Комментировать

31 Янв, 2014

Питĕрти çар оркестрĕнче - Чăваш Ен каччи

Раççей Президенчĕн 30 пин тенкĕлĕх премине Владимир Денисов вĕрсе тата çапса каламалли музыка инструментлисен Раççей шайĕнчи «Асамлă шăхлич» конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ. Халĕ Чăваш Ен каччи Питĕрти çар оркестрĕнче ĕçлет. ЧР Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи стипендиачĕпе Интернет урлă çыхăнтăм.

Владимир Улатăр хулинче çуралнă. Мĕн ачаранах юрă-кĕвĕ тĕнчине юратнă. Каччă пĕчĕк чухнех сцена çине тухнă, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă, анчах çитĕнсен чун киленĕçĕ кулленхи ĕçе çаврăнасса, хăйĕн пурнăçне кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарасса шухăшламан вăл. Владимир хăйне меломансен йышне кĕртет - вăл музыкăн тĕрлĕ тĕсне килĕштерет. Сăмах май, амăшĕн аппăшĕ Людмила Литвак сăвăсем çырать. Эппин, Денисовсен çемйинче искусство çыннисем çук мар.

Улатăр каччи Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ. Студент çулĕсене вăл савăнăçлăн аса илет. Вĕсем уншăн çиçĕм хăвăртлăхĕпе сисĕнмесĕр иртнĕ.

- Тунсăхлама вăхăт çукчĕ. Кашни занятие чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Ăста педагогсен урокĕсенче ларма кăмăллăччĕ, вĕсенчен вĕренмелли пайтахчĕ. Темиçе çулта училищĕпе тăван кил пекех çывăхлантăм. Халĕ студент çулĕсене ăшшăн аса илетĕп, - чунне уçрĕ мусăкçă.

Владимир училищĕре вĕреннĕ вăхăтра тромбон, саксгорн баритон, саксгорн тенор тата фортепиано калама вĕреннĕ. Вĕрентекенĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - унăн аллинче кирек епле музыка инструменчĕ те хăвăртах чĕрĕлнĕ. Вĕрсе каламалли инструментсемпе туслашма ăна мĕн хистенĕ-ха? Хăй каланă тăрăх - каччăн ăсталăхне шкулта вĕреннĕ вăхăтра Геннадий Конаков педагог асăрханă. Вăл ун чухнех Владимир тромбон калама пултарассине чухланă. Мана, вĕрсе каламалли инструмента алăра тытса курманскере, темĕн те кăсăклантарчĕ.

- Пирĕн ентеш тата паллă гобоист Анатолий Любимов калани пуçа килчĕ: «Инструмента вĕрмелле... вара пĕтĕмпех пулать». Паллах, калама вĕрениччен кашни инструмента тĕплĕн тишкермелле, унăн уйрăмлăхĕсене пĕлмелле. Чи кирли - ĕçе кăмăлпа пурнăçлани, чăтăмлăх пурри, пусăрăнса ĕçлени, ăсталăха кунран-кун ÿстерме талпăнни. Тромбон - хăйне евĕр инструмент. Мундштука вĕрмелли техникăна тата кулисăсен позицине тĕшмĕртмелле, - палăртрĕ каччă.

Владимиршăн Питĕре пурăнма куçни кĕтменлĕх пулман. Çĕр-шывăн культура тĕп хули ăна унчченех илĕртнĕ. Каччă çар оркестрĕнче ĕçленĕшĕн савăнать. Нумаях пулмасть вăл ĕçтешĕсемпе Ленинграда блокадăран хăтарнăранпа 70 çул çитнине халалланă парада хутшăннă.

23 çулти яш халĕ хĕрсех экзаменсене хатĕрленет. Вăл Санкт-Петербург патшалăх культурăпа искусство университетне вĕренме кĕресшĕн. Çавăн пекех тренажер залне çÿреме те вăхăт тупать. Владимирăн савнийĕ те пур. Ксенийăпа вĕсем Питĕр урамĕсенче уçăлса çÿреме, хулан илемлĕ вырăнĕсене тухса уçăлма кăмăллаççĕ.

Çар оркестрĕнче ĕçлекен Улатăр каччи тăван тăрăхшăн тунсăхланине пытармарĕ. Шел те, килĕнче сайра пулать вăл. Отпуск вăхăтĕнче çеç, çулталăкра икĕ хут, килсе каять. Ашшĕ-амăшĕпе, шăллĕпе тата тусĕсемпе ытларах пулас килет унăн. Ĕçре вăл кунран-кун аталанать, музыкăн тĕрлĕ енĕпе паллашать. Яшăн ĕмĕчĕ пысăк - вăл адмиралсен оркестрĕнче ĕçлеме ĕмĕтленет. Мĕнех, унăн шухăшĕсемпе тĕллевĕсем пурнăçланччăр.

Любовь ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.