Archive - 13 Нарăс, 2015 - Хресчен сасси

13 Нарăс, 2015

«Хресчен сасси» 10 /2523/ №, 13.02.2015

Пахчаçăсен 2015 çулхи уйăх-хĕвел календарĕ Календарьте вăрлăх акмалли тата калча лартмалли чи лайăх кунсене кăтартнă

Юн пусăмне чакарма. Сиппе кайтăр

Таса чунлисем телейлĕ. - Чиркÿре кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче паллă тăвакан "Сретение" текен уява чăвашла мĕнле каламалла-ши?

13 Нарăс, 2015

Пахчаçăсен 2015 çулхи уйăх-хĕвел календарĕ

Календарьте вăрлăх акмалли тата калча лартмалли чи лайăх кунсене кăтартнă

Уйăхпа хĕвел календарĔпе усăĂ курнă чух çаксене шута илмелле:

• ÿсен-тăрана çĕнĕ уйăхпа е тулли уйăхпа акма-лартма е куçарса лартма хушмаççĕ.

• тулса пыракан уйăхпа лартсан ÿсен-тăран хăвăртрах çитĕнет.

13 Нарăс, 2015

Юн пусăмне чакарма

• Çур литр шыва пĕр ывăç катăркас (боярышник) çырли ярса вĕреме кĕртмелле, йăваш çулăм çинче 5-10 минут вĕретмелле. Унтан 2-3 сехет тăрăлтарса лартмалла. Апат умĕн çур сехет маларах 3-4 сыпкăмшар ĕçмелле.

• Хура пилеше сахăрпа хутăштарса (500 г çырла çине - 350 г сахăр) холодильникра упрамалла. Кунне 2 хут икшер кашăк çимелле.

13 Нарăс, 2015

Таса чунлисем телейлĕ

- Чиркÿре кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче паллă тăвакан "Сретение" текен уява чăвашла мĕнле каламалла-ши? Çак сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланманнипе ыйтатăп.

Нина ПАВЛОВА.