Archive - 30 Çу, 2014 - Хресчен сасси

30 Çу, 2014

Çăкăр çиес теекен çĕр чĕлхине вĕренет

Иртни каялла килмесен те лайăххине аса илесех килет. Хальхи пусăрăнчăк ял сăн-сăпатне хăнăхса çитмелле ĕнтĕ, анчах чĕре пур пĕрех йышăнасшăн мар. Пулнă вĕт-ха, пĕтĕмпех пулнă: ферма витисем, машинăпа трактор паркĕ, тирпейлекен цехсем, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пунктсем...

30 Çу, 2014

Улмуççине хÿтĕлер

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене вăрăм сăмсаран хÿтĕлесе ирсерен кăшт силлемелли çинчен çырнăччĕ эсир. Пирĕн улмуççисем пит çÿллĕ. Мĕнле им-çампа сирпĕтме юрать-ши? Хурт-кăпшанка тытмалли кăшăл çинчен те тĕплĕнрех пĕлесчĕ.

Валерий Иванов.

Муркаш районĕ, Çатракасси ялĕ.

30 Çу, 2014

Диабет чухне

Тин вĕретнĕ çур стакан шыва 1 чей кашăкĕ чухлĕ вĕтетнĕ йĕтĕн вăррине ярса çур сехете яхăн кĕтмелле. Унтан кăшт лимон сĕткенĕ хушса тĕппипех ĕçмелле. Çакна ĕçнĕ хыççăн 2 сехет иртсен ирхи апат çимелле. Кăнтăрлахи апат умĕн çур сехет маларах курăк чейĕ е кĕтмел çулçи ярса вĕретнине ĕçмелле. Каçпа – хăмла çырли е корица хушнă кĕвелĕк.

30 Çу, 2014

Сухан ăнмасть

Юлашки икĕ çулта сухан туса илейместĕп. Сухана тапăнакан шăна айăплă. Анчах эпĕ унран хÿтĕленсе тем те тăватăп-çке: севока малтан марганцовка шывĕнче тытатăп, кашни çулах çĕнĕ вырăна лартатăп, шăна вĕçме пуçласанах йăрансене краççын хушнă шывпа сапатăп. Тата мĕн тумалла-ши?

Светлана Матвеева.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Елена СОКОЛОВА хуравлать.