Комментари хушас

1 Çурла, 2018

Хура çĕр кулач çитерет

«Ĕçлеме ÿркенмелле мар, пахча çимĕç те тупăш кÿрет», — тет Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан Юрий Васильев фермер.

Севок - уй-хир «патши»
Хресчен-фермер хуçалăхне вăл 2005 çулта йĕркеленĕ. Малтанах çĕр улми лартса çитĕнтернĕ. Паллах, ун чухне лаптăкĕ те пысăках пулман, 3 га çеç. Халĕ вара акмалли-лартмалли пĕтĕмĕшле çĕр — 15 га. Кунта пай, аренда çĕрĕсем кĕреççĕ.
Паянхи куна Васильевсем çĕр улмисĕр пуçне севок сухан та çитĕнтереççĕ. Унăн лаптăкне те çулсерен ÿстерсе пынă: малтан — 1, каярахпа 1,5 га лартнă. Пĕлтĕр вара ăна 7 га çинче çитернĕ. «Иртнĕ çул сухан питех сутăнмарĕ, — малалла тăсăлать сăмах çиппи. — Ытти çулпа танлаштарсан хакĕ самай йÿнĕ пулчĕ. Çавăнпа кăçал лаптăка чакартăмăр, севока 5 га çеç лартрăмăр».
Молдова Республикинчен илсе килнĕ вăрлăха лартнăран чылай тăкак тÿснĕ вĕсем. Тухăçĕ аванах пулнă темелле. Анчах ют сухан япăх упраннă иккен, çĕрнĕ. Кăçал вара хăйсем тунă вăрлăха акнă. Çавăнпа та шанчăклăрах. Тепĕр чухне юттине ырласа хамăр çимĕçе хурлани те пулать çав. Çакă вара тÿрре тухмасть. «Кăçал тухăç аван пуласса шанатпăр», — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Надежда Анатольевна калаçăва хутшăннă май.
Халĕ фермер хуçалăхĕнче хĕрÿ ĕç пырать: севок кăлараççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче Васильевсем патне 40-е яхăн çын ĕçе çÿрет. Юрий Владимирович каланă тăрăх, кунне пĕр çынна 800 тенкĕ тÿлеççĕ. Унсăр пуçне кăнтăрла вĕри апат çитереççĕ. Малтанхи çулсенче сухан çумланă чухне те çынпа ĕçленĕ вĕсем. Кăçал вара гербицидсем сапнăран çум курăка хăйсен çемйипех парăнтарнă иккен.
Çак культурăна туса илме пĕрре те çăмăл мар. Çу каçипех севок йăранĕ çинче ĕçлемелле. Кăларнă хыççăн ăна касмалла, сортламалла, управа хумалла. Ку тĕлĕшпе Васильевсен ятарлă хранилищĕсем пур. Çĕннине 2007 çулта тунă. Унта 20-30 тонна сухан упрама май пур.
Надежда Анатольевна каланă тăрăх, севок çитĕнтерме халĕ техника та пулăшать. Ку тĕлĕшпе вĕсен пурте пур. Сăмахран, çуркунне сухана Надеждăпа Юрий иккĕшех лартаççĕ. Тепĕр чухне кил хуçи хĕрарăмĕ те трактор çине ларать. Кăларнă хыççăн хĕвел çинче типнĕ сухана ятарлă агрегат — «барабан» — витĕр кăларса тусанран, авринчен тасатаççĕ, унтан сортлаççĕ. «Барабана» аттепе упăшка ăсталарĕç, — кăмăллăн калаçать вăл. — Халĕ сухан аврине касмалли хатĕр те пур. Хамăр тăрăхри Çĕнĕ Ахпÿрт ялне кайса вĕреннĕ хыççăн ăна та иккĕшех ăсталарĕç».
Чăн та, севок çитĕнтермелли ятарлă техника сутлăхра çукпа пĕрех темелле. Ку тĕлĕшпе çĕр ĕçченĕсем хăйсемех маттур. Мĕн кирлине пурне те ăсталаççĕ. Вĕсене рационализатор, конструктор теме те пулать. Ку тĕлĕшпе ытларах Çĕнĕ Ахпÿртсене мухтамалла. Ыттисем вара вĕсенчен вĕренеççĕ.
Сухан тупăшĕ пирки сăмах хускатрăмăр. «Тупăш хакран килет, — пĕлтерчĕ Надежда. — Ăна туса илни çеç çителĕксĕр, чи кирли — вырнаçтарасси. Çичĕ хут тарпа çитĕнтернĕ культурăна йÿнĕпе парса ярас килмест паллах. Çавăнпа иртнĕ çул ăна хамăр ют çĕре кайса вырнаçтартăмăр. Мĕн тетĕр? Чăн та, усси самаях пулчĕ».
Çĕр улмине — кĕркунне, севока çуркунне сутма тăрăшаççĕ вĕсем. Çĕр улми тенĕрен ăна та хăйсемех вырнаçтараççĕ. Унсăрăн тупăш пирки калама та кирлĕ мар. Çулсеренех 2-3 сорт çĕр улми çитĕнтереççĕ. Кăçал «Гала», «Жуковский» лартнă. Сортсене кашни виçĕ çултан улăштараççĕ. «Çĕр улмипе ĕçлеме кăткăс мар-и?» — ыйтатăп кăсăкланса. «Суханпа танлаштарсан унпа ĕçлеме çăмăлрах пек пире, ĕçĕ сахалрах», — пулчĕ хурав.
Çывăрма вăхăт çук
Надежда Анатольевнăн ашшĕ те фермер. Вăл хăйĕн ĕçне 1993 çултах йĕркеленĕ. Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Анатолий Мулендеев малтанах çĕр улми çитĕнтерес тĕлĕшпе вăй хунă. Халĕ вăл та севок лартать. Икĕ хĕрне мĕн пĕчĕкрен ĕç пурнăç тыткăчи пулнине вĕрентсе ÿстернĕ. «Эпĕ 3-мĕш класранпах çĕр ĕçĕпе аппаланатăп. Атте-анне ĕçленине курса, вĕсене пулăшса çитĕннĕ. Çавăнпа та хăнăхнăскере алран ярас килмест. 2004 çулта Юрăпа мăшăрланнă хыççăн тепĕр çултанах фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытрăмăр. Чăн та, çак шухăша хуняма пуçарчĕ. Тĕрĕс те турĕ. Килте ахаль лариччен ĕçлесен тупăш илме пулатех», — чунне уçрĕ çамрăк хĕрарăм.
Васильевсем хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Артем 13 çулта. Ашшĕ-амăшне пулăшать, аслисемпе юнашар кунĕпех севок йăранĕ çинче тăрăшать. Настя вара хальлĕхе пĕчĕк-ха. Вăл асламăшĕпе килте юлать. Антонина Лазаревна мăнукне пăхнисĕр пуçне кил тĕрĕшре вăй хурать, уйри ĕçченсем валли апат та хатĕрлет. «Хуняма нумай пулăшать пире. Тепĕр чухне хире каяссишĕн çунса тăрать. Ĕççи вăхăтĕнче чунĕ уй-хирте унăн», — терĕ Надежда хунямăшне мухтаса. Малалла вулас...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.