Archive - 20 Нарăс, 2015 - Хресчен сасси
Путеке уйăрмалла-и?
Качака пăранласан пăянам путеккине амăшĕпе пĕрлех тытаканччĕ. Ку хутĕнче тÿрех пÿрте илсе кĕчĕ, чашăкран ĕçтерет. Качака путеккисене питĕ шеллетĕп, амăшĕпе пулмалла пек туйăнать. Тĕрĕсех тăвать-ши пăянам?
Елена Петрова. Тăвай районĕ, Тăрмăш ялĕ.
Тин çуралнă путексене амăшĕпе пĕрле хăварма та, уйăрма та юрать. Чылай чухне сĕт нумаях антарман, ăратлă мар качакана путекĕсемпе пĕрле тытаççĕ. 3-4 уйăхченех ĕмĕртеççĕ, кайран майĕпен сĕтпе хутăш ытти апат пама пуçлаççĕ.
Иммунитета çирĕплетме
Çу кунĕсем çитиччен вăхăт пур-ха. Организм вара витаминсем çитменнине систерет. Иммунитета çирĕплетмелле. Шăнтса хунă çĕр çĕрли, чие, хурлăхан пулсан мĕнле аван! Организма çирĕплетме аптекăра сутакан сиплĕ курăксем те пулăшаççĕ.
Шалфей курăкĕпе
Вĕреме кĕнĕ 1 л шыва 3-4 кашăк шалфей курăкĕ ярса «шыв мунчинче» 15 минута яхăн тытмалла. Сăрăхтармалла, сивĕтмелле, кашни 2 сехетрен темиçешер сыпкăм ĕçмелле.
Çак хатĕр иммунитета çирĕплетнисĕр пуçне шăнса пăсăлнинчен сывалма та пулăшать.
Тутлă шăршăллă эмел