Комментари хушас

8 Çурла, 2018

Полигон çуннă

Шăрăх çанталăк тăнă май республикăра пушарсен хисепĕ ÿсрĕ. Канмалли кунсенче Çĕрпÿ районĕнче çÿп-çап полигонĕ çунма пуçланă. ЧР граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров каланă тăрăх, пушар пирки вăхăтра пĕлтернĕрен кăна вут-çулăма сарăлма паман, инкеке сирсе янă. Çапах çак вырăна специалистсем куçран вĕçертмеççĕ, сăнасах тăраççĕ.

Çак кунсенче Вăрнар, Вăрмар районĕсенче — мунчасем, Çĕрпÿре — сарай, Шупашкарта çурт çуннă.
Елчĕк районĕнчи Тускел ялĕ çывăхĕнче 1982 çулта кăларнă К-701 трактора та вут хыпнă. Вырăнти агрофирма ăна ял хуçалăх ĕçĕнче усă курнă. Техникăна уй-хире кăларсан пушар алхасма тытăннă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, инкекĕн сăлтавĕ — юсавсăр электрооборудовани. Вут-çулăмра трактор самай сиен-леннĕ. Юнашарти 15 тонна улăм купи те çулăмра пĕтнĕ.
Юсавсăр электропăралук Муркаш районĕнчи Мăн Шашкарти 59 çулти хĕрарăм хуçалăхне пысăк шар кăтартнă. Мунча, лаç, сарай, 6 тонна утă çуннă. Пушар хуралĕ юнашар вырнаçнă икĕ çурта çулăмран çăлма пултарнă. Çак сăлтавпах Шупашкар хулин Мускав районне кĕрекен Чантăрти лавккара та пушар тухнă, тавара, çÿлĕксене сăтăр кÿнĕ.
Унта-кунта сапаланса выртакан çÿп-çапран та пушар тухать. Вĕсен хушшинче çăмăллăнах тивсе илекен хатĕрсем те самай. Хулара кăна мар, ялсенче те са-паланса выртакан ăптăр-каптăра курма пулать. Ятарлă контейнерсем лартса панă хыççăн çынсем ытларах унпа усă курма тытăнчĕç. Çырма-çатрасем, урамсем палăрмаллах тирпейленчĕç. Анчах ялсенче тулли контейнерсене вăхăтра пушатманни пăшăрхантарать. Кун пек ÿкерчĕке Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ял тăрăхĕнче курма тÿр килчĕ. Çÿп-çап айне путнă пысăк контейнерсем тавра мĕн кăна сапаланса выртмасть-тăр. Юнашарах вара — автобус чарăнăвĕ. Ăна камăн пушатмалла? Кун пек тĕслĕх сахал мар. Тирпейлĕх илемлĕхпе кăна мар, хăрушсăрлăхпа та çыхăннă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.