Иммунитета çирĕплетме

20 Нарăс, 2015

Çу кунĕсем çитиччен вăхăт пур-ха. Организм вара витаминсем çитменнине систерет. Иммунитета çирĕплетмелле. Шăнтса хунă çĕр çĕрли, чие, хурлăхан пулсан мĕнле аван! Организма çирĕплетме аптекăра сутакан сиплĕ курăксем те пулăшаççĕ.

Шалфей курăкĕпе

Вĕреме кĕнĕ 1 л шыва 3-4 кашăк шалфей курăкĕ ярса «шыв мунчинче» 15 минута яхăн тытмалла. Сăрăхтармалла, сивĕтмелле, кашни 2 сехетрен темиçешер сыпкăм ĕçмелле.

Çак хатĕр иммунитета çирĕплетнисĕр пуçне шăнса пăсăлнинчен сывалма та пулăшать.

Тутлă шăршăллă эмел

Иммунитета çирĕплетнисĕр пуçне юна тасатакан, кăмăла çĕклекен шĕвеке çапла хатĕрлемелле.

Пĕрер пай чухлĕ хăмла çырли, çĕр çырли, хура хурлăхан çулçисене, салтак тÿми чечекне тата шăлан ?шиповник% çырлине илмелле. Пурне те пĕрле хутăштармалла, кирлĕ пулсан вĕтетмелле. Тин вĕретнĕ 1 стакан шыва ăна 1 кашăк ярса 15-20 минут лартмалла. Чей вырăнне ĕçмелле.

Импĕр чейĕ

Ăшăнса çитме, иммунитета ÿстерме, шăнса пăсăлнинчен сывалма: импĕр тымарне /лавккара сутаççĕ/ 1-2 см чухлĕ касса вĕтĕ-вĕтĕ турамалла е теркăпа хырмалла. Çурмалла каснă лимон тата тутă кĕмелĕх чей /хури те юрать/ хушмалла. Тин вĕретнĕ 1 л шыва ярса тăрăлтарса лартмалла. Вĕрилле ĕçмелле.

Хаяррисĕрех

Кирек епле улма-çырла сĕткенĕ /1 л/ çине тутă кĕмелĕх корица, гвоздика, импĕр, ваниль, мускат мăйăрĕ ярса çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕриччен кăшт маларах сÿнтермелле. Шăнса хытнинчен ăшăнмалли, иммунитета çирĕплетмелли сиплĕ им пулчĕ те.

Мария Орлова, иммунолог.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.