Комментари хушас

30 Çу, 2014

Çăкăр çиес теекен çĕр чĕлхине вĕренет

Иртни каялла килмесен те лайăххине аса илесех килет. Хальхи пусăрăнчăк ял сăн-сăпатне хăнăхса çитмелле ĕнтĕ, анчах чĕре пур пĕрех йышăнасшăн мар. Пулнă вĕт-ха, пĕтĕмпех пулнă: ферма витисем, машинăпа трактор паркĕ, тирпейлекен цехсем, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пунктсем... Ял çынни йĕтем çинче, уй-хирте кĕшĕлтетнĕ.

Канаш районĕнчи «Знамя» хуçалăхра та çаплах пулнă. Василий Крылов ертсе пынă çулсенче кунта хальхи куçпа пăхсан чăн-чăн çăтмах хуçаланнă. Ун чухнехи вăхăтшăн вара йĕркеллĕ пулăм. Калăсăн, урăхла пулма та пултарайман.

Хуçине кура хуçалăхĕ

Хуçалăх вăйĕпе тунă икĕ мунча: механизаторсем тата выльăх-чĕрлĕх пăхакансем валли. Физиотерапи, массаж пÿлĕмĕсем. Лавкка-буфет. Икĕ пин пуç сысна вырнаçмалăх комплекс, ĕне выльăх самăртакан вĕр çĕнĕ вите. Колхозниксем ятарлă тумтирпе çÿренĕ. Ĕç тумĕпе вырăнти çĕвĕ цехĕ тивĕçтернĕ. Нутри ĕрчетнĕ. Комбикорм тăвакан, тимĕр бетон тата йывăç тирпейлекен цехсем ĕçленĕ. Ямашсем паян кунччен хăйсем патĕнче кăларнă çăл хăвăлĕсемпе усă кураççĕ. Хăй вăхăтĕнче черет тăрсах туяннă вĕсене.

Питĕ шел, пĕтĕмпех иртнĕ вăхăтри глаголпа çырма тивет. Юлашки çирĕм çулта мухтанмалли нимех те тăваймарăмăр. Пуррине вара тем самантра аркатрăмăр.

Василий Иванович председательте ĕçленĕ тапхăрта хăйне Çеçпĕл суйлав округĕпе Чăваш АССР халăх депутатне суйланине аса илет.

– 90-мĕш çулсем. Ял çыннисем ыйтнине пурнăçлама, вĕсен шанăçне тÿрре кăларма чылай чупма тиврĕ. Ялсене газ çитерессипе ĕçлерĕмĕр, стройматериалсен лавккине уçрăмăр. Фермăсене асфальт çул çитертĕмĕр.

Депутат ят-сумĕ пулăшнипех Культура çурчĕпе спорт залĕ çĕкленнĕ. Шăхасанти ача-пăча музыка шкулĕн Ямашри филиалĕ уçăлнă. Ял ачисем унта музыка инструменчĕсемпе паллашнă, вĕреннĕ.

Ĕç кунĕ ирхи пиллĕкрен пуçласа сĕм çĕрле вĕçленнĕ. «Знамя» хуçалăха сакăр çул ăнăçлă ертсе пынă хыççăн Крылова ял Совечĕн председателĕн çумне, унтан председателе суйлаççĕ. Пурнăçĕнче питĕ йывăр самант мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайсан пулнă ку. Пилĕк ачапа тăрса юлнă ашшĕшĕн ял Советĕнче ĕçлени кирек мĕн каласан та кăшт çăмăллăх шутланнă. Çынсенни пек ĕç вăхăчĕ, канмалли кунсем ачасемпе ытларах пулма май панă. Çапах кунта та яланхиллех ăшталанма тивнĕ. Шăпах вăл председательте ĕçленĕ вăхăтра чылай районпа хулара ача сачĕсене хупма пуçланă. Василий Иванович çине тăнипе, пуçлăхсемпе юлташла хутшăнусем йĕркеленипе тĕпрен юсаса çĕнетнĕ ача садне, культура çуртне упраса хăварма май килнĕ. Ку çеç те мар-ха, музей уçма та хал çитернĕ.

Турра шĕкĕр, паян культура çурчĕ те, музейĕ те, ача сачĕ те чиперех. Ун чухне алă сулнă пулсан...

Пултаруллă çын кирек ăçта ĕçлесен те хăй хыççăн ырă йĕр хăварать. Хальхи вăхăтра «Канашстрой» управляющи компанийĕнче тĕп инженерта тăрăшать Крылов. Сăмах май, хăйĕн биографине те инженертан пуçланă. (Малтан Вăрмар районĕнчи «Авангард» совхозра ĕçленĕ, унтан тăван хуçалăхра – тĕп инженер, партком секретарĕ. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче, Мускаври агропромышленноç комплексĕн ертÿçисене хатĕрлекен аслă шкулта вĕреннĕ). Канашра пурăнакансем патне çутăпа, ăшăпа, шывпа, усă курнăшăн тÿлеме харăсах темиçе квитанци килет. «Канашстрой» пĕрлешÿ тытăмне кĕрекен çуртсем вара пĕр квитанципех çырлахаççĕ. Кунта та Василий Крылов тÿпи пурри пирки пач та иккĕленместĕп.

 

Май шыракан майне тупнă

– Паян тепĕр хут хуçалăх ертÿçине лартас пулсан ĕçе мĕнрен пуçăннă пулăттăр, – ыйтатăп Василий Ивановичран.

– Председатель пуканне йышăнма пулĕ. Анчах малтан патшалăхăн сĕт, аш-какай, çунтармалли сĕрмелли материалсен хакне тивĕçлĕ шайра йĕркелемелле. Планран ирттерсе тултаракансене хавхалантармалла. Чипер ĕçлеме условисем кирлĕ.

– Халĕ çынсем те урăхларах пек туйăнать. Ĕçлеттерме пулĕ-ши?

– Майĕ яланах пур. Хам ĕçленĕ çулсенче пĕр вăхăт механизаторсем час-часах «чирленипе» тарăхтаратчĕç. Мухмăрлă – ĕçе тухман, анчах ун вырăнне кайран справка йăтса килнĕ. Мĕн тумалла кусемпе? Шухăшласа тупрăмăр. Çулталăк хушшинче пĕрре те чирлеменнисене 13 тата 14-мĕш ĕç укçи, çавăн пекех пĕтĕмпе мĕн чухлĕ ĕçлесе илнинчен 10 процент хушса тÿлеме йышăнтăмăр. Мĕн тетĕр? Чирлеме пăрахрĕç вĕт. Хавхалантарни, панă сăмаха тытни кирлĕ.

 

Çемье ăшши – чун ăшши

Мĕн чуль ытларах паратăн – çавăн чуль ытларах илетĕн теççĕ. Ултă теçеткерен каçнă арçыннăн чи пысăк телейĕ халĕ – çумра ăнланакан мăшăр, чун юратнă ачасем пурри. Иккĕмĕш мăшăрĕ, Лариса Левкиевна, Канашри педагогика колледжĕнче вĕрентет. Виçĕ ача вĕсен. Кĕçĕнни, Илюша, çулталăкран çеç каçнă-ха. Никитăпа Ваня шкулта вĕренеççĕ. Пĕри мăйран уртăнать, тепри пăта тыттарать, виççĕмĕшĕ, ашшĕпе пĕрле шăнкăрчă йăви ăсталаканскер, мăлатукпа çапать. Ашшĕн ура йĕрне таптакансем ÿсеççĕ. Пĕтĕмпе вара сакăр ача ашшĕ Василий Иванович. Ăмсанмаллипех пуян. Арăмĕ биолог пулнăран-и е илеме çав тери кăмăлланăран пур çĕрте те чечек Крыловсен: кил картинче те, пахчара та, пÿртре те. Хăярне те, помидорне те çынсенчен маларах çиме пуçлаççĕ вĕсем. Çăкăр çиес теекен, тутă пулас теекен çĕр чĕлхине вĕренет. Çак каларăша тĕпе хурса пурăнаççĕ те.

Туслă çемьен пĕр вăрттăнлăхне уçам-ха. Крыловсем çемйипех шыва кĕме юратаççĕ. Сывă кĕлеткере сывă ăс-тăн пулнине асра тытса çăва тухсанах хăйсем тăрăх сивĕ шыв яма пуçлаççĕ. Çапла – мĕн пăр ларичченех. Таса сывлăш, сивĕ шыв – чи паха эмел-çке. Эрнере пĕрре Шăхасанти бассейна кайса шыва кĕреççĕ. Телейлĕ çемье. Пурнăç техĕмне туйса самана таппипе тан утакан маттур çемье. Урăх мĕн кирлĕ ку пурнăçра?

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.