нумай чухне ĕне çĕрлехи вăхăтра пăрулать. Çавăнпа та ăна пĕрмаях асăрхаса тăмалла. Пăрулас тапхăр пуçлансан хÿрине тĕпĕнчен бинтпа чĕркесе мăйкăч çумне çирĕплетсе çыхмалла.

Пăруланă вăхăтра ĕне тĕпрен илсен сулахай аякĕ çинче выртатть. Пăруланă тапхăр 30-50 минута пырать. Нумай чухне выльăха пулăшма та кирлĕ мар. Пăрăва маларах хатĕрленĕ таса михĕ татăкĕ çине вырттармалла. Енчен те кăвапа кантри татăлман тăк ăна пăру хырăмĕнчен 10 см хăварса касмалла, вĕçне йодпа е марганцовка шĕвекĕпе сĕрмелле.

Пăрăвăн сăмси-çăварне çийĕнчех таса татăкпа шăлса тасатмалла, унтан амăшне çуласа тасатмашкăн хурса памалла. Çакă пăрăва хăвăртрах типме, кĕлеткине хăйне евĕр массаж тума, çапла майпа юн çаврăнăшне лайăхлатма май парать.

Типшĕннĕ пăрăва хулăн ай сарăмлă, ăшă кĕтесе вырнаçтармакллла, çиелтен пĕр-пĕр ăшă япалапа витмелле.

Пăруланă хыççăн ĕнен хыççи ÿкет, ăна выльăх çиесрен çийĕнчех пуçтарса илмелле.

Пăрулас тапхăр вĕçленсен ĕнен вараланнă вырăнĕсене ăшă супăнь шывĕпе çумалла, шăлса типĕтмелле, ай сарăмне улăштармалла. Ĕнене тăвар ирĕлтернĕ ăшă шывпа шăвармалла.

Пăрăва ĕне ыррине çийĕнчен ĕçтерме тăрăшмалла. Çак апат çамрăк выльăхшăн питĕ усăллă, унра пăрăвăн вар-хырăмне лайăх ĕçлеттерекен имун япаласем пур. Вĕсем сĕтре малтанхи 4-6 кун хушши пулаççĕ.

Пăрăва малтанхи 2-3 кунра талăкра 5 хутчен, 1-1,5-шер литр сĕт ĕçтермеллле. Пĕрремĕш хут ăна пăруланă хыççăн 40-50 минутран ĕçтерме тăрăшмалла.

Сĕт пăру хырăмне пĕчĕкшер сыпкăмпа лектĕр тесен çамрăк выльăха сĕте ятарлă соскăпа ĕçтерсен аван. Вăл çук тăк сĕте витререн тÿрех, пуç пÿрнине пăру çăварне хыптарса ĕçтермелле. Çапла тусан сĕт пĕчĕкшер виçепе лекет, вăл выльăх сĕлекипе лайăх хутăшать, организмра хăвăрт ирĕлет.

Пăрăва витререн тÿрех, хăй тĕллĕн ĕçтерсен сĕт пысăкшар виçепе, выльăх сĕлекипе лайăх хутăшмасăр лекет. Ун пек чухне сĕт хырăмлăхра начар ирĕлет.

Выльăх усракансенчен хăшĕ-пĕри сĕт витрине темиçе çĕртен шăтарнă фанера татки хурса парать. Вăл çиелте ишсе çÿренĕ май пăрăва сĕте пысăкшар виçепе ĕçме памасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.