Archive - 2018 - Хресчен сасси

август 8th

8 Çурла, 2018

Техникăна ашшĕ пекех юратаççĕ

Шупашкар районĕнчи Атăльялта пурăнакансем пĕртăван Алексейпе Николай Андреевсене çитĕнсен кам пуласса пĕчĕклех асăрханă. «Ашшĕнчен Владимир Анатольевичран шит те хăпма пĕлмеççĕ. Машина-трактор тесен шăпăрлансене çăкăр ан çитер, — тенĕ. — Техникăна юратни пирĕншĕн те лайăх пулĕ.

8 Çурла, 2018

«Тĕрĕс шухăшлатăн, ывăлăм»

Шупашкар районĕнчи Хорнсор ялĕнче пурăнакан Константин Плотниковăн та шăпи Алексей Андреевăнни евĕрех: çĕр çинче ĕçлесех тулли телейлĕ пулма май пуррине вăл пĕчĕклех ăнланса илнĕ. Ашшĕ пекех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕреннĕ.

8 Çурла, 2018

Полигон çуннă

Шăрăх çанталăк тăнă май республикăра пушарсен хисепĕ ÿсрĕ. Канмалли кунсенче Çĕрпÿ районĕнче çÿп-çап полигонĕ çунма пуçланă. ЧР граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров каланă тăрăх, пушар пирки вăхăтра пĕлтернĕрен кăна вут-çулăма сарăлма паман, инкеке сирсе янă. Çапах çак вырăна специалистсем куçран вĕçертмеççĕ, сăнасах тăраççĕ.

8 Çурла, 2018

Йăла-йĕрке çухалать

Тăван чĕлхешĕн чунăм ыратать. Паян ял ачисем те вырăсла калаçаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăй вĕрентет вĕсене. Кÿме тĕксе пыракан амăшĕ пĕчĕк ывăлĕ-хĕрĕпе вырăсла калаçать.

8 Çурла, 2018

ПĔТЕС ХĂРУШЛĂХ ПУР

Чăваш Енре пурăш барсук , тилĕ, енот йытти мĕн чухлĕ?
Кăçалхи çу уйăхĕнче вĕсен хисепне те шутланă. «Тилĕ — 2484, пурăш — 258, енот йытти — 37, — пĕтĕмлетнĕ асăннă министерствăра. — Республикăн Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи йышăнăвĕпе пурăша тытма чарнă хыççăн хисепĕ 2017 çулхинчен 20,9% хушăннă. Ăна та 2019 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕччен тытма юрамасть».

август 1st

1 Çурла, 2018

Сĕрекепе тытнăшăн

Муркаш районĕнче пурăнакан арçын тĕлĕшпе саккунсăр майпа пулă тытнăшăн приговор çирĕплетнĕ.
Муркаш районĕнчи 2-мĕш суд участокĕн миравай судйи асăннă районти Шомик ялĕнче пурăнакан 52 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна РФ УК 256 статйин 1-мĕш пайĕн «б», «в» пункчĕсемпе айăплаççĕ. Вăл 2018 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Атăлта сĕрекепе усă курса саккунсăр майпа пулă тытнă. Патшалăха 1462 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Суд «ăнăçсăр» пулăçа 6 уйăхлăха ĕçлесе юсанмалла тунă, çийĕнчен ĕç укçин 10 процентне тытса юлĕç.

1 Çурла, 2018

Пĕчĕк вăкăр мыскари

Ун чухне 1988 çулхи кĕркунн ен юлашки кунĕсемччĕ . Çулçăсем йывăçсем çинчен ÿксе пĕтнĕпе пĕрехчĕ. Колхоз саланма ĕлкĕреймен. Сухаламан, акман, усă курман пĕр лаптăк çĕр те пулман вăл вăхăтра.
Пирĕн черетлĕ касу. Айлăмсенче курăк пĕтнĕ. Ял халăхĕ вăл вăхăтра ĕне выльăха вăрмана та кĕртсе кăларнă. Уншăн вăрçнине е айăпланине астумастăп. Ĕне выльăх тытман çын та пулман ун чухне. Кăнтăрла иртсен эпир те вăрманалла çул тытрăмăр.

Pages