Аграрисене пулăшма

24 Кăрлач, 2018

2018 çулта Чăваш Енри агропромышленноç комплексне пулăшма 1994,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 7,5% ытларах. Пĕлтĕрхи пулăшусене упраса хăварнă. Çав шутра ÿсен- тăран отрасльне аталантарассипе, элита вăрлăх туса илекенсене, пĕчĕк фермер хуçалăхĕсене, пысăк продуктивлă ĕне тытакансене пулăшассипе те. Мелиорацие аталантарма та укçа уйăрĕç. Раççей Ял хуçалăх министерстви Чăваш Енри аграрисен кĕске вăхăтлăх кредитăн процент ставкине субсидилеме 82,8 млн тенкĕ уйăрĕ. Кăçал республикăри АПКна пулăшма пĕтĕмĕшле 2077,5 млн тенкĕ тăкакламалла. Ку пĕлтĕрхипе пăхсан 103,2%.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.