“Эпир сире шанатпăр”

31 Янв, 2014

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксен проекчĕсен «СтуДень» ярмăрккине хутшăнчĕ. Студентсен кунне халалланă мероприяти республикăри çамрăксен чи пысăк пĕрлешĕвĕсен презентацийĕнчен пуçланчĕ. Сăмах май, Чăваш Енре ачасемпе çамрăксен 900 пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Вĕсенче - 50 пин ытла çын. Çак йышран çурри аслă шкулта, техникумколледжра вĕренет.

Михаил Игнатьев хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме Раççейри студентсен кунĕпе саламларĕ. Кирек епле проектра та Чăваш Ен çамрăкĕсем çитĕнÿ туни, çĕнтерÿ патне талпăнни савăнтарать ăна. «Эпир сире шанатпăр, эсир - республика пуласлăхĕ», - терĕ Михаил Васильевич мăнаçланса. Студентсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, чуна çывăх ĕçре вăй хума, çирĕп çемье чăмăртама ырлăхпа сывлăх сунчĕ. Унтан Универсиада волонтерĕсене, Олимп çулăмне хула урамĕсем тăрăх йăтса чупнă çамрăксене стипендипе хавхалантарнине ĕнентерекен свидетельство пачĕ.

Студентсене ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç. Вĕсем «Раççейри студентсен отрячĕсем», «Студентсен канашĕ», «Чăваш Ен студенчĕсем», «КВН» общество организацийĕсен членĕсене, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк гвардийĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсене, Чăваш Енри çул çÿревçĕсен союзĕн, районсенчи çамрăксен канашĕн членĕсене уйăхсерен 1830 тенкĕпе танлашакан стипенди тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство пачĕç. Кăçал çак хавхалантарăва илекенсен 60 проценчĕ - вĕренекен çамрăксем, 8 проценчĕ - общество организацийĕсен членĕсем, 32 проценчĕ промышленноç, ял хуçалăх, вĕренÿ, культура тата ытти тытăмри специалистсем.

Любовь ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.