Йăла-йĕрке çухалать
Тăван чĕлхешĕн чунăм ыратать. Паян ял ачисем те вырăсла калаçаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăй вĕрентет вĕсене. Кÿме тĕксе пыракан амăшĕ пĕчĕк ывăлĕ-хĕрĕпе вырăсла калаçать.
Хамăн тăванăн ачисемех чăвашла калаçасшăн мар. Хăшĕ калаçать — пирĕнпе хутшăнать, калаçманни пире палламасть те. Ют чĕлхене мала хурса тăвансенчен сивĕнместпĕр мар-и? Ĕлĕк çынсем çичĕ сыпăкри тăвана пĕлнĕ, вĕсемпе хăналаннă. Халĕ 2-3 сыпăка та пĕлместпĕр. Йăла-йĕркене те манса пыратпăр. Ман шутпа, хăйĕн йăлипе пурăнакан халăх çеç вăйлă шутланать.
Чăваш наци радиовне час-часах кĕрсе çÿретĕп. Çамрăксем пĕр-пĕринпе унта та вырăсла калаçнине илтетĕп. Пĕринче тÿсеймерĕм: «Мĕншĕн эсир чăвашла калаçмастăр?» — терĕм. «Пĕри пирĕн хушăмăрта чăвашла пĕлмест», — терĕ чиперкке. «Чăваш наци радиовĕнче ĕçлетĕр пулсан сирĕн пурин те тăван чĕлхепе калаçмалла», — терĕм вĕрентсе.
Ял çамрăкĕсене те анне чĕлхине хисеплемеллине калатăп час-часах. Манпа чăвашлах пуплеççĕ-ха вĕсем, кайран вырăс чĕлхи çине куçаççĕ. Ют чĕлхепе калаçнăран хамăрăн культура, йăла-йĕрке çухалса пырать. Астăватăп: атте ĕçрен таврăнмасăр эпир, ачасем, сĕтел хушшине те ларман. «Аçу киличчен мĕн те пулсан çикелĕр-ха», — тетчĕ анне апат хатĕрленĕ май. Халĕ арçын та сумран тухма пуçларĕ мар-и? Укçа ĕçлесе килсен арçынна хисеп пур. Нухрат çук пулсан ăна ачисем те вырăна хумаççĕ. Мускав, Питĕр хулисене çÿресси вăхăтлăх пулăм çеç çав.
Тумтир культурине те çухатса пыратпăр. Ытларах хĕрарăмсем. Хăйсем мĕн тăхăннине ăнланаççĕ-ши вĕсем? Çамрăксене кĕске кĕпе е çăтă шăлавар тăхăнни килĕшет тейĕпĕр. Тулли кĕлеткеллисен ăна мĕншĕн тăхăнмалла? Е хĕрарăм кĕске йĕм /бриджи/ тăхăнни вырăнлă-ши? Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан сăпайлă, тирпейлĕ пулнипе уйрăлса тăнă. Халĕ ытти халăх хыççăн кайса çак лайăх енсене çухатса пыратпăр. Ĕçченлĕх те çухалать. Ял çынни унчченхи пек вăй хумасть халĕ. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ те чакать.
Хăй вăхăтĕнче хулана кайнисем тăван тăрăха каялла таврăнас шухăшлисем те пур. Анчах пирĕн ял хула çывăхĕнче пулнăран çĕр çук. Пулсан та питĕ хаклă. «Тем пек яла пырса вырнаçас килет, анчах укçа çук», — теççĕ вĕсем. Ÿпле те лартаймастăн. Ăна кам хăйĕн çĕрĕ çине вырнаçтарма ирĕк парĕ? Çапла, шухăшпа шур пÿрт лартаймăн çав.
Алексей ПАВЛОВ.
Шупашкар районĕ,
Чăрăшкасси ялĕ