Культура çулталăкĕ юрласа-ташласа иртсе кайрĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвне çак ĕçшĕн яваплă çынсем тăвĕç-ха. Паллах, пысăк ÿсĕмсем тунине палăртĕç. Чуна ыраттаракан ыйтусем вара яланхиллех юлĕç...
Амăшĕн капиталĕнчен алла 20 пин тенкĕ параççĕ текен сас-хура çÿрет. Тĕрĕсех-и? Тĕрĕс пулсан ку ыйтупа ăçта каймалла?
Марина Степанова. Кÿкеç.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çапла пĕлтерет:
- Хальлĕхе ниçта та каймалла мар. Амăшĕн капиталĕнчен çемье нуши валли укçа уйрассине малтан саккунпа çирĕплетмелле. Хальхи вăхăтра ку шухăш проект шайĕнче кăна-ха, ăна сÿтсе явас ĕç пырать. Саккуна йышăнсанах çакăн çинчен çийĕнчех республикăра пурăнакансене пĕлтерĕпĕр.