Archive - 24 Кăрлач, 2018 - Хресчен сасси
Хаклă портрет
Хаçат-журнала чылайранпа хулари Грасис урамĕнчи пĕр киоскра туянатăп. Пĕррехинче унта Сталинăн портретне асăрхарăм та туянма шухăшларăм.
— Сутмалли мар вăл, — татса хучĕ сутуçă. — Хама та çар тумĕ тăхăннă çын парнелесе хăварчĕ, курăнакан вырăна çакма ыйтрĕ.
— Кам парнеленине чухлатăп. Вăл ман çурта хирĕç пурăнать. Паллă уявсенче балкон çине хĕрлĕ ялавпа пĕрле Сталин портретне те çакать, — ăнлантартăм эпĕ.
Çĕр тухтăрĕ
Фельдшерсем тивĕçĕç
2018 çултан «Земство тухтăрĕ» программăпа яла ĕçлеме каякан фельдшерсем те пулăшу илме пултараççĕ.
Унччен асăннă программа тухтăрсене кăна пырса тивнĕ. Ялта ĕç вырăнĕ суйласа илнисене патшалăх 1 млн тенкĕ парса пулăшнă. Кăçалтан вара программăпа фельдшерсен те усă курма май пур. Яла пилĕк çула ĕçлеме каякансене 500 пин тенкĕ компенсаци парĕç. 2018 çулта программăна 50 фельдшер хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем республикăри ФАПсенче ĕçлеме тытăнĕç.
Тишкермелли сăнав иртет
2010 çулта РФ Правительстви çĕршыври социаллă пурнăçпа демографи лару-тăрăвĕн статистика сăнавне, халăх вилнĕрен, инвалида тухнăран экономика тăкакĕн мониторингне йĕркелеме йышăннă. Росстат йышăнăва пурнăçа кĕртсе 2018 çулта социаллă пурнăçпа демографи лару-тăрăвне лайăхрах пĕлме статистика сăнавĕ ирттерет.
Аграрисене пулăшма
2018 çулта Чăваш Енри агропромышленноç комплексне пулăшма 1994,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.
Çур акине хатĕрленеççĕ
Кун вăрăмланса пырать, çур аки çывхарса килет. Республикăри хуçалăхсенче ака-сухана хатĕрленесси мĕнле пырать-ха? Çивĕч ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.