Комментари хушас

8 Çурла, 2018

Техникăна ашшĕ пекех юратаççĕ

Шупашкар районĕнчи Атăльялта пурăнакансем пĕртăван Алексейпе Николай Андреевсене çитĕнсен кам пуласса пĕчĕклех асăрханă. «Ашшĕнчен Владимир Анатольевичран шит те хăпма пĕлмеççĕ. Машина-трактор тесен шăпăрлансене çăкăр ан çитер, — тенĕ. — Техникăна юратни пирĕншĕн те лайăх пулĕ. Механизатора вĕренсен хăш-пĕр çамрăк пек хулана тухса каймĕç, пире çуркунне пахча сухаласа парĕç».

Çемьере арçын ачасемшĕн ашшĕн витĕмĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Алексей техникăна юратнăран 9 класс хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи 28-мĕш техучилищĕре мастер-наладчик профессине алла илнĕ. Анчах тăрăшуллăскер кунпа çеç лăпланман. Инженер-механик пулас тĕллевпе çав çулах Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Пулас ĕç вырăнĕ пирки те шухăшланă. Агроном, зоотехник, ветеринар, инженер-механик, технолог, ытти те — ял хуçалăх предприятине кал-кал ĕçлеттерме пурте кирлĕ. Анчах вĕсене йăлтах йышăнма, уйăхсерен шалу тÿлесе тăма хăш-пĕр хуçалăх вăй çитереймест. Чылайăшĕн тивĕçне ертÿçĕ хăех пурнăçлать. Апла тăк ĕç тупас шанчăк сахал. Тепĕр тесен шалăвĕ те пĕчĕк. Çывăхри пĕр агрофирмăра механизаторта ĕçлекен ашшĕ тем пек тăрăшсан та кил-йыша нухратпа савăнтарайманнине Алексей лайăх пĕлет. Çавăнпа вăл хăй тĕллĕн ĕç йĕркелесе ярас шухăш тытнă.
Пилĕк çул каялла диплом илнĕ çамрăк специалист нумай шухăшласа тăман — хушма хуçалăхран хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Малтанхи вăхăтра 1,5 гектар çĕр, Т-40 трактор, 3 ĕне çеç пулнă унăн. Халĕ çĕр лаптăкĕ 85 гектара çитнĕ. Техника паркĕнче «Енисей» комбайн та хăйĕн вырăнне тупнă. Эпĕ пулса курнă кун вăл кĕрхи тулă пуссинче «ишетчĕ».
— Ку лаптăк паян-ыран пушанмалла, — пĕлтерчĕ Алексей Владимирович. – Çанталăк типĕ тăнăран тата вăрлăх пахалăхĕ çулсерен чакса пынăран тухăç кăçал пысăк мар, кĕрхи тулă кашни гектартан вăтамран 25 центнер тухать. Çуллен элита акма май килмест — паха вăрлăх кĕсьене самаях пушатнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Кĕçех урпа вырма тытăнатпăр. Вăл 40 гектар йышăнать. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.