“Оппа, чиперкке!” - тесех чапа тухрĕ

Чăваш эстрада тÿпинче çулсеренех çĕнĕ çăлтăрсем çуталаççĕ. Анчах пĕрисем икĕ-виçĕ юрă шăрантарсанах çухалаççĕ, теприсем вара ĕмĕрĕпех сцена çинчен анмаççĕ. Шоу-бизнесра аталанса ĕçлес шухăшлисенчен пĕри - Сергей Лекеров. Юрăç чылай итлекене «Оппа, чиперкке!» юрăпа илĕртрĕ. Каччă Чăваш Республикин культура училищинче вĕреннĕ вăхăтрах салтака кайса килме те, концертсемпе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитме те ĕлкĕрчĕ. Ун пирки училищĕре тĕрлĕ сас-хура çÿрет. «Асамат кĕперĕ» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннăскер çÿçне хĕрлĕ тĕспе ятарласа сăрлать теççĕ.

Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕскер мĕн пĕчĕкренех юрра-кĕвве кăмăллать, çавăнпах вăл тăван ялĕнчен Патăрьелти музыка шкулне автобуспах çÿренĕ, баян калама вĕреннĕ. Амăшĕпе Валентина Ивановнăпа ашшĕ Геннадий Николаевич ывăлĕпе хĕрĕ Альбина чипер, пултаруллă çынсем пулччăр тесе тăрăшнă. Сергея ав 9-мĕш класс хыççăнах культура училищине вĕренме янă. Каччă дирижерпа хор уйрăмне кĕнĕ, гитара, фортепиано калама вĕреннĕ. 18 çул тултарсанах вăл салтака кайнă. Йĕкĕт салтак пăттине Çурçĕр Кавказра çинĕ. Унтан таврăнсан малалла вĕреннĕ. Кăçал Сергей дипломлă специалист пулĕ. Унччен вара патшалăх экзаменне хатĕрленмелле.

- Училищĕне вĕренме кĕрсен сăвă çырма тытăнтăм, музыка грамотине вĕреннĕрен вĕсене кĕвве хамах хываттăм. Эстрада сцени çине «Çуркунне» юрăпа тухрăм. Вăл «çăмăл алăллă» пулчĕ. Унтан «Атте-анне», «Кирлĕ мар», «Çук, юрамасть», «Туйăмпа» тата ыттисене шăрçаларăм. Çапла паянхи куна 18 юрă пухăнчĕ. Петр Ермолаев ертсе пыракан студире диск кăлартăм. Паян пĕр юрă çыртарма сахалран 10 пин тенкĕ тăкаклама тивет. Сăввипе кĕввине хăв çырсан та 8 пин тенкĕ кирлĕ. Концертсенче юрлама ятарлă тум çĕлеттертĕм. Сцена çине тухассишĕн нимĕнле укçа та шел мар.

“Оппа, чиперк-ке!” - тесех чапа тухрĕ

2013 çул Сергейшăн ăнăçлă пулнă. Унăн «Оппа, чиперкке!» юрри Чăваш наци радиовĕн хит-парадĕнче итлекенсем сасăланипе эрни-эрнипех пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Ку юрă сăмахĕсене чăваш эстрадинчи нумай юрăç валли сăвă хайлакан Валерий Раштав поэт çырнă.

- Валерăпа Интернетри vkontakte.ru сайт урлă паллашрăм. Питĕ маттур вăл, сăвва хăвăрт çырса пачĕ. Пĕрле вĕренекен хĕрсем Любовь Борисовăпа Анастасия Матвеева ташă лартрĕç. Номер ăнăçлă пулса тухрĕ, куракансем ăна лайăх йышăнаççĕ. Халĕ хĕрсем манăн ытти юрă вăхăтĕнче те ташлаççĕ. Çĕнĕ çул умĕн Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе Андрей Думилинпа, Николай Ключниковпа концерт йĕркелерĕмĕр. Чăваш эстрада концерчĕсенчен чылай расна пулчĕ вăл. Шухăшланине пурнăçлама театр уйрăмĕнче вĕренекенсем пулăшрĕç. Тĕслĕхрен, эпĕ акт залĕн маччинчен вертолетпа вĕçнĕ пек канатпа антăм. Сценарие 3 çĕр çывăрмасăр çыртăмăр. Хамăрах ертсе пытăмăр. Зал лăк тулли пулни хавхалантарнипе кăçал хам тĕллĕн те концерт йĕркелеме ĕмĕтленетĕп, - вăрттăнлăхне уçрĕ юрăç.

Сергей хĕллехи сессие пĕр «3»-сĕр вĕçленĕ. Халĕ вăл хăй «ĕçлесе илнĕ» стипендиллĕ пулнăшăн савăнать. Концерт йĕркелеме ĕмĕтленет пулин те тĕп тĕллевĕ унăн - патшалăх экзаменне ăнăçлă тытса культурăпа искусство институтне вĕренме кĕресси. Сергейăн эрнере сахалран та виçĕ концерта хутшăнма тивет. Вăл ирхи 9 сехетрен каçхи 5-чен вĕренет, ун хыççăн куракансен умне тухма васкать. Яш Тутар тата Пушкăрт республикисене, Пермь, Мускав хулисене çитсе халăха савăнтарма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

- Чăваш эстрада юрăçисенчен ытларах Дипендра Манипе ялсене тухса çÿретпĕр. Унăн туйĕнче каччă çумĕ пултăм. Андрей Думилинпа иксĕмĕре Мускаври культура керменне чĕнчĕç, унти чăвашсене концертпа савăнтартăмăр. Эпĕ Майкл Джексон пултарулăхне тĕслĕх вырăнне хуратăп. Раççей юрăçи Полина Гагарина Шупашкара килсен ăна хаваспах кайса курăттăм, - пĕлтерчĕ Сергей.

Çамрăк юрăç хальлĕхе авланман-ха. Пурнăçне каччă сцена ăстипе мар, кил-тĕрĕшре ĕçлеме юратакан, анне пулма ĕмĕтленекен пикепе çыхăнтарма шухăшлать. «Арăмăн кил вучахĕн управçи пулма пĕлмелле», - çирĕплетрĕ вăл.

Алена АЛТУХОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.