Хыпар-хăнар

Вăрнар районĕ. Вăрнарти ача-пăча искусствăсен шкулĕнче преподавательте ĕçлекен Владислав Кудряшовăн «Тăван пÿрт урати патне таврăнсан» куравĕ уçăлнă. Ăна ăста пултарулăх ĕçне пуçăннăранпа 40 çул çитнине халалланă. Экспозицире — 42 картина. Вĕсенче Вăрнар урамĕсемпе çурчĕсем, Вурнарка шывĕ, тавралăх илемĕпе ĕлккенлĕхĕ сăнланнă. Автор хăйĕн картинисенче Кÿстÿмĕре уйрăмах пысăк вырăн уйăрнă.

Чăваш Енре наркăмăшлă пултăранпа кĕрешме пуçланă. Ăна ятарлă техникăпа тĕп тăваççĕ. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне Канаш, Йĕпреç, Шупашкар, Вăрнар, Пăрачкав, Улатăр, Етĕрне районĕсенче çул хĕрринче çитĕнекен пултăрана пĕтернĕ.

Çул-йĕре пăхса тăракансем ăна хими мелĕпе тасатаççĕ. Çак ÿсен-тăран çыншăн сиенлĕ. Унăн сĕткенĕ ÿт-тире лексен çунтарать. Унсăр пуçне наркăмăшлăскер питĕ хăвăрт сарăлать.

 

Лариса НИКИТИНА.

Патăрьел районĕнчи Турханта кăçалхипе вун пĕрмĕш хут Кокель пленэрĕ иртет. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ ÿнерçĕсем хутшăнаççĕ.

Хальхинче вĕсем Аслă Чементе пурăнакан Нина Михайловна Мулгачева хуçалăхĕнче пулса курнă. Кинемей тĕрленине, кăмакара çăкăр пĕçернĕ саманта ÿкернĕ. Сăрă ăстисем çуртпа паллашнă май 92 çулти ватă авалхи япаласене таса та типтерлĕ упранинчен тĕлĕннĕ.

Subscribe to Хыпар-хăнар