Комментари хушас

24 Кăрлач, 2018

Тишкермелли сăнав иртет

2010 çулта РФ Правительстви çĕршыври социаллă пурнăçпа демографи лару-тăрăвĕн статистика сăнавне, халăх вилнĕрен, инвалида тухнăран экономика тăкакĕн мониторингне йĕркелеме йышăннă. Росстат йышăнăва пурнăçа кĕртсе 2018 çулта социаллă пурнăçпа демографи лару-тăрăвне лайăхрах пĕлме статистика сăнавĕ ирттерет.

Кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче халăхăн тупăшне тата вăл социаллă программăсене хутшăннине тишкернĕ май ятарлă сăнав иртет. Ăна ĕç укçи, хушма тупăш, пенси, социаллă пособи, тупăш шайĕ улшăнса пыни, чухăнлăх, çемье социаллă программăсене хутшăнни, медицина страхлавĕ, чухăн çемьесене пулăшни, социаллă пулăшу вĕсен пурнăç шайне витĕм кÿнине пĕлмешкĕн ирттереççĕ.

Кун пек сăнава Раççейре 2014-2015 çулсенче те йĕркеленĕ. Ун чухне 45 пин кил хуçалăхне тишкернĕ, çав шутра республикăра — 400 ытла. 2016 çулта мероприятие çĕршывра — 60 пин, çав шутра Чăваш Енре — 576 кил хуçалăхĕ хутшăннă. 2017 çулта вара 160 пин тата 1488 объект тĕлĕшпе информаци пуçтарнă.

Кăçалхи сăнава Раççей Федерацийĕнчи мĕн пур субъектсенчи 60 пин кил хуçалăхĕ хутшăнмалла. Пирĕн республикăран — 576, çав шутран 336-шĕ — хуларан, 240-шĕ ялтан. Сăнавра Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисемпе Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенчи уйрăм хуçалăхсене тишкермелле. Суйласа илнĕ çынсенчен /респондентсенчен\ пурăнакан вырăнта информаци пухĕç. Ыйтса пĕлекенсем — Чăвашстатпа ĕçлеме контракт тунăскерсем, ятарлă вĕрентнĕ çынсем. Вĕсене удостоверенипе тивĕçтереççĕ. Ăна паспортпа пĕрле кăтартмалла. Ыйтусене хуравлакан каланă тăрăх çырса тултараççĕ. Хуравсен чăнлăхне ĕнентерме вĕсен нимĕнле документ та, паспорт та кă-тартмалла мар.

Ыйтăм ирттерме Росстат çирĕплетнĕ ятарлă формăпа усă кураççĕ. 16 çултан иртнисем валли ыйту пуххи хатĕрленĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.