Комментари хушас

13 Нарăс, 2015

Пахчаçăсен 2015 çулхи уйăх-хĕвел календарĕ

Календарьте вăрлăх акмалли тата калча лартмалли чи лайăх кунсене кăтартнă

Уйăхпа хĕвел календарĔпе усăĂ курнă чух çаксене шута илмелле:

• ÿсен-тăрана çĕнĕ уйăхпа е тулли уйăхпа акма-лартма е куçарса лартма хушмаççĕ.

• тулса пыракан уйăхпа лартсан ÿсен-тăран хăвăртрах çитĕнет.

• катăлакан уйăхпа ÿсен-тăран çÿлелле ÿсмест, тымарне çирĕплетет, урăхла каласан аялалла ÿсет.

Çаксене шута илсе пахчаçăсем çĕр çийĕн ÿсекен çимĕçе /помидор, купăста, хăяр.../ уйăх тулнă вăхăтра акаççĕ-лартаççĕ, мĕнпур тымар çимĕçе вара /хĕрлĕ кăшман, кишĕр, çарăк.../ - уйăх катăлса пынă тапхăрта.

Вăрлăха ытла ир аксан калча имшерленсе тăсăлса каять. Кайран çавнашкал калча сахалтарах çимĕç парать, ытларах чирлет, ыттисенчен маларах ÿсме пăрахать.

Вăрлăха акиччен марганцовка шывĕнче тытни усăллă. Сельдерей, томат, физалис, салат, редис, куккурус, пăрçа, фасоль вăрлăхне марганцовка шывĕнче 40-45 минут майлă тытмалла. Пăрăç, баклажан, купăста, пастернак, кишĕр, укроп, кавăн вăррине - 20 минут.

Ку тĕлĕшпе водород перекиçĕ те аван: унăн шĕвекĕнче вăрлăха 10-12 сехет майлă тытмалла, кайран юхса тăракан шывпа çумалла.

Вăрлăха бор кислотин шĕвекĕпе те сиенсĕрлетеççĕ: 10 л шыва 2 г бор кислоти ямалла. Кишĕр, томат, сухан, хĕрлĕ кăшман вăррине 1 талăк шÿтерсе лартаççĕ, купăста, хăяр, кабачок вăррине - 12 сехет.

Пăрçа, фасоль йышши шултра вăрлăха 3-5 см тарăнăшне чикеççĕ, хĕрлĕ кăшмана - 2-3 сантиметра* хăяр, редис таврашне - 1,5-2 см* сухан, кишĕр, петрушка вăррине - 1-2 см* салат, сельдерей, çарăк вăррине - 0,5-1 см* купăста, помидор, пăрăç вăррине - 0,5 см.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.